Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрттӑн the word is in our database.
вӑрттӑн (тĕпĕ: вӑрттӑн) more information about the word form can be found here.
Ӗҫне вӑрттӑн, никам куриччен тумалла.

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Кӑшт тӑхтасан тунката хыҫӗнче пытанса ачасен калаҫӑвне вӑрттӑн итлесе выртнӑ ҫын тухрӗ.

Help to translate

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пахчана кӗрес умӗн Хӗлип мана вӑрттӑн кӑчӑк туртрӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Эпӗ аякра, йӑмра хыҫӗнче, вӑрттӑн пытанса тӑнипе рапорт сӑмахӗсене уҫӑмлӑн илтейместӗп.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ас ту, никама та ан курӑн, вӑрттӑн.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Ӑна та ӑнланас пулать, Семен Павӑлччӑ, сывлӑхӗ япӑх, — вӑрттӑн сӑмах каланӑн, асӑрхаттарчӗ Мария Тимофеевна.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эрхип Григорччӑ тенӗрен, ҫавӑ ячӗ-ха сан патна, ачамккай, — вӑрттӑн шухӑш пӗлтернӗ пек шӑппӑнрах калаҫма пуҫларӗ Сӑпани, ҫеҫкеллӗ тутӑр ҫӳҫине тыткаласа лараканскер.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мана каламасть, манран вӑрттӑн хӑтланать! — сухал вӗҫне чӗтретсе, ҫилӗллӗн каласа хучӗ Хумкка.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрттӑн килсе кӗнӗ-ха вӑл, — илтӗнчӗ ик-виҫӗ сасӑ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ хӑҫан пӗлчӗ иккен вӑл ашшӗпе пиччӗшӗ унран вӑрттӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе мӗн канашланине.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аттен ылтӑнне санран вӑрттӑн илесшӗнччӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килнӗренпе санран вӑрттӑн пӗр ӗҫ туман.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хунямӑшӗ вӑрттӑн куҫпа сӑна пуҫларӗ кинне:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӗпритун кӗрӗкне тӑхӑнчӗ те ҫенӗк кӗтессине тухса пытанчӗ, хӑмасем хыҫӗнчен вӑрттӑн сӑнаса тӑрать.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Манран вӑрттӑн купӑсне «ҫунӑ» ӗнтӗ, — такӑнса тӑмарӗ Кулюкка.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ыран вӑрттӑн мунча хутса кӗртӗп.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Шалти вӑрттӑн кӗсйӳсене кам валли тултартӑн-ха тата?

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кашни кӗпин темиҫе вӑрттӑн кӗсье пур.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн-и, Ҫимун чиперех пурӑнать пуль? — кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн темле вӑрттӑн туйӑмпа ыйтрӗ Вали Валеевич, Архип Григорьевичпа Петр Иванович ҫине пӑхкаласа.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗнсе хытса канӑр, — темле вӑрттӑн сасӑпа пӗлтерчӗ вӑл.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed