Шырав
Шырав ĕçĕ:
Юм юмлакан хӗр (пӗртен пӗр хӗрсем кӑна кунашкал юмлаҫҫӗ) ҫав анлӑшалла пӑхать; унта вӑл мӗн курать — эппин, унпа ҫавӑ пулса иртмелле.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Тепӗр чухне, мӗн те пулин каласан, вӑтаннипе сасартӑк шӑпланать; сӑлтав пӗртен пӗрре: пурте ун ҫине пӑхаҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпӗ кунтан ӑнсӑртран асӑрханӑ сценӑна пула уйрӑм кӑмӑл-туйӑмпа каятӑп; ҫак сцена, каҫхи шӑплӑх хушшинче, мана Дэзин кӗтмен ҫӗртен тухнӑ авӑкне аса илтерет: пӗртен пӗр ҫавӑнпа тан эпӗ ҫак каҫ Филатрпа, хӑйӗн пулма пултараймилӗхӗпе тулнӑскерпе.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Пӗртен пӗр хутчен.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Унӑн сӑнӗ эпӗ пӗлекенни евӗр мар, — туллин ун пекрех мар, анчах ҫавах, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна тӳрех паллани те витӗмлӗн кӑтартать: художник темӑна питӗ лайӑх уҫса панӑ, хӑй пӑхса хакланӑ нумай-нумай сӑн хушшинче суйласа илсе ҫапларах пӗтӗмлетнӗ ахӑр: «Ҫакӑ ҫеҫ ҫав сӑн пулмалла, пӗртен пӗр ӑна кӑна касса кӑлармалла».
XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Маншӑн унта, — хуравӗ тӳлек, — пӗртен пӗр хумсем кӑна, вӗсен хушшинче утрав пур; вӑл аякрах ҫиҫкӗнет, ҫап-ҫупӑн ялкӑшать.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Паллӑ марскер хура пустав кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпи ҫийӗн — сенкер кӗленче тӳмеллӗ кӑвак жилет, сӑран шӑлаварпа, хулӑн тӗплӗ сӑран атӑпа; пӗртен пӗр капӑрлӑхӗ — хыттӑн янӑракан ункӑллӑ кӗмӗл шпорсем.
IV. Астарот // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Эпӗ ҫемьере пӗртен пӗр ачаччӗ; мана вӗрентсе ӳстерни хире-хирӗҫлӗхсемпе уйрӑлса тӑратчӗ: мана е ҫав тери юратса-ачашласа, тимлӗ пӑхатчӗҫ, кашни вак йӑлӑнтармӑша пурнӑҫлатчӗҫ, е эпӗ пуррине йӑлтах манса каятчӗҫ, — ҫав авӑксенче манӑн хам тӑвайман мӗн пур ӗҫ тӗлӗшпе аса илтерсех тӑма тиветчӗ.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Манӑн асатте сакӑр вунӑ ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн йӳтеме пуҫланӑ та — хӑйӗн ҫурт-хуралтине вут тӗртнӗ, ҫулӑмра ӑшаланса вилнӗ, — хӑй тӑнпа туйнӑ-хакланӑ пӗртен пӗр япалине — ҫывӑрмӑшра манса хӑварнӑ чӗлӗмне — ҫӑлас тӗллевпе.
I. Биографи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Горн чунӗнчи курайманлӑхпа кулать; ӑна вут ҫинче ӑшалама хатӗрленекен эшкер пирки унӑн пӗртен пӗр тӗллев: тапӑнакансене пурне те пуҫӗсенчен черетпе пере-пере шӑтарасси.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кӑларса ывӑтӑр мана хӑвӑрӑн мӑнаҫлӑ пуҫӑртан; сирӗн упӑшкӑр пуласси, пурнӑҫа талккӑшпех ӗҫе ҫавӑрасси… мана ҫакӑ кирлӗ мар, мӗншӗн тесен мана урӑх пурнӑҫ кирлӗ, вӑл чӑна тухаймасть те-и тен, анчах ҫавӑн тӗлӗшпе пӗртен пӗр шухӑш пуҫӑма ҫавӑрать.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӗтӗмӗшле — шӑп; «Симӗс рак хуранӗ» ятлӑ сарай стенисем чӑн-чӑн ҫапӑҫусене, юн юхнине, пӗртен пӗр вилӗм ҫеҫ ҫӗнтерекен ҫӗҫӗсен вӑййине сахал мар курнӑ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Гент шарлаксене инҫетренех асӑрхарӗ; вӑл, паллах, хӑйӗн пӗртен пӗр киммипе теветкелленместех, ҫавӑнпа та Цауперене чарӑнма, сулахай ҫырана тухма хушрӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак чула вырӑнтан пӗртен пӗр мускул вӑйӗпе хускатаясси пирки ан та шухӑшла, ҫапах та — ултӑ фут ҫӳллӗш; кунсӑр пуҫне кунта пӗр ҫын вӑйӑмӗ ҫеҫ кирлӗ, задачӑна ку вӑйлах кӑткӑслатать: хӑй мӗн палӑртса хунине Гент никама та пӗлтересшӗн мар.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫак пӳлӗм е пӗчӗк зал, пӗртен пӗр люстрӑн шуранка тӗксӗм ҫутипе, — ку ӳпӗнтернӗ конус евӗр ҫакӑнса тӑракан янкӑр таса шарсен чӑн-чӑн ахах-мерчен пуххи, — мана хӑй ҫине куҫ илтерми пӑхтарать; эпӗ унӑн селӗм хӑтлӑхне киленсе сӑнатӑп, акӑ ман хыҫра тата мӗн те-тӗр ҫук-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм та куратӑп: Дюрок кресло ҫинчен ҫӗкленчӗ, аллине алӑк еннелле тӑсрӗ; унта алӑк йӗрӗ тӗлӗнче шурӑ кӗпеллӗ пиҫӗ хӗр чарӑнса тӑнӑ, сӑнӗ ҫунать, анчах лӑпкӑ, малалла тӳп-тӳррӗн, хӑюллӑн ярса пусрӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Молли — эпӗ юратнӑ… юратакан пӗртен пӗр хӗрарӑм.
XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫурт йӗри-тавра лапсӑркка, сайра, ҫӳллӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ, малалла вара ҫӑра вӑрман пуҫланать; йывӑҫ-тӗм хушшинчен пире кунти пӗртен пӗр ҫын тӳрех асӑрхаймарӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Дюрок хуравламарӗ, юнашар пӳлӗме тухрӗ, унта самаях кӑштӑртатсан ман патӑма таврӑнчӗ; халӗ вӑл ҫыран хӗрринче пурӑнакан ҫын евӗр тумланнӑ, унӑн сумлӑ капӑрлӑхӗнчен пӗртен пӗр пичӗ ҫеҫ юлнӑ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пӗртен пӗр гагара кӑна, вӗтӗ хум ҫинче силленкелесе, ман ҫине хура куҫӗпе тирӗннӗ, эпӗ пулӑ тытнӑ тесе шухӑшлать ахӑр.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Пуйӑса ӗлкӗрейменренех «Стим» ҫине кая юлнӑ; ку пӑрахут — пӗр-пӗрин ҫине хӑйсен шӗвӗр вӗҫӗсемпе пӑхса тӑракан икӗ ҫур утрав ҫыранӗсем патне кун тӑршшӗне пӗрре ҫитсе ҫаврӑнакан пӗртен пӗр карап; «Стим» тӑваттӑра тухать, лагунӑсен хушшинче ҫаврӑнкаласа ҫӳрет те ирхине таврӑнать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.