Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

маларах the word is in our database.
маларах (тĕпĕ: маларах) more information about the word form can be found here.
Маларах, Мускав вӑхӑчӗпе ҫурҫӗр иртсен 2 сехетре, интервью Америка журналисчӗн сайчӗ ҫинче пичетленсе тухнӑ.

Ранее, в 2 часа ночи по московскому времени, интервью было опубликовано на сайте американского журналиста.

Владимир Путин Tucker Carlson Network видеоплатформӑна хывакан Такер Карлсон журналистӑн ыйтӑвӗсене хуравланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3637125

Хайльбронн (ҫавӑн пекех Хайлбронн, Хейльбронн, Гейльбронн; ним. Heilbronn [haɪlˈbʁɔn], алем. Hailbrunn), маларах Гейльброн — пулӑхлӑ тӳремлӗхре вырнаҫнӑ хула, Неккар юханшыв хӗрринче, Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнче (патшалӑхра), Германире (ФРГ) вырнаҫнӑ.

Хайльбронн (также Хайлбронн, Хейльбронн, Гейльбронн; нем. Heilbronn [haɪlˈbʁɔn], алем\. нем. Hailbrunn), ранее Гейльброн — город, в плодородной равнине, на реке Неккар, земля (государство) Баден-Вюртемберг, в Германии (ФРГ).

Хайльбронн // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%B0%D ... 0%BD%D0%BD

Маларах Грассмаркет Эдинбургри чи чухӑн районӗсенчен пӗри пулнӑ, унта килсӗррисем валли тунӑ ҫӗр каҫмалли вырӑнсем (ҫав шутра Ҫӑлӑнӑҫ ҫарӗ те кӗнӗ) нумай пулнӑ, апла пулин те 1980-мӗш ҫулсенче, Эдинбург замокӗ патӗнчи лаптӑк тупӑшлӑ пулса тӑнине кура, кунти куҫман пурлӑх хакӗ ӳсме пуҫланӑ.

Ранее Грассмаркет был одним из самых бедных районов Эдинбурга, где располагалось большое количество ночлежек для бездомных (включая Армию спасения), однако в 1980-х цены на недвижимость стали расти благодаря выгодному расположению площади у подножия Эдинбургского замка.

Грассмаркет // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D1%80%D ... 0%B5%D1%82

Хӗрӗх-аллӑ ҫул маларах пытарнӑ ҫынна тепӗр хут чӗртсе тӑратас пулсан, вӑл ҫӗршывне те, тӑванӗ-юлташӗсене те паллаймӗччӗ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Шухӑшлатӑн-шухӑшлатӑн та, ҫак сӑмахсем ирӗксӗрех тенӗ пек хут ҫине ҫырӑнасшӑн: пиртен маларах пурӑннӑ пирӗн писательсене ҫырма ҫӑмӑлтарах пулнӑ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи-авалхи кун-ҫулӗ ҫинчен ҫырнӑ маларах асӑннӑ романсем ҫумне совет саманинчи пурнӑҫа кӑтартакан романсемпе пысӑк повеҫсене хушар.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Пилӗк-ултӑ ҫул маларах эпир вулакансенчен час-часах ҫакӑн пек ӳпкевлӗ сӑмахсем илтеттӗмӗр: чӑваш писателӗсен кӗнекисем типӗтнӗ пулӑ пек питӗ ҫӳхе, пӗрре тытса вуламалӑх кӑна, тетчӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Тӑршшӗ ытлашшиех пысӑках мар, вӗсем ҫине 61 мм (ку маларах пулнӑ, кайран 72—80 мм вариантсем хатӗрленнӗ) кустӑрмасем вырнаҫтарма май пур.

Имеют относительно небольшую длину и рассчитаны на колеса до 61 (ранее, потом появились варианты на 72 — 80) мм диаметром.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Президент хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Раҫҫейре транспорт инфраструктурине малта палӑртса хунинчен чылай маларах пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ М-12 «Восток» трассӑна уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/21/m-12 ... lahe-hutsh

Асламӑшӗ, вӗсенчен маларах килсе, билет туянасшӑн пулӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Унӑн Сахрунне вӑрҫӑччен пӗр ҫул маларах Хӗрлӗ Ҫара илчӗҫ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Куна та-ха эшелон начальникӗпе калаҫса килӗшсе ҫеҫ хамӑр ушкӑнран маларах тухса килтӗм.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эрхип Григорччӑ каланине сиртен маларах хам турӑм! — савӑнать Петрук.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ваҫукран маларах пӗр салтак та вӑрҫӑран тӑван яла канма таврӑнманччӗ-ха.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тен, аҫунтан та маларах пытарнӑ пуль-ха.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытнӑ, сылтӑм урине маларах пуснӑ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Варук, тен, вӗсене Петӗртен маларах та пӗлнӗ пулӗ, анчах савнийӗ ҫинчен ҫын мухтаса калаҫнине итлеме тата та аван-ҫке.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ашшӗ амӑшӗнчен маларах ҫӗре кӗчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимунсене Ҫӗпӗре ӑсатиччен виҫ-тӑват ҫул маларах ҫеҫ ларма килнӗччӗ вӑл ку яла.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тинех ӑнланчӗ Хвекла, малти катӑк шӑлӗсене кӑтартса, тата тем каласшӑнччӗ вӑл, анчах упӑшки ун шухӑшне маларах пӳлме ӗлкӗрчӗ:

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed