Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫын хӑй тӑрӑх пӑхса илчӗ, ҫуха ҫинчи паллӑсене тӗллекелесе кӑтартрӗ.
1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.
Ҫынна темскер тума эпӗ тухатмӑш мар, ак хӗрес, ак турӑ, — Укань хӗрес хывса кӑтартрӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӑйсем ҫӗрӗн-кунӗн завод цехӗсенчен каймасӑр ҫӗнтерӳ туптани ҫинчен, ваттисемпе пӗрле вунтӑватӑ-вунултӑ ҫулхи ҫамрӑксем ӗҫленине каласа кӑтартрӗ вӑл паттӑр салтаксене.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пӑхӑр-ха ун ҫинелле! — упӑшки еннелле тӗллесе кӑтартрӗ мӑнтӑркка Одок.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашни ҫырӑвнех Хумккана вуласа кӑтартрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Пӗлместӗп-ха, мӗнле ку пӗренесене вӑрмантан вӑрласа килнӗ темеҫҫӗ тата, — шӗтӗрнек ҫумӗнче выртакан пӗренесене Потапова кӑтартрӗ Кулюкка.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ку вырӑн ҫинче кам ҫывӑрать? — утиял витнӗ сарлака сак ҫине кӑтартрӗ Ҫтаппан.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Акӑ, — вите кӗтессинчи йӗрсене кӑтартрӗ вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унччен те пулмарӗ, Хумкка мучи: «Вӗси!» тесе йытта мӗлке еннелле тӗллесе кӑтартрӗ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Икӗ хут хаклӑрах тӳлетӗп, — укҫа кӑларса кӑтартрӗ Ҫӗпритун.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫыр эппин, — пӳрнипе хут ҫине тӗллесе кӑтартрӗ Кулюкка, — ҫур литр ханшине тупрӑм, те.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Сахалтан та икӗ кило! — хӗрарӑмсене кӑтартрӗ Архип Григорьевич.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Ку ӗҫе хам пуҫларӑм, — хута тӗллесе кӑтартрӗ Хумкка.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Натюк аппа, ав, — урамалла кӑтартрӗ Архип Григорьевич, — пушар командин начальникӗ, ват пуҫӗпе хӑй ҫурлапа вырни ҫитмен, Мускавран килнӗ юлташӗсене тырӑ вырма, кӗлте ҫыхма вӗрентет.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хуҫи хам умра каласа кӑтартрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Манӑн санпа ҫӳреме вӑхӑтӑм ҫук, — пӳртелле кӗрсе каясшӑнччӗ мучи, анчах ӑна Ҫимун тытса чарчӗ, кӗсйинчи кӗленче пусне кӑтартрӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Гали, гимнастеркине ҫӗклесе, хӑй тавра чӗркенӗ хӗрлӗ хӑмач вӗҫне кӑтартрӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Унтан пӗр конвоира Иван еннелле кӑтартрӗ, вӑл суккӑррине ӑнлантарма тӑрӑшрӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Во! — пуҫ пӳрнине кӑтартрӗ Лавруш.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пирӗннисем шыв хӗрне вырнаҫрӗҫ, — анӑҫалла кӑтартрӗ вӑл.