Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аттепе (тĕпĕ: атте) more information about the word form can be found here.
Ҫавнашкал сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене ман аттепе анне тата ыттисем хӑҫан тата мӗн пирки каланине аса илетӗп те, «нитпа» «кӑмӑл» хушшинче танлаштару палли пачах лартас килмест.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аттепе пичче ҫывӑрса кайсан, аслӑк ҫинчен антӑм та вӑрманта мӗн ывӑничченех утса ҫӳрерӗм.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Аттепе пичче аслӑк хӗрринче табак туртса лараҫҫӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ вара, аттепе пиччене вӑратас мар тесе, ерипен атӑ тӑхӑнса ятӑм та чикмек тӑрӑх ҫӗре антӑм, картиш варрине тухса тӑтӑм.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Ак епле кунта-а, — текелесе аттепе пичче таса вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗҫ те харлаттарма та пуҫларӗҫ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Вӑл пирӗн пата пӗр-икӗ хут кӗрсе тухнине те астӑватӑп-ха, унӑн аттепе пӗрле ӳкерттернӗ карточкисем те пур.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Киле кайсан аттепе пӗрре калаҫма тивет.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аттепе анне калаҫҫӗ: «Пирӗн Караҫӑм ачаллӑ е уксах-суккӑр хӗрарӑма качча илнӗ пулӗ», — теҫҫӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Аттепе хам та хӑма ҫурса ҫӳренӗ пӗр тӑват-пилӗк ҫул.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Аттепе анне манӑн — ӑна-кӑна ӑнланаканскерсем.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Эп хам та ват аттепе аннене пӑрахсах хулана килес ҫукчӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Килте ватӑ аттепе анне кӑна та, хулана килтӗм авӑ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Аттепе аннене, ватӑ асаттене путсӗр Хунчар Савантерӗ ҫӗре кӗртрӗ.

Help to translate

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аттепе аннене Хунчар Савантерӗн элекӗ ҫӗре кӗртрӗ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ҫӳренех утсем пур чухне Ҫӳресе юлар-ха ҫулсене; Аттепе апи пур чухне Чысласа юлар-ха пуҫсене».

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсенчен ман Сӑр хӗрринчи тӑван ялӑма, аттепе аннене, ҫамрӑк арӑмпа ывӑлӑма хӗрӳллӗ салам каласа ярас килет.

Help to translate

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Аттепе иксӗмӗр утта пухса купа турӑмӑр та, купа ҫумне выртса, пӗр тапхӑр кантӑмӑр.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Ялти ачасен тивӗҫӗ ҫавнашкал пулнӑ: аттепе аннене кил хуҫалӑхӗнче пулӑшмалла.

Help to translate

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

— Хамӑр шкултах, аттепе аннепе пӗрле, пионерсен вожатӑйӗ пулса.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Эпӗ ачаранах аттепе пӗрле кил-ҫурт таврашӗнче тимӗр-тӑмӑр япалапа ҫалланма, вӑл-ку юрамине тухнӑ, ҫӗмӗрӗлнӗ, ҫӗрнӗ япаласене юсама, ҫӗнетме юрататтӑм.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed