Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лури хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑчӗ те вунпилӗк минут кӑна терӗ, ҫавӑнпа эпӗ Саня ҫыруне ун умӗнчех вулас темерӗм, пӑхса ҫеҫ илтӗм те пӗр сӑмахӗ хӑй тӗллӗнех вуланса юлчӗ: «Курнӑҫӑпӑр та, анчах час мар-ха», тени.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аслӑ революционерсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене тупса вулас.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ, лӑпкӑнрах вулас тесе, сывлӑша ытларах ҫӑтса илетӗп: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк».Я набираю побольше воздуху, чтобы спокойно прочесть: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк».
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Кӗнекесем вулас, литературӑпа интересленес кӑмӑла та ҫухатрӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Чӑваш Республикин тӗп хулинче - шурӑ Шупашкарӑмӑрта - тӑван чӗлхепе тухса тӑракан «Тӑван Атӑл» журнала 2017 ҫулӑн иккӗмӗш ҫурринче илсе тӑрас, вулас, эппин унпа малашне те туслӑ та ӗҫлӗ ҫыхӑну тытас, пӗтӗм Чӑваш тӗнчин (ҫав шутра чӑн малтан литература, культура тата ӳнер пулӗҫ паллах) хыпарӗсене пӗлес текенсен йышӗ самаях ӳсрӗ.
«Хисеплӗ вулаканӑмӑрсем!..» // Лидия МИХАЙЛОВА. «Хыпар», 2017.11.20
Темиҫе минут хушши учитель темӗнле шухӑша кайнӑ пек пулса кӗнеке листисене уҫкаларӗ, унтан кӗнекене хӑй умне хучӗ те вулас тесе пукан ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Пачӑшкӑ кӗлӗ вулас енӗпе маҫтӑр шутланнӑ.
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вулас килмест манӑн вӗсене.
«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21
«Паллах. Малашне вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать. Раҫҫее вулакансен ҫӗршывӗ тесе ахальтен каламаҫҫӗ вӗт. Кӗнеке авалах пулнӑ, халӗ те пур, малашне те пулӗ», — калаҫӑва пӗтӗмлетрӗ библиотекарь.
Людмила ШИКАРЕВА: Кӗнеке вулас юхӑм тепӗр хут вӑй илессӗн туйӑнать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
Вӗренес, вулас текенсем вӗсене те хапӑлласах ҫӳреҫҫӗ.
«Ырӑ тумалла», - тени маншӑн хурав мар // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Телевизор пӑхса выртас е урамра уҫӑлса ҫӳрес, алса-нуски ҫыхас е кӗнеке вулас вырӑнне пуҫа тата куҫа ыраттарса ларнишӗн уйӑхра пилӗк пин хушма укҫа тӑвать.
Виҫӗ мӑшӑр нуски укҫи вӑрҫтарать // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2758.html
25. Пулни-иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парас кӑмӑллисен умне темӗн чухлӗ шут-хисеп тата йывӑрлӑх тухса тӑрассине пӗлсе, 26. эпир вулас теекенсен чунне хускатас, асра тытса юлас теекенсен ӗҫне ҫӑмӑллатас тата вулама тӳр килнисене пурне те усӑ кӳрес тесе тӑрӑшрӑмӑр; 27. пирӗншӗн, кӗскетсе ҫырас ӗҫе хамӑр ҫине илнисемшӗн, ку ҫӑмӑл ӗҫ мар пулин те, вӑл хастарлӑхпа тимлӗх ыйтать пулин те тӑрӑшрӑмӑр — 28. ҫынсене усӑ тӑвас тесе ӗҫкӗ-ҫикӗ хатӗрлекене ҫӑмӑл мар-ҫке.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.