Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ешӗл the word is in our database.
ешӗл (тĕпĕ: ешӗл) more information about the word form can be found here.
Ҫур тӳпе — хӗвел енчи — ҫутӑ сенкер, тепӗр ҫурри — ешӗл шенкер чулӗ тӗслӗ курӑна пуҫларӗҫ.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Унтан ешӗл партас тымарри тӑпӑлтарса килчӗ.

Help to translate

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

— Ак ку вӑл, хӗрли — помидор, лешӗ — хӑяр ҫавӑн пек ешӗл ӳсет.

Help to translate

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Ешӗл масса гектартан 100 центнертан кая мар тухать.

Help to translate

Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html

Ешӗл хунавсем теме пулать вӗсене, ҫав «полуторкӑсене».

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Уҫӑмлӑ чӗлхепе ҫырнӑ «Ешӗл хунав пурнӑҫӑм» аса илӳ кӗнеки хӑйне евӗр палӑк мар-и?

Help to translate

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Кӑнарсем икӗ пластик бутылкипе сӗт, ҫӑмарта, тӑпӑрч, ҫу, пахча ҫимӗҫ тата ешӗл ҫимӗҫ илсе килчӗҫ.

Конарские привезли молоко в двух пластиковых бутылках из-под минеральной воды, яйца, творог, масло, много овощей и зелени из огорода.

Чулхула // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/628

Пахча хыҫӗнчех вара лиственница, ӗмӗрех ешӗл чӑрӑшсемпе хырсем хӗвел еннелле кармашаҫҫӗ.

Help to translate

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Уй-хир ешӗл тумпа витӗнсех пырать.

Help to translate

Уй-хир симӗс тумпа витӗнчӗ // Сергей Орлов. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d1%83%d0%b ... %87%d3%97/

Ҫуркунне ял-йыш пахчара чаваланать, вӑрӑм хӗл хыҫҫӑн кашни ҫӗнӗ ҫулҫӑ, кашни чечек, кашни ешӗл курӑкшӑн савӑнать.

Весь народ весной копался в огороде, радуясь после долгой зимы каждому новому листочку, каждому цветку, каждой зеленой травинке.

Йыт ҫури // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/616

Ял ҫынни ӑна чечекӗшӗн мар, ҫуркунне ҫӗр шӑтарса тухакан сиплӗ ешӗл ҫулҫишӗн хисеплет.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫӑкисем чиперех лараҫҫӗ-ха, ӳсекен ешӗл йывӑҫ кама чӑрмантартӑр? —

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таврара халь виҫӗ тӗс хуҫаланать: йывӑҫсем сарӑ, ҫӗртме тунӑ уйсем хура, кӗр калчи пуссисем ешӗл симӗс.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Салам сире, ешӗл улӑхсем, ҫӑра та лӑпсӑркка ҫулҫӑллӑ катасем, пуян та тулӑх ҫӗр тӳремӗсем!

Help to translate

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Ялӑн сылтӑм аяккинче ҫӑра та ешӗл вӑрман, сулахайра — сӑртлӑх.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Эпӗ те хама хаваслӑ туйса кайрӑм, ешӗл вӑрман ҫине, хӗвел ҫутинче ҫаплах йӑлтӑртатакан шултра тумламсем ҫине хӗпӗртесе пӑхрӑм, вӑрманта кайӑксем чӗвӗлтете пуҫларӗҫ…

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Ан тив ешертӗр ҫӗр пичӗ, ан тив, ешӗл вӑрман пурнӑҫ илемне кӳтӗр!..

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Кунта вӑрманта ҫумӑр епле ҫуни те, ҫумӑр хыҫҫӑн юлашки тумламсем йӑлтӑр хӗвел ҫутинче епле мерченнӗн ҫуталса ӳкни те тата ешӗл ҫулҫӑ айӗнчен е пӗчӗк хӑвӑлсенчен хитре кайӑксем тухса юрласа яни те — пурте, пурте пур…

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнчи вӑрмана та, лӑпкӑн, анчах тарӑн вӑрттӑнлӑхпа тӗлӗрекен вӑрмана та, ҫуркунне ҫулҫӑ саракан ешӗл катасене те, кӗркунне ҫулҫӑ тӑкакан салхуллӑ катасене те кӑтартать композитор.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

17 ҫул каялла хӑйӗн тӑван ялӗнчен уйрӑлса кайнӑ чух вӑл ҫак ватӑ юманӑн ешӗл йӗкеллисене юлашки, хут татса ҫинӗ, хӑйӗн ҫӑкӑр татӑкӗсем тултармалли саплӑклӑ пушӑ хутаҫҫине тив тӗвӗленнӗ юман йӗкеллисене тултарнӑ, унтан пичӗсем тӑрӑх шӑрҫаланса аннӑ куҫҫулӗсене кӗпен хытса кайнӑ ҫанни вӗҫӗпе шӑлса типӗтнӗ те килекен ҫулпалах, пӗр пӗччен, станца еннелле утнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed