Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗм the word is in our database.
сӗм (тĕпĕ: сӗм) more information about the word form can be found here.
Йӗри-тавра сӗм тӗттӗм пулса кайрӗ, чӗрене темскер хыттӑн пӑчӑртаса илчӗ…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вунпилӗк ҫул кашлать сӗм вӑрман, тата ҫӗр ҫул пин ҫул та кашлӗ вӑл ҫапла, мӗншӗн тесен ӑна ҫавӑн пек шӑпа пӳрне: вӑл хисеплӗ хуралта, траурта тӑрать.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сӗм ҫӗрле, пӑч тӗттӗм ҫӗрте унӑн каферен пӗр ещӗк эрех сӗтӗрсе тухнӑ тӗреклӗ арҫынпа тытӑҫса ӳкмелле пулнӑ.

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл, арӑмне шыраса сӗм ҫӗрле Ӑвӑслӑха кайнӑскер, пуҫани патӗнче ҫӗр каҫнӑ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Мавра кинеми мана ҫӑмарта пусса ларакан кӑлӑк чӑххипе танлаштарчӗ пулӗ — ниҫта та тухса ҫӳремерӗм, ир пуҫласа сӗм каҫченех сӗтел хушшинче лартӑм, анчах чуна килӗшекен япала пулмарӗ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Глафирӑна ытараймасӑр чун-чӗре туйӑмне ирӗке ярсан ӗмӗр чӗрене ыраттаракан асаплӑ пӑтӑрмах та сиксе тухма пултарӗ, ҫавна май ҫак хӗртен пӑрӑнарах ҫӳретӗп, документлӑ повесть ҫинчен кӑна шухӑшлама тӑрӑшатӑп — шуҫӑмран пуҫласа сӗм каҫченех сӗтел хушшинче ларатӑп.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Сӗм вӑрмансенче, ҫын иртейми чӑтлӑхсенче пӑлхавҫӑсен йышлӑ ушкӑнӗсем ҫӳрерӗҫ, вӗсем тискер майра-патша ҫарӗсене ҫӗмӗрчӗҫ, пуянсене, пупсене тӗп турӗҫ, патька-патша тепре килессе ӗненсе пурӑнчӗҫ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура кайӑк пек сӗм каҫ анса ларчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та сӗм тӑлӑхах мар.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗм вӑрманти йывӑҫсемпе, юханшывпа, ҫутӑ хӗвелпе, тупепе, сывлӑшпа сывпуллашрӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнпа вӗсем Сюльдяшов ҫарӗ хӑйсен ялӗ патнелле пыма тухнӑ тенине илтсенех сӗм вӑрмансене тарса пӗтнӗ.

Help to translate

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чӗрӗ юлнӑ килтешсем пурте сӗм вӑрмана тарса кайнӑ.

Help to translate

Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йӗри-тавра сӗм вӑрман, Унта пирӗн туссем пур.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл Укаслу хыҫҫӑн сӗм вӑрманта хӑваласа ҫурет, ҫитсе-ҫитсе пырать, леш вара хӑраса ӳкнӗ выҫӑ кашкӑр ами пек улать.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн халӗ пурне те пӑрахса хӑварса хӑй пӗччен ҫеҫ сӗм вӑрмана тарса кӗрес килсе кайрӗ.

Help to translate

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан ҫаксем, сӗм вӑрманпа пынӑ чухне, час-часах вӑрман ҫыннисем тапӑннинчен хӳтӗленмелле пулнӑ.

Help to translate

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сӗм ҫӗрле кӑна Укаслу, кинемейпе сывпуллашса, ашшӗ килне таврӑнчӗ.

Help to translate

Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пире паяр тупас ҫук Сӗм вӑрмансем пур чухне.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура кӗр пек сӗм тӗттӗм таврара.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав сӗм вӑрман варринче чавнӑ вилӗм шӑтӑкне йывӑҫ ҫапса укернӗ чӑваша мар, этем телейне пытарнӑнах туйӑнса кайрӗ ӑна.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed