Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ухӑ вӑл — пиҫӗ патак, ӑна пӗкӗ пек авнӑ та ик вӗҫӗнчен карӑнтарса кантӑрапа ҫыхса хунӑ.Лук — это гибкая палка, согнутая в дугу и стянутая по концам струною.
Ухӑпа ухӑ йӗппи // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Ленька пуҫӗ ҫийӗнчех, сывлӑшра тахӑшӗ пиҫӗ хулӑпа ҫав тери хӑвӑрт варкӑштарса илнӗ пек ши! шӑхӑрса, темиҫе пуля вӗҫсе иртрӗ.Над Ленькиной головой просвистело несколько пуль, будто кто гибким прутом рассекал воздух.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сулӑ ҫыхмалли хулӑ, сӳс вӗрен пек, пиҫӗ пулмалла.
VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ку лав — козаксен обозӗнчи чи пысӑк та тӗреклӗ лав; унӑн хулӑм куҫтӑрмисене икӗ хут тӗреклӗ шина тӑхӑнтарнӑ, лавне туллиех тиесе тултарнӑ, ҫиелтен лава ҫивиттийӗсемпе, пиҫӗ вӑкӑр тирӗсемпе витнӗ, сӑмалапа сӑтӑрнӑ пӑявсемпе ҫыхса лартнӑ.
VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Паллах, нимӗн шырамалли те ҫук унта: самосвалсен пиҫӗ шинисем типӗ ҫӗр ҫине хӑварнӑ сарлака та лаптака йӗрсем ҫеҫ ҫатах выртаҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Учӗ те Милӑн ӗлккен, пӗвӗ те — пиҫӗ те йӑрӑс, хӑй те — капӑрланса ӳсекен пӗр-пӗр тӗлӗнмелле ӳсентӑран евӗр; ҫеҫкеленнӗ чее тӗмӗ ҫине, ахаль курӑксем хушшинче тӳпенелле ирӗклӗн туртӑнакан тюльпан ҫине пӑхнӑ евӗр пӑхатӑн ҫак хӗрача ҫине.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Акӑ, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек авкаланса, е ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине сиксе ларса, е урасем хушшинчен шуса тухса, хӑйӗн типсе кайнӑ, анчах пиҫӗ те шӑнӑрлӑ ӳт-пӗвӗпе хреснашшӗ тӑрмашать…
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах унӑн илемӗ тата ҫинҫе те пиҫӗ шӑмшакӗн чеченлӗхӗ ӑна шиклентернӗ, — ҫӗмӗрсе, ватса пӑрахасран хӑратнӑ; кунсӑр пуҫне, унӑн лӑпкӑ, ачаш сасси, ҫутӑ, анчах темӗнле сыхласа тӑнӑнах пӑхакан куҫӗ Фоман хӗрӳ шухӑшне сӗвӗрӗлтерсе тӑнӑ; Медынская — йӗкӗтӗн чунне витӗр курнӑн, шухӑшӗсене витӗр пӗлнӗн туйӑннӑ…
V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пропеллерсем улаҫҫӗ, пӑрӑнӑҫсенче тата ҫӗкленӳсенче пиҫӗ ҫунатсем кӑчӑртаттараҫҫӗ те куҫаҫҫӗ, вертикаль винтсем шавлаҫҫӗ.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унӑн аякӗсенчен шӗвӗр, пиҫӗ виҫӗ мӑшӑр ҫунат кӑнтарӑннӑ.
Марсиансем // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пӗтӗм аппарат — йӑрӑ та пиҫӗ, — чӗрӗ чун пекех.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Унашкал пиҫӗ, чӑмӑр, вӑр-вар кӗлеткеллӗ хӗрсем Матвисен ялӗнче те теҫетки-теҫеткипех-тӗр!
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Джурдже ӑна кӑмӑллӑн итлерӗ; ҫитменнине тата вӑл пит хитре хӗр: хура куҫхаршиллӗ, шурӑ питлӗ, хӑва пек пиҫӗ.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Линейка ҫинче ларакансене пурне те тӗлӗнтерес тесе, эпӗ кӑштах каярах юлтӑм, унтан тапкаласа, пиҫӗ хулӑпа ҫапкаласа лашана вирлӗрех чуптарма пуҫларӑм, ирӗклӗн-кӗрнеклӗн лартӑм та вӗсем тӗлӗнчен, Катенька ларнӑ енчен, ҫавраҫил пек вӗҫтерсе иртме шутларӑм.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Утти-вӗҫевӗ ун ҫӑмӑл, пиҫӗ, кашни тӗлӗ пурӑнать, вылять, туртса ҫӗкленӗ пек авӑк вӗчисене ҫӑт тытнӑ юбки килӗшӳллӗн те илӗртӳллӗн чӳхенет — пӑхас мар тесен те, куҫ илмесӗр пӑхса тӑрӑн ҫав.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Тӑна кӗрсе те ӗлкӗреймерӗм, хӗр, хӑйӗн пӗтӗм пиҫӗ те вӗри пӗвӗпе тӗршӗнсе, мана ҫатӑрр ҫупӑрласа илчӗ, тутам ун ҫемҫе те кушӑрха тутине перӗнчӗ.
5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Дульник ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса выртрӗ, унӑн сарӑрах пиҫӗ ӳчӗ ҫинче хӗвел йӑлтӑртатса вылять.— Дульник перевернулся на спину, солнце радужно играло на его эластичной оливковой коже.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Пиҫӗ, мускуллӑ кӗлетке хӑйӗннех ыйтать, ун ҫинчи тӑварлӑ тарпа касӑлнӑ гимнастерка ҫатӑртатса кӑна тӑрать.
I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫав ҫуртӑн чӳречисенчен вӑхӑтран вӑхӑт хӳреллӗ пиҫӗ ҫулӑм туха-туха каять: минометсенчен переҫҫӗ.Время от времени из его окон вырывалось хвостатое упругое пламя: били минометы.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл аллисемпе кӑна мар, хӑйӗн мӗнпур пӗчӗк те пиҫӗ кӗлеткипе пенӗн туйӑнать.Казалось, что он стреляет не только руками, а всем своим куцым упругим туловищем.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.