Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл вышкайсӑр вӑйлӑ та чӑрсар пулнӑ, ӳсӗр вӑхӑтсенче ашкӑнса ҫынсен кӗлечӗсене урӑх еннелле ҫавӑра-ҫавӑра лартнӑ, лашисене ҫырма урлӑ ҫӗклесе каҫарнӑ, арӑмӗсене пусмӑрланӑ.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Ун патне пӗрмаях ҫынсем чупа-чупа килеҫҫӗ, туй лашисене картана хупса апат пани ҫинчен, ҫӗр вӑрлама каҫа хирӗҫ тухса каймалли ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Шыракансем таврӑнчӗҫ Лашисене ҫунтарса: Кантӑр варта йӑмраран Вилнӗ терӗҫ ҫакӑнса…
Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.
Ӑҫта васкать Хусан кил-йышӗ, Ӑҫта вӑл чӑрсӑр вирхӗнет: Пӗри шавлать тухас пек пыршӑ, Тепри лашисене хӗнет.
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Лашисене чарса тӑратрӗҫ Пӑхма: мӗн пулӗ малалла?
XXIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑл колхоз картишне ҫитнӗ ҫӗре лашапа ӗҫлекенсем лашисене те кӳлме тытӑнманччӗ.
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Левентейпе Липӑна лашисене чарнӑ-чарман утсем ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ те умлӑн-хыҫлӑн чуптума пикенчӗҫ.
XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Симун ӑна валашка патне илсе ҫӳрет, лашисене кӑтартать, хӗрарӑмсене вӑрҫса илет:
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Юлашкинчен Ятман комсомолецсемпе канашлатӑп, вара Камышинпа калаҫатӑп терӗ те, ҫынсем тӗлне ҫитсен лашисене чарса тӑратрӗ.
XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман ҫав-ҫавах лашисене хӳме пек ҫӳлӗ ларакан ыраш хӗррипе хӑваларӗ.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ятман паян иртенпе чылай пысӑк лаптӑка вырса пӑрахрӗ ӗнтӗ, Лашисене кантарать те татах ӗҫлеме тытӑнать.
XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Тухман ҫын тухсан, тӑман тухать тенӗ пек, вӗсем лашисене тӑварма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех юр ҫума пуҫларӗ, вӑрман ҫулӗ ирхинеччен аллаппи хулӑнӑш юрпа витӗнчӗ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑйсене кӑтартнӑ делянкӑна шыраса тупрӗҫ те нумай чуптарнӑран тарласа кайнӑ лашисене ҫапӑпа карса тунӑ витесене канма тӑратрӗҫ.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Лашисене йӗркеллех пӑхӑпӑр-ха вӗсене…
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кун пек ӗҫленӗшӗн, колхоз лашисене выҫӑ, тӑратнӑшӑн сана суда памалла.
XII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ӗнисене пӑх, тата, Сехре ҫыврать тесе лашисене те манӑнах пӑхмалла иккен.
V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ял тӑрӑх тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем вӑрман хӗрринчи пысӑк кӳлӗ патне анчӗҫ, лашисене тӑлласа ҫерем ҫине ячӗҫ.
7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ма пит час? — терӗ Ахтупай, лашисене сӗлӗ ҫитерсе тӑраканскер.
6. Сӗве тӑрӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӑйӗн лашисене вӑрласа кайнӑшӑн Яхутене айӑпларӗ, ун лашине туртса илчӗ.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пикпулат хӑйӗн ҫыннисене лашисене ҫитерме хушса хӑварчӗ пулмалла.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.