Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

йӑсӑрланать (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Макӑрать, асапланать Катерина; инҫетре ӗнте ним курӑнми тусан йӑсӑрланать: ватӑ есаул Горобец пулӑшма вӗҫтерет.

Плачет и убивается Катерина; а даль вся покрывается пылью: скачет старый есаул Горобець на помощь.

IX // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Пӗтӗм таврара кӗмӗл тӗтре йӑсӑрланать.

Серебряный туман пал на окрестность.

V. Шыв пики // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Тӗтӗм ун йӗри-тавра пӗлӗт пек йӑсӑрланать, кӑвак тӗтре витӗр курӑннӑ пек, хӑй те аран ҫеҫ палӑрать вӑл.

Облака дыма быстро разрастались над ним, одевая его в сизый туман.

IV. Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Анлӑ лапамра, Садкипе Ленино хушшинче, нимӗҫсен танкӗ ҫунать те ӗнтӗ, — ҫил сапалакан хура тӗтӗм ҫӗр ҫийӗн, лаша ҫилхи пек, кӑтраланса йӑсӑрланать.

В широкой низине, между Садками и Ленино, уже горел немецкий танк, — черный дым, гонимый ветром, вился по земле волнистой конской гривой.

XII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ленино ялӗ ҫийӗн тӗтӗм йӑсӑрланать.

Над деревней Ленино курились дымки.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унта, пӗтӗм пӗлӗт хӗррине хупласа, хӗрлӗрех хура тӗтӗм йӑсӑрланать.

Там стояла, занимая весь край неба, багрово-дымная темь.

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тинӗс ҫинче ҫаплах взрывсем кӗмсӗртетеҫҫӗ, урамра пӑшӑрхантаракан, чуна ҫӳҫентерекен тӗтӗмпе ӗнӗк шӑрши йӑсӑрланать.

С моря продолжали доноситься гулкие раскаты взрывов, запах гари — тревожный, наводящий жуть — стелился вместе с дымом вдоль улицы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ир ҫывхарни сисӗне пуҫларӗ, шыв ҫийӗпе кӗмӗл тӗтре йӑсӑрланать, инҫетрех те мар ҫамрӑк ӑмӑрткайӑксем вичкӗн сасӑпа шӑхӑрма, ҫуначӗсемпе шаплаттарма пуҫларӗҫ.

Признаки утра: серебристый туман забелел над водой, и молодью орлы недалеко от него пронзительно засвистали и захлопали крыльями.

VIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Сухаласа тӑкнӑ уйсем ҫийӗнче, ҫӳлте — хӗвел вылять, сӗт пек шап-шурӑ пӑс йӑсӑрланать.

Над пашнями — солнце, молочно-белый пар.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗрхӗнтерсе йӑсӑрланать иҫӗм чечекӗн аромачӗ.

Струится аромат виноградного цветения.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Хура ҫӗтӗк-ҫурӑк пек ӑнланусӑр чӗрере яланах шиклев йӑсӑрланать

В темном хламе бессознательного всегда тлеет страх.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Анчах ӗлӗкхи Энск вокзал ҫурчӗ патне тухакан ҫӑка лартса тухнӑ анлӑ ҫул пӗтрӗ те, мӗншӗн тесен, бульвара тухсанах катара эпир темле тӗттӗм корпуссем куртӑмӑр, ҫӳлте ун тӑрринче хӗрелнӗ тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланать.

Но прежний Энск кончился там, где кончился широкий, в липах, подъезд к этому зданию, потому что, выйдя на бульвар, мы увидели вдалеке какие-то тёмные корпуса, над которыми быстро шли багрово-дымные облака, освещённые снизу.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Халӗ ҫав авалхи турӑш пичӗ тӑрӑх лампа тӗтӗмӗ йӑсӑрланать, вут ҫути вылять.

Сейчас по этому вековому лицу снизу вверх струились легкая копоть и свет лампочки.

XV. Кимӗ тинӗсре // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫурт вырӑнӗнчен, ишӗлнӗ кирпӗч куписенчен тӗтӗм халӗ те йӑсӑрланать.

Еще поднимался дым над развалинами и грудами битого кирпича.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кунта тӗтӗм те сирӗлсех пӗтеймен, ҫав-ҫавах сывлӑшра каплам-капламан йӑсӑрланать.

Над ними висел еще не расползшийся дым.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Костер ҫунса пӗтрӗ, пӗртен-пӗр вутпуҫҫи анчах, шӑранса ҫитейменскер, юлхавлӑн йӑсӑрланать, хутран-ситрен хӗлхем йӑлтӑртатса илет.

Костер догорел, и только тлели еще головешки да кое-где пробегал юркий огонек.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йӑсӑрланать, каплам-капламӑн хӑпарать Бородино тӗтӗмӗ.

Подымался рваный дым Бородина.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗншӗн тесен пӗри пурӑнать — вут-хӗм сирпӗтет, тепри йӑсӑрланать кӑна.

Потому что один человек живет – горит, а другой – тлеет.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Тӗтӗм йӑсӑрланать.

Дым клубится.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed