Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ялсенче (тĕпĕ: ял) more information about the word form can be found here.
Кунта ҫакна палӑртса хӑвармалла: ялсенче пурӑнакансем тата ял тулашӗнче тымар янӑ ҫамрӑксем питӗ пуҫаруллӑ калӑпӑшлӑ ӗҫсене тӑвассинче.

Help to translate

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫак пӑрӑхсене малтанах хунӑ пулнӑ, анчах хӑш-пӗр ҫӗнӗ урамсенче тата пӗчӗк ялсенче паянхи куна ҫак шыв пӑрӑхӗсене хурса ӗлкӗреймен-ха».

Help to translate

Шыв ыйтӑвне татса парасшӑн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60450

Газ пӑрӑхӗсене тунипе пӗрлех ялсенче мобильлӗ офиссем те ӗҫлеҫҫӗ.

Наряду с строительством газопроводов, в деревнях работают и мобильные офисы.

Муркаш тӑрӑхӗнчи 2 яла кӑвак ҫулӑм ҫитӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61129

Ялсенче старостӑсем хастар мӗнпур палӑртса хунӑ ӗҫсене хутшӑнаҫҫӗ, вӗсемпе тӗрле ТОСсенче тӑрӑшакансем пӗтӗм кӑмӑлпа проектсене пурнӑҫа кӗртме витӗм кӳреҫҫӗ», – тесе хушса каланӑ Нина Шпилевая.

Help to translate

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Паллӑ, пулкалать тепре чухне, уйрӑм хӑш-пӗр ялсенче каҫ кӳлӗм культура ҫурчӗсем хупӑ пулни.

Help to translate

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Ку япала ялсенче колхозсем йӗркеленӗ тапхӑрӑн тӗкӗрӗ пултӑр, ҫавӑн пек ман тӗллев.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хаҫатсерен ҫамрӑксем валли ялсенче ҫуртсем ытларах лартмалла тесе ҫыратӑр.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малтанах вӗсем вырӑнти мероприятисене кӑна хутшӑнчӗҫ, халӗ кӳршӗри ялсенче пурӑнакансене те илемлӗ юррисемпе савӑнтараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Чӑваш театрӗн коллективӗ ялсенче ҫулсеренех пилӗк ҫӗршер ытла спектакльсемпе концертсем парать, ҫав васкаса тасаткаланӑ ампарсенче, грузовик ещӗкӗсем ҫинче, уҫӑ площадкӑсенче, ҫутҫанталӑк «амфитеатрӗсенче» лартакан драмӑллӑ спектакльсем ҫинчен шухӑшлатӑн та, вӑхӑтлӑх тунӑ сценӑсем ҫинче, ҫыпӑҫтарнӑ сухалсемпе, йывӑҫ нагансемпе, картон хӗҫсемпе вылянӑ ҫӗрте техника ним чухлӗ те ҫук-ҫке унта, тетӗн…

Help to translate

6. Драма ҫинчен // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Каярахпа ҫурт-йӗр лартасси ялсенче ҫулсеренех хӗрӳленсе пычӗ те, Герасим Федотович отпуска килсен Татти инкепе Кирик — ӑна ялта халь пурте пекех Шемердянов теҫҫӗ — ҫӗнӗ пӳрт тӑвасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кайран, Герасим Федотович аякра пурӑннӑ вӑхӑтра ялсенче электричество вӑй илнӗ май, Урпаша пӗвелеме пӑрахнӑ, арман пӳрчӗпе ампарне урӑх вырӑна куҫарнӑ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хусахмат таврашӗнчи ялсенче те пулнӑ-тӑр.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ялсенче 2-3 е унтан та ытларах сӑвӑнакан ӗне усракансем те сахаллӑн пулманнине пӗлетпӗр.

Help to translate

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Хаҫат-журнал уйрӑмах ялсенче пурӑнакансемшӗн питӗ ҫывӑх.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

Алексей Васильевич тӑрӑшнипех таврари ялсенче 8 шкул уҫнӑ, Кивӗ Эйпеҫ ялӗнче чӑвашла кӗнекесен лавкки ӗҫлеме пуҫланӑ, унта православи кӗнекисене сутнӑ, нумайӑшне тӳлевсӗр салатнӑ.

Help to translate

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Кӳршӗ ялсенче те ачасем йӑваланса выртмаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пысӑк ялсенче пурӑнакан пупсем халӑх хушшинче шикленме тытӑнчӗҫ, чылай ҫӗрте вӗсене ҫынсем курмиш пулчӗҫ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хальччен хӑйӗн ӗмринче Кун пек хӗре вӑл курман, Пухӑсенче, ялсенче Кун пек хитре тӗл пулман.

Help to translate

VIII. Алтутри // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Наградӑсене тивӗҫнисем те, куллен ялсенче пурӑнакансене культурӑллӑ канма май туса паракан ытти ӗҫченсем те ырӑ сӑмахсене тивӗҫлӗ.

Help to translate

Саламланӑ, чысланӑ, наградӑсем панӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d1%81%d0%b ... %bd%d3%91/

Ялсенче аслӑрах ӳсӗмри ҫын та нумай.

Help to translate

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed