Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑрнар поселокӗнче пӗрремӗш ҫурт Упнер ял ҫыннисен, Андрей Григорьевич Чашкинпа унӑн ывӑлӗн Василийӗн, пулнӑ.
Тӑван район сулмаклӑн аталаннӑ // Вениамин Сорокин. http://putpobedy.ru/publikatsii/11311-t- ... -n-atalann
Сываласса сывалчӗ ашшӗ, халь вӑл патак ҫине таянса хире те тухкаласа ҫӳрет, анчах ывӑлӗн чӗринче вӑйлӑ йӗр хӑварчӗҫ ку сӑмахсем.
4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Пӗр витере мӑрсапа ывӑлӗн урхамахӗсем утӑ кавлесе тӑраҫҫӗ, ытти икӗ вити пушӑ.
4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ну, мӗнле, ҫапӑҫса куртӑр-и, Аттеней? — ыйтрӗ мӑрса ывӑлӗн аманнӑ аллине шур пусмапа ҫыхса тӑраканскер.
2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫавӑн пек асап тӳснӗ ҫынран унашкал сӑмах илтнинчен тӗлӗнмелли ҫук-ха, анчах ывӑлӗн амӑшӗ ҫапла калама пултарнине ӗненес килмест.
9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ахтупай ывӑлӗн ылханне итлесе пынӑ май Эрнепи ҫинчен шухӑшларӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Вӑл шутлани тӗрӗс пулчӗ иккен, ывӑлӗн ашшӗне пӗтӗм чӑваш ҫӗр-шывӗ тӑрӑх шыраса ҫӳреме тивет.
7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫывӑх ҫыннисем пӗлмеҫҫӗ мар-ха, лайӑх пӗлеҫҫӗ, Сююнбике пӗчӗк ывӑлӗн кун-ҫулӗшӗн тин ҫеҫ ҫапӑҫма пуҫламан.
5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Садри кӳлӗ хӗрринче пӗр ватӑ ҫын — хан ывӑлӗн аталӑхӗ — пулӑ тытса ларать, пӗве пуҫӗнче икӗ ҫамрӑк хӗрарӑм — хан майрин тарҫисем — кӗпе чӳхеҫҫӗ.
2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ашшӗ килӗ-ҫурчӗ пирки ывӑлӗн хумханма сӑлтавӗ ҫук.
Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.
Ашшӗ ывӑлӗн сассине тӳрех палларӗ пулас.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Вӗсем аслӑ ывӑлӗн анкартине тырӑ акатчӗҫ, хӑйсенне ҫӗр улми лартатчӗҫ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Ывӑлӗн хӗре халь Етӗрнене тракториста вӗренме кайрӗ.
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Халӗ ҫав ҫыру, амӑш чӗрин ӑшшине илсе килнӗ пек, ывӑлӗн аллине килсе кӗчӗ.И теперь оно с теплом ее сердца лежит на груди у сына, согревая его в далекой неведомой дали.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
— Э, ристан ывӑлӗн мӑшӑрӗ-и?
Пӑлхавҫӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чи ҫамрӑкки вара, типӗ ҫулҫӑ купи ҫинче выртаканни — ывӑлӗн ывӑлӗ.А самый молодой, лежащий на куче сухих листьев, — сын чернобородого, внук деда.
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Яриле вилнӗ ҫын пек хускалмасӑр выртакан ывӑлӗн пуҫӗ вӗҫне пырса ларчӗ те хӑй те вилнӗ ҫын тӗслех пулса кайрӗ.
Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кунта ӗҫлеме куҫнӑранпа (тӗрӗссипе, утӑ ҫулнӑранпа) Ятман яланах Арифулла ҫинчен ыйтать, бригадир вара ӑна эрнере пӗрре ывӑлӗн ҫӗнӗ ҫыруне пырса парать.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Чӗрере калама ҫук ӑшӑ туйӑм ҫӗкленет, куҫсем такама тупнӑ пек пӑхаҫҫӗ, алсем ывӑлӗн тӗреклӗ кӳлепи патнелле туртӑнаҫҫӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Кутамккине хывас тесе ҫаврӑнкаланӑ май Кӗтерне инке ывӑлӗн паҫӑр хӑй лӑпчӑнса макӑрнӑ сарлака кӑкӑрне курах кайрӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.