Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗскӗн the word is in our database.
мӗскӗн (тĕпĕ: мӗскӗн) more information about the word form can be found here.
Вӑл халь мӗскӗн ҫын пек туйӑнчӗ.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Тамарӑн та ҫавнашкал чухӑн шухӑш-туйӑмлӑ мӗскӗн ҫын пулмалла-и?

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унччен те пулмарӗ — хайхи кайӑк ҫуначӗсене кӗлетки ҫумне ҫат! ҫыпҫӑнтарса кӗр калчи пусси ҫине чу-у! тӑрӑнчӗ те йӑвине кӗрсе тарма ӗлкӗреймен мӗскӗн шӑшие чӗрнипе ҫаклатса тӗпсӗр тӳпенелле ҫӗмрен пек вӑшлатса хӑпарчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫакӑншӑн мӗскӗн ҫыннӑн штраф тӳлеме тата ҫур ҫуллӑх шофер прависӗр тӑрса юлма тивнӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Камӑн та пулин пӑхас пулать мӗскӗн карчӑка.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Тӑхта-ха, — пӳлчӗ хӗрарӑма Моляков, — сан упӑшку Крылов юптарӑвӗнчи кукӑль пӗҫерме тапаҫланакан мӗскӗн атӑҫа аса илтермест-и?

Help to translate

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Мӗскӗн, кӗпи ҫӗтӗкӗпе те пулин ҫыхма ӗлкӗреймен ӑна.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗскӗн ҫын куҫҫулӗ пек ҫӗр ҫине ҫумӑр пӗрчисем пӗрре-иккӗ каплатса ӳкрӗҫ.

Help to translate

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахӑртнех, мӗскӗн тӑлӑх пепки ҫухалнине пурте илтнӗ пулас та ҫав ача пупсен аллинче иккенне туйрӗҫ-ши?

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хура элчел, хура элчел хуплать ӗнтӗ мӗскӗн хӗрарӑма.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни этемре, мӗн тесен те, халӑх хавалӗ пурах ҫав, хӑй халӑхне ытла мӗскӗн, ҫын куллин курас килмест унӑн.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗскӗн чӑваш ҫӗре кӗнӗшӗн Савантер айӑплӑ мар-ха ӗнтӗ, вӑл ҫакна лайӑх пӗлет, ҫапах та ҫав ҫамрӑкӑн ҫӗре чикес умӗн куҫӗнче упраннӑ ӳпкеве, тархаслӑва, ылханӑва ниепле те манма пултараймарӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗскӗн чӑваша шӑтӑк чавса, анчах йӑла-йӗркене тытмасӑр, Иннокентий хушнипе Тупӑксӑрах пытарчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗскӗн чӑваш вилме ӗлкӗрейменччӗ, анчах калаҫма пултараймастчӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуп ӑна паян яланхи пек мар, мӗскӗн, вӑйсӑр туйӑнса кайрӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мӗн чухлӗ кӑна юхман ӗнтӗ мӗскӗн халӑх юнӗ, — терӗ хурлӑхлӑн Атлай.

Help to translate

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ пулӑшасса кӗтнипех ӗнтӗ пурнӑҫне упраса хӑвараҫҫӗ, выльӑх пек мӗскӗн пулса тӑраҫҫӗ, мӗскӗннӗн пурӑнса, этем сӑн-сӑпатне ҫухатаҫҫӗ.

Help to translate

Хӗве хупсан // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темӗнле мӗскӗн, чирлӗ сӑн-питлӗ вӑл.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗскӗн путекӗм, ху та тӑлӑха юлнӑ та, ман чуна ӑнланатӑн пуль ҫав, шеллетӗн.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кирек мӗнле хӗсӗрлеччӗр вӗсем мӗскӗн хӗре — ирӗккӗн парӑнас ҫук.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed