Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӗвенсе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Машина кантӑкӗ ҫывӑхӗнче пӗри, ахӑртнех, Фредерикс пулчӗ пулас, тепри, ларкӑч хыҫӗ ҫумне сӗвенсе ларни, — патша.

За стеклом, кажется, Фредерикс и царь, откинувшийся на спинку сиденья.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аксинья, мамӑк тутӑр пӗркеннӗскер, краватӗн эрешлӗ хыҫӗ ҫумне кӑкӑрӗпе сӗвенсе итлесе тӑчӗ.

Аксинья стояла у кровати, грудью навалясь на резную спинку, кутаясь в пуховый платок.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, хыр йывӑҫҫин ҫутӑрах хӑмӑр вулли ҫумне сӗвенсе тӑнӑ та, окопсем патӗнче чупкаласа ҫӳрекен нимӗҫсем ҫине ӳркенчӗклӗн перкелесе тӑрать.

Прислонясь к рыжему стволу сосны, он лениво постреливал по перебегавшим над окопами немцам.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унтан Степан сарлака та ҫӳллӗ юман вулли ҫумне сӗвенсе тӑрать, Григорие пӳрнипе кӑчӑк туртса, хӑй патне пыма чӗнет.

Степан прислонился к стволу разлапистого дуба, поманил Григория пальцем.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий сасӑ илтӗннӗ еннелле тинкерсе пӑхрӗ: чӑрӑш ҫумне пӗр ҫын сӗвенсе тӑнӑ.

Григорий вгляделся по направлению звука: у сосны полулежал человек.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Старик, священник аллине чуптуса, алӑк янаххи ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те, ывӑлӗ вилни ҫинчен хыпар илнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут пӗчӗк ача пек ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.

Поцеловав руку священника, старик припал к дверному косяку и в первый раз за все время после известия о смерти сына заплакал, бурно содрогаясь.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен кӑкарса хунӑ учӗсем апат ҫиеҫҫӗ, хӑйсем мӑкланса ларнӑ кивӗ хӳме ҫумне сӗвенсе тӑнӑ та табак туртаҫҫӗ.

Они кормили на коновязи лошадей, курили, прислонясь к обомшелому ветхому заборчику.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Машина ӑшӗнче кӑвак ҫӳҫлӗ самӑр генерал, ларкӑч хыҫне сӗвенсе кайса ӳкнӗ евӗр, йӑваланкаласа ларать.

На сиденье, откинувшись, полулежал толстый седой генерал.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелехов Пантелей килӗ хыҫӗнче вӗсене тутӑрпа кӗптеннӗ пӗр пӗчӗк хӗрарӑм ҫатан карта ҫумне сӗвенсе кӗтсе тӑнӑ.

За двором Мелехова Пантелея, прислонясь к гуменному плетню, ждала их укутанная в платок маленькая женщина.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑчӗ те, тути хӗррине чалӑштарса, кӑштах ейӗлсе илчӗ.

Штокман прислонился к печке, давя кривую улыбку.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Составри вагонсенчен пӗринче, хӑмаран тунӑ ут валашки ҫумне сӗвенсе, Григорий тӑрса пырать.

В одном из них, привалившись к дощатой кормушке, стоял Григорий.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Айӑпӗ унра мар, ак ҫак йытӑ ҫуринче!.. — Пантелей Прокофьевич кӑмака ҫумне сӗвенсе тӑракан Григорий ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.

Не за ней вина, а вот за этим сукиным сыном!.. — Пантелей Прокофьевич указал на прислонившегося к печке Григория.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапса ҫинчӗклентернӗ тусанлӑ тулӑ улӑмӗн купи ҫумне сӗвенсе ларчӗҫ.

Присели, прислонясь к вороху обмолоченной пыльной пшеницы.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сотник, пачах урӑххине кӗтнӗскер, халӗ Григоришӗн нимӗн чухлӗ те именмен пек туйӑнчӗ: вӑл йывӑҫ ҫумне сӗвенсе тӑнӑ та пирус мӑкӑрлантарать, шыва чиксе кӑларнӑ пек кӗсри ҫине кача пӳрнипе тӗллесе кӑтартса сӑмахлать:

Сотник, против ожидания, показался Григорию нимало не сконфуженным; он, прислонясь к дереву, покуривая папироску, говорил, указывая мизинцем на свою, словно выкупанную, кобылицу:

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич, сӗвенсе кил хапхин ҫӗрӗк юпине лӑкантарса, Григорий ҫине пӑхрӗ.

Пантелей Прокофьевич, качая подгнивший столб у ворот, глянул на Григория.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Корней пуҫне уснӑ та ҫаплипех стена ҫумнелле сӗвенсе, туйи ҫине тайӑнса тӑрать.

Корней все стоял, опустив голову, прислонившись к стене и опираясь на клюку.

IV // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

— Ну, мӗн-ха ӗнтӗ ку, сан патна ларма килетӗн, эсӗ пур — табак туртма пуҫлатӑн, — терӗ те вӑл ман ҫуммах, ман ҫине сӗвенсе, диван ҫине ларчӗ.

— Ну что это, к тебе придешь посидеть, а ты закуриваешь, — и она села близко ко мне на диван, прислоняясь ко мне.

XXII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Генерал ҫӗре сарса хунӑ плащ-палатка ҫинче, пӗчӗк кӑвайт умӗнче, ҫӗрӗк варӑллӑ сарлака хурама тункати ҫумне ҫурӑмӗпе сӗвенсе ларнӑ.

Генерал сидел у небольшого костра на плащ-палатке, разостланной на земле, привалясь спиной к широкому пню вяза с выгнившей сердцевиной.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Пачах аптраса ӳкнӗскер, вӑл стена ҫумне сӗвенсе ларчӗ.

Он сидел, прислонившись к стене,

I // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Разметнов пукан хыҫӗ ҫине сӗвенсе ларчӗ те ахӑлтатсах кулса ячӗ:

Размётнов, откинувшись на спинку стула, расхохотался:

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed