Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тикӗс the word is in our database.
тикӗс (тĕпĕ: тикӗс) more information about the word form can be found here.
Сарлака тикӗс уя вара такан пек хупӑрласа тӑрать.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юрату тени пӗр тикӗс юхса выртакан пӗчӗк шыв мар, вӑл — тинӗс.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫитес ҫӗре часрах ҫитес тесен тикӗс ҫул тупмалла.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑвашсем ҫапла, ҫӳҫ пӗр тикӗс юлтӑр, ҫӳҫ илемӗ пултӑр тесе пуҫ ҫине чӳлмек хурса ҫӳҫ касаҫҫӗ, куна вӗсем чылай ҫул каялла вырӑссенчен вӗреннӗ, тет.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫанталӑк типӗ чухне эштел хӑмисем пӗр тикӗс тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шухӑшӗ-мӗнӗ унӑн пӗр тикӗс шурӗ, ҫан-ҫурӑма канӑҫ та ырлӑх илсе килекен ҫуллахи лӑпкӑ ҫил пек пӗр майлӑ пычӗ.

Help to translate

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уйсенче ырашсем ҫатраланса ӳкрӗҫ, Тикӗс шӑтнӑ ҫуртри хуралса пӗтрӗ.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кӑҫал вӑйлӑ ҫур килнипе Ыраш ӳсет пӗр тикӗс, Ҫуртри калчи ав майӗпе Шӑтса тухрӗ сип-симӗс.

Help to translate

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Кирукпа Федя наҫилккене пӗр тикӗс ҫӗклесе утрӗҫ.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чулӗсем пӗр тикӗс, пӗр-пӗрин ҫумне ҫурӑксемсӗр выртнине асӑрханӑ май ӑстасене мухтарӑм.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Куҫ умне колхоз пуҫлӑхӗ тухса тӑчӗ: чӑп-чӑмӑр ҫутӑ питлӗ, хырса якатнӑ пуҫӗ ҫинче хӗвел вылять, тикӗс шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ…

Help to translate

Пенсие тухсан… // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 5–7 с.

Мунча ҫийӗсем урай пек тикӗс, ҫыран хӗррипе тан.

Help to translate

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ак ӗнтӗ тӑрантас, кил хушшинчен тухса, ҫӑра тусан йӑсӑрланмаллах типшӗреймен тумхахлӑ-путӑклӑ, лӑкӑ-лакӑ урам ҫулӗпе пӗр тикӗс лакӑлтатса кайрӗ.

Help to translate

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Капмар, ӗлккен «Икарус» автобус пӗр-ик хут пӑклатса, ватӑ вӑкӑр пек мӗкӗркелесе илчӗ те вырӑнтан тапранчӗ, унтан, тикӗс, ҫемҫен, пӗртемлӗ кӗрлесе, шыв сикки сассиллӗ Шупашкара хыҫа хӑварса, ялалла ҫул тытрӗ.

Help to translate

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Класа тикӗс, чӑк тумланнӑ хӗрсемпе каччӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӗрсе парттӑсем хушшине лараҫҫӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Хӑйӗнчен ыйтас! — фальцетпа, анчах тикӗс кӑмӑллӑн чанкӑлтатса илчӗ пӗр ҫырӑ сӑн-питлӗ, пиҫӗ хулӑ пек яштака, ҫара пуҫлӑ хӗрарӑм, джинсран ҫӗленӗ брюки, зефир кӗпе тӑхӑннӑскер.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Анчах хӑйӗн чуппи тикӗс мар — тем вӗттӗн сиккелесе те илет.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Юрать-ха ҫанталӑкӗ типӗ, тӑп, Атӑл ҫинчен, шӑмма-шакка ҫӳҫентерсе, сулхӑн варкӑш туртӑнкалани ҫеҫ сисӗнкелет, ҫавна пула шыв лаптӑкӗ те куҫкӗски пекех тикӗс мар.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӗр пичӗ кунта тикӗс мар, тумхахлӑ, тункаталлӑ, тахҫанах вӑрман тӗпленӗ, кӑк кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫереме трактор икӗ касӑллӑ плугпа сухаланӑ курӑнать, плуг йӗрӗсен хушши — икӗ метр та ҫурӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кун вара вулӑ речӗсем ҫип ҫапнӑ пек тикӗс, тӳп-тӳрӗ, «Раҫҫей мисӗ» ячӗшӗн тупӑшӑва тухнӑ яштака, шулака ҫурма ҫарамас пикесем пек селӗм.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed