Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл яштака, илемлӗ, савӑнӑҫлӑ ҫамрӑк ҫын, Сергейрен пилӗк ҫул анчах аслӑ; Кавказ тумӗ тӑхӑнса, вӗҫкӗн ҫӳреме юратать: саран тыттарнӑ кӑвак пустав галифе тӑхӑннӑ, уринче шевро, кӗлесӗр ҫемҫе атӑ — атти вара ҫав тери ҫемҫе, утнӑ чухне утти те илтӗнмест; тӳрӗ ҫухаллӑ вӑрӑм кӗпи ҫинчен пилӗкне ансӑр чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ; хӗлле кубанкӑпа пашник, ҫулла — качака ҫӑмӗнчен йӑваланӑ ҫемҫе шлепке тӑхӑнать.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Вӗсем хушшинчех ҫамрӑк вӗҫкӗн хорунжий, вӑл ӑнсӑртран станицӑна лекнӗ те халӗ ак пуҫтарӑннӑ тӑхӑр казака пуҫ пулма йышӑннӑ.
XL // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Хӗр чӳрече умӗпе пуҫне пӑрмасӑр, аллисемпе пӗр тикӗс те вӑйлӑ сулласа, леш казак хӗрӗсем ҫӳрекен уйрӑммӑнах вӗҫкӗн те маттур утӑпа утса пырать.
XII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Вӗсем — ҫав Даживейлерденсем-ҫке, карма ҫӑварсем вӗсем», — теҫҫӗ тӗрӗксен вӗҫкӗн правителӗсем, тиркешсе кулкаланӑ май.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пурҫӑн ялавсене кӗмӗл укапа арӑслансем ӳкере-ӳкере тӗрлерӗҫ, — арӑсланӗсем те вара мӗкӗрсе яманни кӑна; пӑлхавҫӑсен вӗҫкӗн тумӗ, пуп таврашӗн йӑлтӑр-ялтӑр ризисем, вӗсен хӗресӗсемпе хоругвийӗсем — пулас ҫапӑҫӑвӑн декорациллӗ курӑмӗ пулса тӑчӗ.
XVI. Ӳсӗрӗлнӗ халӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Пӑрах палкама, ан чӗн, тавӑрас пирки ӗҫ чарӑнса тӑмӗ, — тенӗ ӑна лешӗ, Половцев хӑйӗн вӗҫкӗн сӑмахне итлеттерме тӑрӑшнӑ ҫын.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫав тери вӗҫкӗн, шукӑль ҫын ҫине пӑхма кулӑшла пекчӗ пире; эпир, ӑна курас тесе, пурте пӗр-пӗрин хыҫҫӑн картишне чупа-чупа туха пуҫларӑмӑр.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Акӑ тата вӗҫкӗн поляк, хӑйне чиперлеме, ҫынна — тарӑхтарма юратаканскер, сӑмах авӑртма пултаракан выҫӑ этем…А вот тщеславный поляк, галантный и жестокий, красноречивый и холодный…
II сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Анчах вӑл пуш этем, унӑн вӗҫкӗн сӑмахӗсенчен ӑс илеймӗн!
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫамрӑк, вӗҫкӗн ҫынпа ҫӳресси — урӑх ӗҫ, анчах Ольга инкӗшӗ ҫапах ним те каламан пулӗччӗ: вӑл, яланах сӑпайлӑскер, урӑх йӗрке тунӑ пулӗччӗ: ҫав каччӑпа пӗрле хӑй те ҫӳреме кайӗччӗ, е кама та пулин урӑххине ҫӳреме хушӗччӗ, вара лешин Ольгӑпа уҫӑлса ҫӳресси хӑй тӗллӗнех пӗтнӗ пулӗччӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн вӗҫкӗн крем тӗслӗ, Петя пӗркун маёвкӑра курнӑ брюкийӗ ҫуркаланнӑ, кирпӗч тусанӗпе вараланнӑ.
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Эпӗ ҫакна илтрӗм кунта: сирӗнтен тахӑш мана пӗлесшӗн пулчӗ: кам эпӗ, мӗншӗн килнӗ кунта ҫакӑн пек вӗҫкӗн господин пек тумланса, перчеткесем, крахмалкӑсем, парле франсе тӑхӑннӑскер.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗҫкӗн тумланнӑ ҫын ҫине пӑхса тӗлӗннипе, ачасем ишме те пӑрахрӗҫ.
XLIV. Маёвка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн извеҫпе шуралнӑ пӗчӗк сӑмсаллӑ, хӗрсе кайнӑ йӑваш пичӗ ҫинче вӗҫкӗн каснӑ майӑхӗсем питех килӗшмеҫҫӗ те.
XXXVIII. Боевиксен штабӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
тата пӗчӗк те вӗҫкӗн сухал ӳстернӗ!
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсене хирӗҫ икӗ вӗҫкӗн адьютант лараҫҫӗ, вӗсен хӗҫӗсем тӗкӗр пек, шурӑ шӑлӗсем хушшине папирос хӗстернӗ.Напротив сидят два шикарных адъютанта с зеркальными саблями, с папиросами в белых зубах.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн ансӑр та вӗҫкӗн мар «Образование» тесе ҫырса ҫапнӑ хӑмине те уйрӑм хисеплеме тивӗҫ пулнӑ.Уже одна его узкая, скромная вывеска «Образование» внушала чувство глубочайшего уважения.
XXX. Хатӗрлемелли класра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ку леш матросӑн пысӑках мар фотографи карточки пулнӑ, вӑл унта матрос формипе, вӗҫкӗн лартнӑ сӑмсасӑр картузпа ӳкнӗ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл чӑнах та Айболит доктор пекех, пӗркеленнӗ пичӗ хӗрлӗ, сӑмси пысӑк, ун ҫинче вара пенсни питӗ вӗҫкӗн утланса ларать, пысӑк аллисене кулӑшла сулкалать, калаҫнӑ чух санӑн пит-куҫу ҫине пӗр-пӗр япала пӑрахнӑ пек тӑвать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кукамай-ҫке ку, чипер кӑна костюмпа, вӗҫкӗн улӑм шӗлепкепе.Но это бабушка — в нарядном чесучовом костюме, в задорной соломенной шляпке;
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951