Шырав
Шырав ĕçĕ:
Акӑ пӳлӗмсене негрсене чӗнсе кӗртсе кӗлтурӗҫ, унтан пурте ҫывӑрма выртрӗҫ.Скоро в комнаты позвали негров и стали молиться, а после того все легли спать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ пӗрремӗш хутри пӳлӗмсене пӑхса ҫаврӑнтӑм та аса илех кайрӑм: тен, иккӗмӗш хутра?Я обежал комнаты первого этажа и вспомнил: может, на втором?
1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Дежурнӑй тухтӑр тин ҫитнӗ ҫынсене тӗрлӗ пӳлӗмсене вырнаҫтарать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫурҫӗр ҫитсен хӑнасем хӑйсем валли хатӗрленӗ пӳлӗмсене сапаланчӗҫ, вара вӗсем паянхи чыслӑ кун ҫинчен аса илчӗҫ те, таса вырӑнсем ҫинче канса выртрӗҫ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
«Дункан» ҫинче Гленарвансем вырнаҫмалли пӳлӗмсене корма ҫине тунӑ.Помещение, занимаемое Гленарванами на «Дункане», находилось на корме.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Суднӑна пур енчен те хатӗрлесе ҫитерес тӗлӗшпе Джон Мангльсан тем чухле ӗҫ пулсан та, ҫапах та вӑл Эдуардпа Элен Гленарвансем валли яхта ҫинчи уйрӑм пӳлӗмсене тивӗҫлӗ хатӗрлеме кирли ҫинчен манмарӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Каҫ пуларахпа, пӳлӗмсене тирпейлесе пӗтерсен, Ольга крыльца ҫине тухрӗ.В сумерки, когда уборка была закончена, Ольга вышла на крыльцо.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Пӗрре манӑн вӑрманта ҫакна асӑрхама тӳрӗ килчӗ: вӗҫен, тӗрлӗ кайӑк-кӗшӗксен, пирӗн темиҫе хутлӑ пысӑк ҫуртсенчи пек мар, пирӗн пӳлӗмсене яланах кампа та пулсан улӑштарма пулать, вӗсен кашни йышши кайӑк хӑй суйласа илнӗ хутра ҫеҫ пурӑнать.
Вӑрманти ҫуртсем // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 88–91 с.
Ку вара, йӑмӑкӗн хӗрӗ килӗнче вырӑнаҫсан, пӗтӗм лайӑх пӳлӗмсене ҫавӑрса илнӗ, ир пуҫласа каҫченех мӑкӑртатнӑ, сада та хӑйӗн пӗртен-пӗр крепостной ҫыннисӗр, кӑвак позументлӑ, пӑрҫа тӗслӗ кивӗ ливрейлӑ, виҫкӗтеслӗ шӗлепке тӑхӑннӑ кичем лакейсӗр тухман.
XV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Эпир ҫӗр хута купаланӑ кермене хаваслӑ йыш кӑмӑлласа йышӑнчӗ: пӳлӗмсене тирпейлерӗҫ, юр хапхана тасатрӗҫ, юр купинченех машина кӳлепи те ӑсталарӗҫ.
Хӗл Мучи парни // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 52,56 с.
Аялти пӳлӗмсене кӗрсе каятпӑр та, унта мӑнттай-мӑнттай сӗтел йӑтӑнса ларать, мӗн кӑна ҫукчӗ пуль ҫав сӗтел ҫинче!Зашли в нижние комнаты, а там стол огромадный, и чего только на этом столе нету!
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем пӗтӗм пӳлӗмсене тӗрӗслесе тухрӗҫ, хӑйсем хушшинче калмӑкла темскер мӑкӑл-макӑл калаҫса илчӗҫ те, иккӗшӗ картиш таврашӗнче шырама кайрӗҫ, пӗри — хурарах хӑмӑр ӳтлӗ, шатра питлӗ те лапчӑк сӑмсаллӑ лутака калмӑкӗ, — лампассемпе капӑрлатнӑ шалпар шӑлаварне кӑрт-карт турткаласа, ҫенӗке тухрӗ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кушакпа Каштанкӑна пӳлӗмсене кӗрсе тухма чарман; хурне вара ҫав пӳлӗмрен алӑк урати урлӑ та каҫарман.
V. Талант! Талант! // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Неушлӗ пӳлӗмсене мӗн те пулин ӑпӑр-тапӑр лартма ҫук-и вара?Неужели комнаты нельзя заставить хоть каким-нибудь барахлом, чтоб не наводили уныния?
14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Тӗтӗм мачча патнелле йӑсӑрланса хӑпарчӗ, унтан витӗр вӗрекен ҫил ярса илнипе пӳлӗмсене пӗтӗрӗнсе кӗчӗ.Дым поднялся до потолка и — схваченный сквозняком — хлынул в комнаты.
LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тӗттӗм пӳлӗмсене кӗрсе пытаннӑ.
Мӑнастир стенисем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Анчах сад чӑтлӑхӗ витӗр аялти хутри сулхӑн пӳлӗмсене хӗвел кӗреймест.Сквозь заросли сада лучи не проникали в прохладные комнаты нижнего этажа.
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ахаль хресчен хӗрне ӗҫлеттернӗ пек, тем ӗҫ те тутарать, ҫав хушӑрах тата пӳлӗмсене кӗрсе ҫӳреме чарать.
I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Ҫирӗп урана тӑхӑнса янӑ хулӑн тӗплӗ пушмаксем йывӑҫ пусма картлашкисем ҫинче чылайччен каптӑртатрӗҫ; ансӑр алӑкран хӗсӗнсе кӗрсе уйрӑм пӳлӗмсене кӗре-кӗре саланса пӗтичченех илтӗнсе тӑчӗҫ ку сасӑсем.
Франсуаза // Василий Алагер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 87–92 стр.
Ачасем именкелесе уҫӑ та таса пӳлӗмсене кӗчӗҫ те инҫетри Уралти Герасимовка ялӗнчи чаплӑ пионерӑн портречӗ ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗҫ; Павлик Морозовӑн харсӑр паттӑрлӑхӗ аслӑ революцин кӗҫӗн ывӑлӗсен ҫамрӑк чӗрисем Ленин — Сталин ӗҫне иксӗлми вӑйпа парӑннине, унӑн тӑшманӗсене чунтан-чӗререн курайманнине пӗтӗм тӗнчене кӑтартрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.