Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пуҫ мимине, Михала юратакан така пуҫне, уйрӑм турилккепе панӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Каялла каласса кӗтмесӗрех: «Укҫаран асли — ҫын ӑсӗ, — тет. — Укҫа хӑй тӗллӗн пулмасть: ӑна пуҫтарма тӑм пуҫ мар, тӑнпуҫ кирлӗ» — тет вара, чылай ҫуталнӑ пуҫ тӳпине ик аллипе якаткаласа.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Халӗ, ҫывӑрса кайнӑ пӗчӗк ҫак пуҫ унӑн хул пуҫҫи тӗлӗнче выртнӑ чухне, офицер ӑнланать: хӗре вӑл нумай вӑхӑт йӑтса пыраять: унтан Шенка пуҫӗпе сӗлтсе ӑшшӑн тав турӗ те малалла хускалчӗ; вӑл ун умӗнче пыракан Гобсон хунарӗн ҫутине мар, ытларах хӗрӗн хупӑ куҫӗсене сӑнаса утать.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Мана курсан Бутлер сӑпайлӑн пуҫ тайрӗ, Гез вара пуҫне мӑн кӑмӑллӑнраххӑн сӗлтрӗ те ҫаврӑнса тӑчӗ, Синкрайта аллинчен тытса унпа калаҫма пикенчӗ.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫакӑнсӑр пуҫне пӗлме йывӑр: унӑн ҫирӗп пуҫ мимине Горн калавӗ мӗнле те пулин витӗм кӳчӗ-ши е ҫук-ши?
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ыйхӑлакан пуҫ миминче темӗн тӗлӗрекенскер, аякран тӗмсӗлекенскер, пӑтранчӑкскер хускалать, Гент пуҫӗ минтер ҫине усӑнчӗ, вара вӑл тӳрех — чулланнӑн — тарӑн ыйха путрӗ.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Гент ҫаврӑнса пӑхнӑ самантра таврара Цаупересӗр пуҫне никам та ҫукчӗ, — король та, ытти ҫул пуҫ та, пурте тӗк те ҫил тарса пӗтнӗ, пурте хӑрушӑ пулӑм кӗтеҫҫӗ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вара фан сана пуҫунтан чукмарпа ҫапать те пуҫ купташкине ҫӗмӗрет.
VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
«Вӗсем те чее мӗн, сӑнакансене ӑҫта шырамаллине пӗлеҫҫӗ», тесе шухӑшларӑм та пуҫӑма Чубук хыҫнелле пытартӑм; мӗншӗн тесен тӑшман санран ыйтмасӑрах сана бинокльпа хӑй куҫӗсем патнелле туртса ҫывхартнӑ чухне, е тӗттӗме сирсе прожектор санпа юнашар колоннӑна ҫутатнӑ чухне, ҫӳлте пуҫ тӗлӗнчех разведкӑна тухнӑ аэроплан ҫавӑрӑнса ҫӳренӗ чухне, сан куҫна курӑнман сӑнавҫӑсенчен ниҫта тарса пытанма та ҫук чухне вӑрҫӑра аван мар пек туйӑнать.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Кӗретӗп, эпӗ ӗшентӗм, — Ассунта, ахӑртнех, хыпаланать, ҫӗре сиксе анчӗ, лаша ҫилхинчен аллипе ҫатӑрласа тытнӑскер — вӑл Блюм ҫине самантлӑх те пӑхмарӗ, кӗҫех йӗнертен хӑпрӗ те палламан ҫын ҫумӗпе иртрӗ, Блюмӑн тепӗр пуҫ тайӑмне хуравласа пуҫне сӗлтрӗ.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Йӗплӗ картаран кӗмелли ҫӗрте шурӑ ҫӳҫлӗ, шурӑ куҫ харшиллӗ, хырӑнман шурӑ шӑртлӑ негр тӑрать; унӑн пуҫӗ негативри пуҫ сӑнарлавне евӗрлет тейӗн.
II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
— Тискерчӗксем пулӑсене пуҫ ҫапмалли, — шанӑҫ пӗтнӗн мӑйклатрӗ те апӑрша — Дора хыҫнелле йӑпшӑнчӗ, мӗншӗн тесен унӑн ҫаврака шакла пуҫӗ ҫине пурте тинкернӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Коркин пӗтӗмпех тӗплӗн тӗсесе тухрӗ: аҫтӑрхан мӑйӑрӗн тӗшши евӗрлӗ пуҫ мимине; профиль йӗрӗне каснӑ пуҫа, — унта уйрӑмсем, пушӑлӑхсем, пӳлмесем темӗн чухлӗ; пысӑк икӗ хупах евӗрлӗ шупка хӗрлӗ ӳпкене, нумай ытти япалана…
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 320–325 с.
Икӗ ен ҫар ҫыннисем те хӑйсен ҫул пуҫӗсен сӗнӗвне хавхалансах йышӑннӑ, унтан вӑхӑтлӑх килӗшӳ тунӑ, икӗ ҫул пуҫ ҫапӑҫмалли чечеклӗ уҫланкӑна тачӑ ҫавӑрса ункӑланӑ.
Ҫул пуҫсен ҫапӑҫӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 302–303 с.
Анчах ӗҫе пуҫӗпех путни тата вӑл ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланни ҫынсене пуҫ ҫаврӑнса каймалла хӑрушӑ вӑйӑ туйӑм-тӑрӑмӗнче тытать.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ну, ан тив, сирпӗтчӗр, — терӗ вӑл, нимӗн шикленмесӗр, — питех кирлӗ вара, пуҫ пултӑр та ӑс пултӑр, вара шкулсӑр пуҫне те ухмахах юлмӑн, — терӗ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Хӑйне Галеран валли кӗтмен ҫӗртен панӑ ҫыру пирки пуҫне ватса, «Географи институчӗ», «пуҫ янӑ ҫын кантӑка чуп тӑвать» сӑмахсене ҫине-ҫинех каласа, кӗвве ҫаплипех илтсе, алӑк хушӑкӗнчи пӗчӗк икӗ сӑмсана курса Давенант Кишлот патне ҫитсе кӗчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑл ҫемҫе пукан ҫинчен тӑчӗ, тытӑнкӑллӑн пулин те лӑпкӑн пуҫ тайрӗ, вӑл саламланине сӑпӑ-тиркевлӗ Урания та пуҫне кӑштах хускатса хуравларӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Ҫак кимӗ… эпӗ выртакан кимӗ пуҫӗпе тӳп-тӳррӗн кайӑр, — терӗ пуҫ, — тепӗртакран вар патне тухатӑр, ун урлӑ пӗрене хунӑ…
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Сӑран шӑлаварӗ витӗр ӳтне хӑйӑр чӑтмалла мар ҫунтарать, тӳпе вара пуҫӗ ҫине вӗри плита пӑрахать те пӑрахать, ӳкмессеренех хӑлхинче хӑватлӑ гонг янӑрать; ҫав шӗвеке ӗҫнӗрен ҫунакан пуҫ миминче курӑнми пружинӑсем ҫаврӑнма, бухтӑн симӗс-кӑвак тӗсӗнче тата хӑйӑр ҫинче хӗлхем кӗлтисем сиккелеме пуҫларӗҫ; тинӗсӗн инҫет горизончӗ Пэд пекех ӳсӗр — сулланать, вӑл туртӑна-туртӑна куҫни-хускални капмар тӳпе янахӗн хӑлаҫланӑвӗ евӗр.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.