Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелет, ҫынсене хӑйсен таварне туса кӑларма тата ӑна вырнаҫтарма пулӑшать, пӗчӗк ялсемпе аякра вырнаҫнӑ ялсене пулӑшу кӳмелли социаллӑ тивӗҫе пурнӑҫлать.
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/01/ole ... nim-dnem-k
Пӗр хушӑ арӑмӗпе виҫӗ ачине пӑрахса таҫта аякра авланса пурӑнчӗ, анчах ҫур ҫултан нимӗн те ӗҫлеменшӗн, аншарли юхтарса парасса ҫеҫ кӗтсе выртнӑшӑн леш хӗрарӑм хӳтерсе кӑларса янӑ ӑна.
Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.
Инҫех те мар темиҫе пуслӑх шӑнкӑрчӑ — пӗр ушкӑн — хура ана ҫинчен хура тӗтӗм капламӗ пек вӗҫсе ҫӗкленчӗ те, ҫаврӑнса-пӗтӗрӗнсе, пӗрре чӑмӑртаннӑ май — ҫӑралса, тепре саланнӑ май — шӗвелсе аякра ирӗлсе ҫухалчӗ.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Аякра ҫиҫӗм хӗресленсе ҫиҫет те хуҫӑлса тӑкӑнать…
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Аякра икӗ хутлӑ асамат кӗперри ҫӗкленчӗ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ахаль мар ӗнтӗ ҫак улӑх тӑрӑх пӗрре утса тухасси те мӗн тери телей пек туйӑнатчӗ ялтан аякра ҫӳренӗ чух!
7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫӑра тӗтре, майӗпен сарӑлса-сарӑлса пырса, аякра пушӑ сӗтӗрсе утакан Сухви кӗлеткине хупласа хучӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Чӗрене ҫурса, асаплантарса, хыҫра, аякра, параппан тӳнклетрӗ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Санька аякра, Сурӑм хӗрринче, кӑшт ҫеҫ йӑсӑрланакан тусан ӑшӗнчи сурӑх кӗтӗвӗ еннелле пӑхрӗ.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Аякра Сурӑм хӗрринчех сурӑх кӗтӗвӗ ҫӳрет.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫак таврари ял ячӗсене кунтан пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫухрӑм аякра В. — касси, Й. — касси тесе асӑнсан — нумайӑшӗ пӗлмест те.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Хӗр сӑмахӗсем, тӗлӗкри пек, ӑн-пуҫран ҫав тери аякра илтӗнчӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
…Нихҫан та ҫапла чуна ыраттармалла аякра курӑнманччӗ вӑл Славикшӗн…
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Аякра ҫӳрекеннисене йыхравлатчӗ.
«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html
- Атте вӑрҫӑра аякра пуҫ хунӑ пулин те, унӑн вил тӑприйӗ аннепе юнашарах.
Ашшӗн вил тӑприне тӑван тӑрӑха илсе таврӑннӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/ashshen-vil-tapri ... ranna.html
Ҫемьерен аякра чухне яланах килти апат-ҫимӗҫ аса килнине тӗпе хурса районти потребительсен обществи ентешсене валли хӑйне евӗрлӗ кӗтменлӗх те тунӑ.
Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html
Патшалӑх шайӗнчен тимлӗх уйӑрнипе пӗрлех эпир те, ахаль ҫынсем, ҫак самантра ҫӗршывӑн ирӗклӗхне хӳтӗлекенсене гуманитарии пулӑшӑвӗ парассинчен аякра тӑрса юлма пултараймастпӑр.
Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html
Аякра та мар поездсем ыткӑнса иртеҫҫӗ, чугун ҫул хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче вӗлт! вӗлт! ҫуталаҫҫӗ вагонсен чӳречисем.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.
Ҫӳресен-ҫӳресен, Николаев тепӗр хут килсе ҫитрӗ Ильин агрегачӗ ӗҫленӗ ҫӗре — васкать виҫӗ сеялка кӑкарнӑ трактор уй тӑрӑх, аякра куҫран ҫухалать те кӑштах вӑхӑт иртсен каллех курӑнса каять ҫӗмӗрт ҫырли тӗслӗ уя кӑвак тӳпе хӗрри сӗртӗнсе тӑнӑ ҫӗрте.
Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.
Ҫур ял арҫынни аякра, калымра-мӗнре, ӗҫлесе ҫӳренӗ чухне куншӑнах тарӑхмасан та юрать пек ӗнтӗ.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.