Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

татӑлнӑ (тĕпĕ: татӑл) more information about the word form can be found here.
Кун пирки те калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Хӑвӑрт кӑна камӑн мӑн тумалли ҫинчен калаҫса татӑлнӑ.

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫав хатӗрсене каялла илсе, вӑл каллех ҫаратма, ҫынсене сиен тума тытӑнмашкӑн шутланӑ (ӑна пуринчен ытларах уҫҫисем кирлӗ пулнӑ!), анчах ӗмӗчӗ татӑлнӑ!

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Трактор пирки Мамарлановпа калаҫса татӑлнӑ иккен Никифор Варламович.

Help to translate

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакӑн пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа национальноҫсен ӗҫӗсен федераци агентствин ертӳҫи Игорь Баринов калаҫса татӑлнӑ.

Help to translate

«Акатуй» Мускавра иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%b0%d0%b ... %b5%d1%82/

Пӗр татӑлнӑ япала татӑлмах пӑхать.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Майӗпен-хуллен хӗр-полковникӑн чарсӑррӑн татӑлнӑ ӗмечӗ сыпӑна пуҫларӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынсене вӑхӑт ҫиппи татӑлнӑ евӗрех, иртнипе пуласси хушшинчи нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук пек туйӑнчӗ.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫитменнине тата, эпир Иннокентийпе пурнӑҫ пирки калаҫса та татӑлнӑ ӗнтӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, виҫҫӗш те калаҫса татӑлнӑ пулас», — тепӗр тӗрлӗ шухӑш ҫуралчӗ унӑн пуҫӗнчех.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Калаҫса татӑлнӑ пек тумасан мӗскерле пултӑр-ха ӗнтӗ, — сӑмах хушрӗ Укаслу.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе кун кӗтсе пурӑнчӗ ӑна Алюнов хӑйсем тӗл пулма килӗшсе татӑлнӑ ҫак таврара!

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем Мускав патши хӑй ҫарне калаҫса татӑлнӑ пек каялла илсе кайӗ, тесе шутланӑ.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эпир унпа ку ӗҫ пирки пӗркунах, эпӗ эс хушнипе килсе ҫӳренӗ чухнех, калӑҫса татӑлнӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иртнинче калаҫса татӑлнӑ пек…

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсенче кӑҫал икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, пӗлтӗр пӗр ҫын вилнӗ.

Help to translate

Правилӑсене ҫирӗпрех пӑхӑнмалла // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11980 ... -kh-nmalla

Калаҫса татӑлнӑ вӑхӑт ҫитрӗ, анчах савни ҫук та ҫук, кинона каясси пулмарӗ.

Help to translate

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Чылайччен ларчӗ вӑл тӗнсе, шалтан хуҫӑнса-хӗсӗнсе, пӑчӑртанса-пӑркӑчланса, татӑлса-хуҫӑлса, вӗриленсе-тарласа та кайрӗ, анчах татӑлнӑ «ӗҫӗ» ниепле те сыпӑнасшӑн, алла та, ӑса та кӗресшӗн пулмарӗ: ун куҫӗ умӗнчен астаруллӑ, чее, хаяр кулӑш ура хурса ӳкернӗ «ҫӗрӗк пӗрене» — Горлопанов — сӑнарӗ ҫухалмарӗ.

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ҫакӑншӑн ӑна парк хуҫи чунтан тав турӗ, ырларӗ, ӗҫленӗшӗн укҫине калаҫса татӑлнӑ пекех тӳлерӗ…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак вӑл пуҫне тӳррӗн тытса йӗркеленсе ларчӗ, унтан пуҫне каллех ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пӗлӗте тӗпчевлӗн, ӑшши-пӑшши хыпаланмасӑр сӑнама пуҫларӗ: пӗр тӗлте, шӗвек пӑс евӗрлӗ тӑтӑш йӑс-пӑс пӗлӗт ситреленсе татӑлнӑ вырӑнта, тӳпе тутӑхнӑ пӑхӑр пӗрчисем тӗслӗ пӑт-пат шултра ҫӑлтӑрсемпе ҫуталкаласа тӑни курӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed