Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

парасса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пирӗн шӑрҫасем, хӑюсем, пусма-пустав, пӗчӗк куҫ кӗскисем пур, вӗсен вырӑнне пире ҫӑмарта, какай, ҫу, ҫӑкӑрпа пахча ҫимӗҫ парасса кӗтетпӗр.

У нас есть бусы, ленты, материи и маленькие зеркала, а взамен мы хотим получить съестного: яиц, мяса, масла, хлеба и овощей.

XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Леаль Ар ун ҫине шӑтарасла пӑхать, Зитнерӑн ӗҫӗ ӑннӑ тӑк вӑл ҫӑкӑр таткилӗх те пулсан укҫа тата, яланхи пекех, спирт порцийӗ парасса кӗтет.

Леаль Ар пристально смотрел на него, ожидая в случае успешных дел Зитнера грошовой подачки и, как всегда, — порции спирта.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 314–319 с.

Ҫак каҫ ун патне яланхи йӳтӗмпе виҫҫӗн кӗрсе тухрӗҫ: надзиратель арӑмӗ табак пачкипе карт тӗркемӗ туянчӗ; хаҫат валеҫӳҫӗ — ӳсӗрскер, Стомадор ӑна нимӗн хирӗҫлемесӗр кивҫенле эрех парасса пачах кӗтменскер, — ҫавна кура чунне уҫса калаҫса ларас кӑмӑлӗ те пурччӗ унӑн, анчах хуҫа ӑна татӑклӑнах кӑларса ячӗ; тата кӳршӗ пахчаҫӑ — мӗн тума килнине маннӑскер.

За этот вечер были к нему три посещения обычного рода: жена надзирателя, купившая пачку табаку и колоду карт, пьяный разносчик газет, никак не рассчитывавший, что Стомадор охотно даст ему в долг вина, а потому хотевший излить свои чувства, но прогнанный очень решительно, и сосед-огородник, забывший, за чем пришел.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Ҫирӗплетсе парасса кӗтетӗп, — шанӑҫ пӗтнӗн хуравларӗ Тиррей; тӗрӗссипе вара ашшӗн сӑн ӳкерчӗкӗсене тӑванлӑх инстинкчӗпе аса илни йӳҫӗ чӑнлӑха уҫҫӑн палӑртать, ҫак чӑнлӑха вӑл пӗтӗм кӑмӑл-туйӑмӗпе хирӗҫлет.

— Я хочу доказательств, — с отчаянием сказал Тиррей, хотя инстинкт родства и воспоминания о портретах отца установили горькую истину, которой противился он всем существом.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Чӑн та, ахӑртнех, ӑнлантарса парасса кӗтетӗр.

Хотя вы, по-видимому, желаете объяснения.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

Халӗ ӗҫетӗп, ӗҫлеме те пӑрахмастӑп, укҫа парасса вара ан та ӗмӗтлен.

Теперь пью и буду пить, а денег не дам.

Акварель // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 226–232 с.

Палач кухньӑра ӑшӑнса ларать; апат юлашкипе чӑпӑркка ывӑтса парасса кӗтекен чуран сӳрӗк те йӑлӑхтармӑш чӗтревӗпе — хайхи-майхи хурах мӑйӗ пирки пӗр чарӑнми шухӑшлать.

Палач грелся на кухне, неотступно думая о шее преступника с вялым, нудным содроганием раба, ждущего подачки и плети.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Нокӑн станци ҫуртне кӗрес килмест; ку ӑссӑрла хӑтланни пулӗччӗ — хальлӗхе вара вӑл хӑйне йӗркеллех туять, анчах, саппас ҫулсен хушшинче ҫӳрекелесе, ҫынлӑ пӗр-пӗр будка е хурал пӳрчӗ тупма ӑнтӑлчӗ, ӗҫлесе ӗшеннӗ, кӗскен каласан — ӗҫлӗ ҫынна тӗл пуласса, хӑйхискер хӑйӗн панккамасрах ӑсне тата тараватлӑхне пула таркӑна хулари ахаль ҫапкаланчӑк вырӑнне йышӑнасса, чӗре сури тумалӑх кӑшт укҫа парасса шанчӗ.

Нок не хотел идти в здание станции; на такое безумство — еще в нормальном сравнительно состоянии — он не был способен, но стремился, побродив меж запасных путей, найти будку или сторожку, с человеком, настолько заработавшимся и прозаическим, который, по недалекости и добродушию, приняв беглеца за обыкновенного городского бродягу, даст за деньги перекусить.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Хӑраса кӑшкӑрасса, килӗшӳсӗр пин-пин ыйту парасса сиснипе ҫакна асӑрхаттарнӑн, — мӗншӗн тесен юлашкинчен пур пӗрех тивӗҫлӗ хурав илме май пур ҫӗрте ыйта-ыйта тӗпчени вырӑнсӑр, ниме тӑман япала ҫеҫ, — Ленур аллине ҫӗклерӗ:

Предупреждая испуганные возгласы и тысячу нелепых вопросов, потому что бессмысленно спрашивать там, где все в конце концов получит свое должное объяснение, Ленур сказал:

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Паллах, ӑна-кӑна пӑртак ӑнлантартӑм, пӗр пайне хӑйне парасса шантарма тиврӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫук, кермен парасса кӗтместӗп эпӗ, ҫемьене кунтан пӑртак та пулин пысӑкрах пӳлӗме те куҫарса килмешкӗн килӗшмелле…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак самантра Калюковӑн ӑна вӑрҫмалла мар, ӑшӑ-ӑшӑ сӑмахсемпе каҫару ыйтмалла, малашне хӑтлӑ та ырӑ пурнӑҫ туса парасса шантармалла.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Комиссар юлташ, паянхи канашлура уголовнӑй розыска питӗ вӑйлӑ пӗҫерккӗ парасса эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп, — терӗ вара.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑваш Ен строителӗсен ӑсталӑхӗ ҫак тӗллеве пурнӑҫа кӗртме тата хамӑрӑн граждансене хӑтлӑ хваттерсемпе тивӗҫтерме май парасса шанса тӑратӑп.

Убежден, что профессионализм чувашских строителей позволит выполнить эту задачу и обеспечить бюджетным жильем нуждающихся граждан.

Михаил Игнатьев Строитель кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/08/10/news-3909925

— Да, Гриша, — Лиза куҫарса парасса кӗтмесӗрех хӑюллӑн хуравларӗ арҫын ача.

— Да, Гриша, — смело ответил мальчик, не дожидаясь перевода Лизы.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Ворошилов утлӑ ҫар ҫапӑҫӑвне ҫак самантсем татса парасса пӗлет: кунта чи малтан хӑшӗ каялла ҫавӑрӑнӗ?..

Ворошилов знал, что эти секунды решают судьбу конного боя: кто первый повернет?..

7 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

— Халӗ ӗнтӗ эсир пире хамӑрӑн ирсӗр тӑшмана, ирӗклӗхе, правасене, чыса тата пурнӑҫ илемне пӗтерме тӑрӑшакан тӑшмана хирӗҫ пыракан юлашки кӗрешӳре пулӑшу парасса кӗтетпӗр.

— Теперь мы ждем поддержки вашей в борьбе с безумным врагом, попирающим свободу, право, честь и жизни красоту.

6 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ытти ҫулҫӳревсен примерӗ тӑрӑх, вулакан, ахӑртнех, эпӗ те ҫакӑнти ҫӗршывра пурӑнакан чӗрчунсен йӑлисем ҫинчен каласа парасса кӗтет пулӗ.

То читатель, наверно, ожидает, что, следуя примеру других путешественников, я дам ему подробное описание нравов и обычаев туземцев.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Вӑл ҫитес кӗске вӑхӑтрах эпӗ хам истори ҫинчен ӑна хӑйсен чӗлхипе каласа парасса шанса тӑнӑ.

Ему хотелось поскорее услышать от меня историю моих приключений.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хуҫа мана ҫине тӑрсах хӑйсен чӗлхине хӑвӑртрах вӗрентесшӗн тӑрӑшрӗ, вӑл эпӗ ӑна хамӑн истори ҫинчен каласа парасса кӗтрӗ.

Мой хозяин горел желанием, чтобы я поскорее научился говорить по-здешнему и мог рассказать ему свою историю.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed