Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пуҫран (тĕпĕ: пуҫ) more information about the word form can be found here.
…Самай вӑхӑт иртсен, Ҫтаппан каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, пуҫран ҫапнӑ пек, тӗлӗнсе кайрӗ.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, пуҫран ҫапса анратнӑ пек, Татьяна патне чупса пычӗ.

Help to translate

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ку сӑмаха эпӗ хам пуҫран шутласа кӑларман, ӑна уретник каларӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ырӑпа ӑмсанмалли кӑна юлать», – Хапӑсри шкулта пулнӑ май ҫак шухӑш мӗн тӗлпулу тӑршшӗпех пуҫран каймарӗ.

Help to translate

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Сергей шӑллӗпе йӑмӑкне пуҫран шӑлса илчӗ те.

Help to translate

Тарье лавкка уҫать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ара, вӑл, пуҫран чукмарпа ҫапнӑ пек хыпарсем илтнӗ хыҫҫӑн, ун ҫинчен мансах кайнӑ…

Help to translate

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Чӑнах та ку Озеров Уҫӑп ӗҫӗ пулсан, шантаратӑп сире, ӑна пуҫран ачашласа тӑмастпӑр эпӗр, ял халӑхӗ умӗнче явап партаратпӑр.

Help to translate

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах хурана хӑлӑпран ҫаклатма ӗлкӗреймерӗ, ҫав вӑхӑтра Ахтупай ун-кун пӑхкаларӗ те ал айӗнче ним ҫукран вӑрӑм тенкел ҫинче выртакан кӗслене ярса илчӗ, ӑна ик кӗтессинчен тытса, пӑр таткине пенӗ пек, игумена пӗтӗм вӑйпа пуҫран шанлаттарчӗ.

Help to translate

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Асту, пуҫран шӑлаҫҫӗ поль сана. старостӑран ним мар кӑларса ҫапаҫҫӗ.

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп пуҫ касакан мар, вӗлерместӗп, — терӗ Тукай ҫара пуҫ юлнӑ мӑнукне пуҫран шӑлкаласа.

Help to translate

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Иливан, кала-ха, эс вара мӗн-и, туйла авланатни? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ вӑл йӗкӗте пуҫран ачашшӑн шӑлкаласа.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан хӗр ача ахаль ашкӑнать, шӑл йӗрет тесе, вӑл вара ӑна икӗ аллипе ыталаса илчӗ те хыттӑнах чуп турӗ, йӗкӗте пуҫран шӑлчӗ те татах, хальхинче нумайччен, чуп турӗ.

Help to translate

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӗсем сана вырӑссен сӑмахӗнчен тухнӑшӑн пуҫран шӑлмӗҫ, — систереҫҫӗ ял ҫыннисем.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тем тесен те пуҫран шӑлмастех ӗнтӗ.

Help to translate

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ула куракӗсем питӗ кулӑшла: ҫапсан та пуҫран ан лектерччӗр тенӗ пек, айккӑн-майккӑн сиксе ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Борис пирки те шухӑш пуҫран тухмасть.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

- Эпӗ 2006 ҫулта ХФХ йӗркеленӗренпех сӗт турттармалли автомашина туянас, ӗне витинче сӗт пухмалли пӑрӑх тӑсас шухӑш пуҫран тухмасть.

Help to translate

Патшалӑх хресчене ытларах пулӑштӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 3 с.

Асаилӳсем пуҫран тухмаҫҫӗ.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пуп манӑн сылтӑм аллӑн пӳрнисене, виҫҫӗшне пӗр ҫӗре туса, хытӑ чӑмӑртарӗ, иккӗшне ывӑҫ тупанӗ ҫумне хутлатрӗ, унтан аллипе пуҫран тӳнк! тутарчӗ.

Help to translate

Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тула пуҫланӑ ыраш пуҫӗ ҫӗрелле усӑннӑ, иртсе пынӑ чух пучахсем пуҫран, хулпуҫҫинчен перӗне-перӗне юлаҫҫӗ.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed