Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

лартать (тĕпĕ: ларт) more information about the word form can be found here.
— Пирӗн тарҫӑ пулнӑ Аттеней вӑрман хӗррине пӳрт лартать, — пӗлтерчӗ вӑл нимрен малтан ашшӗне.

Help to translate

1. Тӗнче хӗсӗр мар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑнукӗпе пӗрле ут утланса тухса кайнине пӗлсен Тукай мӑрса мана чӗп-чӗр юн тӑвать, нӳхрепе хупса лартать.

Help to translate

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ман ҫынсем тесен хама айӑплама пултарать вӑл, хама нӳхрепе хупса лартать.

Help to translate

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрман варрине пӳрт лартать те ак сунара ҫӳреме тытӑнать.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, ҫав усала, Касана илнӗ-илменех ҫакса вӗлермелле пулнӑ, вӑл эсреле хан пек тумлантарнӑ та хӑйӗнпе юнашар лартать.

Help to translate

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пусма вӗҫне ӑна хирӗҫ чупса тухать вӑл, пӳрте кӗрсен хӑйӗнпе юнашар лартать.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнер Бахчэ-Сарайран таврӑнсан каласа кӑтартрӗҫ те ывӑлӗсем, Сафа-Гирей йӑлтах тӗлӗнсе кайрӗ: кӑшт айӑпа кӗрсенех, тепӗр чухне ним айӑпсӑрах Сахиб-Гирей Булюкпа Мубарека хупа-хупа лартать, ытти тӑвансем умӗнче тивӗҫсӗр намӑслантарса пӗтерет.

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пыл ытларах пултӑр тесе Палюк мучи халӗ те ӑҫта вырӑн пур, ҫавӑнта кашни ҫул ҫӑкасем лартать.

Help to translate

Чип-чипер мӑшӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 50–51 с.

Купа ҫинче сӗлӗ пӗрчи тупать, юман хуппи шӑтӑк-ҫурӑкне чиксе лартать те питӗ ӑстайлӑн шӗкӗлчесе ҫиет.

Help to translate

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Ҫывӑхра хыр е чӑрӑш пулсан, вӗсен йӗкелӗсене ҫав шӑтӑксене чиксе лартать те вӑррине шӗкӗлчесе ҫиет.

Help to translate

Лайӑх меслет // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 34–35 с.

Киле илсе килсе, чей стаканӗ ҫине шыв ярса, ман сӗтел ҫине лартать.

Help to translate

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Бригадир витрене нар айне лартать, пӑтана ҫакнӑ кутамкки патне каять.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Борисӗ ӗҫнине пытарать, лешӗ вара сулланакан пуличченех персе лартать.

Help to translate

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Сӗтелӗ ҫине хӗл каҫиччен тӑвар каснипе сарӑхнӑ сысна сали, симӗс ҫеҫкеллӗ сухан тӑпӑлтарса хурать, чашӑкпа чӗр ҫӑмартасем пырса лартать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Тӗлӗнмелле унран, йывӑҫсене папка кӑларсан ҫеҫ мар, ҫулҫисем сарӑлсан та куҫара-куҫара лартать.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Спектакле театрӑн пултарулӑх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартать.

Help to translate

Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.

Хӳтлӗхе вӑл хӑйӗн пӑрахӑҫа тухнӑ кивӗ пальтине сарать, ҫывӑхах пӗчӗк валашка лартать.

Help to translate

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

Акӑ Митьӑна та чӗркуҫҫи ҫине лартать ӗнтӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ, анчах апла пулмарӗ, пуп ӑна янахӗнчен ҫемҫен тытса пуҫне кӑлт ҫӳлелле ҫӗклерӗ те: — Что ты, Митенька… Мӗншӗн пӗлейместӗн-ха эсӗ? Ӗнер ҫеҫ, эпӗ сирӗн патӑрта чухне, священнӑй истори вуласа лараттӑн-ҫке, — терӗ ҫинҫешке сассипе.

Help to translate

Ҫӗнӗ пуп // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пичче лупас айӗнче ҫава аври лартать.

Help to translate

Кукаҫи пылӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Шӗшлӗ тара илнӗ анана кашнине виҫет, ана тулмасть тесе, юнашар ют ана ҫине кӗрсе патак лартать.

Help to translate

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed