Шырав
Шырав ĕçĕ:
Никам та мар, пирӗн ученӑйсемпе инженерсем, техниксемпе рабочисем, пирӗн космонавтсем чи малтан ытти планетӑсем ҫинелле вӗҫсе кайма ҫул тӗрӗслерӗҫ, ҫӑлтӑрсем патнелле ҫул уҫрӗҫ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Тӑван тӑрӑх, тӑван кил хӑй патнелле туртать.
Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/
Пурте машина патнелле утрӗҫ.
5 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Вӑл ҫӗр мунча патнелле утрӗ.
4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫӑл патӗнчен хӑпаракан сукмакпа лаштра йӑмра патнелле пӗр ача утать.
2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Эпӗ сылтӑм алла старике тытрӑм та ҫарӑк патнелле шутаратӑп.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Вӗҫтерчӗ вара хӑй Хӗлип патнелле.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Хумкка мучи хирӗҫ килекенсем патнелле чупрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫӗнӗ хӗрес патнелле такам утнӑ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сӑпса сӑхтӑр сан чӗлхӳне! — унтан кӑмака патнелле пӑрӑнчӗ Сантӑркка.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Куҫ хӗррипе чеен пӑхса илчӗ Юмӑҫ Укань, кӑмака патнелле, Сантӑрккан сӑнӗ улшӑнасса кӗтрӗ, анчах лешӗ мӗнле ларнӑ ҫаплипех ларать каска пукан ҫинче.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сулахай енне выртса юр ҫийӗпе утар патнелле шума тытӑнчӗ вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑй патнелле ҫывхаракан ҫынсене ҫисе ярассӑн шӑл шаккаса кӗтсе илчӗ кашкӑр.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Аманнисене шурӑ тутӑрлӑ, шурӑ халатлӑ хӗрарӑмсем вакунсенчен антарса пӗтереҫҫӗ пулмалла, анчах Якку пичче патнелле никам ҫывхарни те курӑнмасть-ха.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Карта алӑкӗ сасси пулчӗ те, такам шӑппӑн кӗлет патнелле шӑвӑнчӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Карта урлӑ пахчаналла пӑхрӗ те такам пӗшкӗнсе хӑй патнелле ҫывхарнине курах кайрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Шеллеместӗн пулсан, тултарса пар, — умӗнчи стаканне Кулюкка патнелле шутарчӗ хӑна.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Бригада ҫурчӗ патнелле васкаса почтальон килни курӑнчӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ялти ӗҫне пӗтерсен, Хӗветӗр чи аякри йӗтем ҫине, Ташкискен ҫӑлӗ патнелле анса кайрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хура Ҫимун тем мӑкӑртатрӗ те, ҫӗре пуҫланӑ тирек тункатине тапса, хӑйсен тӗп ҫурчӗ патнелле уттарчӗ.