Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кӑтартрӑм (тĕпĕ: кӑтарт) more information about the word form can be found here.
Сталин юлташ пире ак ҫакӑнта ҫул тӗллеттерчӗ, эпӗ Днепрӑн сылтӑм енчи районсене пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӑм.

А вот куда показал нам Сталин, — я очертил пальцем указанные в приказе районы Правобережной Украины.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Эп кӗсьерен браунинг кӑларса кӑтартрӑм.

Я вынул из кармана браунинг и показал его.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Кунта вӑл хапха уҫса хупакана: сирӗн господинӑр патӗнче выляса кӑтартрӑм, васкатӑп, хыҫалти алӑкран кӑларма ыйтатӑп, мӗншӗн тесен лери алӑк патӗнче ҫын нумай кӗпӗрленсе тӑрать, тенӗ.

Здесь сказал другому привратнику, что дал здесь представление в присутствии его господина; что его ожидают в другом месте, и он просит выпустить его через эту дверь, так как главный вход весь набит людьми.

XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ Клавӑна кукурузпа дзыгӑ кӑтартрӑм.

Я Клаве показывал початок и дзыгу.

Эпир Клавӑпа дзыгӑ яни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Мӗнле кукуруз панине кӑтартрӑм.

И показал, какую.

Тата мӗнле саспаллисем вӗрентӗм // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ, кала-кала алӑсемпе туса кӑтартрӑм.

Я рассказывал и руками показывал.

Эпӗ Мускав ҫинчен каласа пани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ вӗсене, аллӑмсене саркаласа, нимӗн те ҫук ман, тесе кӑтартрӑм.

А я им показывал руки, что у меня ничего нет.

Качака путеккисем ҫинчен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӑм.

И показал пальцем.

Слива // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Акӑ мӗнле пӗчӗк арбуз пачӗ мана мучи, терӗм эпӗ, хам вара ҫав пӗчӗк арбуза асаннене кӑтартрӑм, вӑл хампа пӗрлехчӗ.

А я сказал, что вот какой маленький арбуз мне дедушка дал, и показал бабушке арбузик: он у меня за пазухой был.

Эпӗ асанне патӗнчен йытӑсене хӑвалани // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ вӗсене: «урӑх ҫук ман», тесе юриех пӳрнесене сарса кӑтартрӑм.

Я нарочно руки раскрыл и им показывал, что больше нет.

Дыня // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ вӗсене ӑҫтине кӑтартрӑм.

Я им показал где.

Эпӗ поезд тесе, поезд та мар иккен // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ асаннене пучах мӗнле иккенне кӑтартрӑм.

И я бабушке показывал, какой колос.

Эпӗ тырӑ пӗрчи ҫини // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ Клавдьӑна чӑмӑр туса кӑтартрӑм.

И я Клавке показывал.

Колхозра мӗнле сад пур // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара эпӗ ӑна хирӗҫ алӑпа тата хытӑрах сӗлтсе кӑтартрӑм.

А я рукой ещё сильней замахал.

Мана шыв кумӗ пырса ҫапрӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Манӑн пӳске те пур, терӗм, пӳске мӗнле пысӑк иккенне те туса кӑтартрӑм, вӑл та чемоданра, терӗм.

А я сказал, что ещё мячик, и показал, какой большой, и что он в чемодане.

Эпӗ Витьӑпа ҫапӑҫни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ те кӑтартрӑм, мӗншӗн тесен вӑл мӗнле ҫинине эпӗ те куртӑм-ҫке.

Я тоже стал показывать, потому что я тоже видел.

Хӑмла ҫырлине кам ҫинӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ тӗм силленсе тӑракан вырӑна пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӑм.

Я пальцем показал, где шевелилось.

Хӑмла ҫырлине кам ҫинӗ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Тата эпӗ слон сӑмсипе епле ҫавӑрттарнине туса кӑтартрӑм.

И показывал, как слон хоботом крутит.

Эпӗ Любӑна тискер кайӑксем кӑтартни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ҫавӑнтах тигр пек туса кӑтартрӑм.

И я сделал, как тигр.

Эпӗ Любӑна тискер кайӑксем кӑтартни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара эпӗ ҫын ӳкерчӗкӗсем ҫине кӑтартрӑм та, эпӗ пӗлмесӗр ҫав кнопкӑна пусрӑм, терӗм.

Тогда я показал на человечков и сказал, что я нечаянно.

Эпӗ шыва кӗни тата кайран мӗн туни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed