Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑннипе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Колесникова арестлени, «сифон деталӗсем», чӑннипе илсен, гранатӑсен взрывателӗсем пулни ҫинчен пӗлсен, ачасем ҫав тери тарӑхса кайрӗҫ, ҫак хыпарсем вӗсемшӗн уяр ҫанталӑкри хаяр аслати пекех туйӑнчӗҫ.

Весть об аресте Колесникова и о том, что «сифонные головки» оказались на самом деле взрывателями для гранат, поразила ребят, как гром с ясного неба.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпир тӑвакан детальсем чӑннипе те сифон валлиех-ши вара?

Да для сифонов ли вообще эти детали, что мы изготовляем?

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑннипе каласан, сӑра-эрехпе туслах мар эпӗ.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Чӑннипе вара рамӑсем ҫинче апачӗ пур, анчах вӑл хытса ларнипе ӑна вӗсем ҫиеймеҫҫӗ, вара выҫӑпа вилме пултараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗннине пӗлме май пулӗ // Н.ПИРОЖКОВ. http://kasalen.ru/2023/01/20/ce%d0%bd%d0 ... 83%d0%bbe/

Кӗркури ҫапла тархасланипе Анфис аппа сасартӑк ун ҫине тинкерчӗ те: — Чӗре ӗненмест манӑн, пулма пултараймасть, вунӑ-вуникӗ ҫул хушшинче пирӗн патра пулман кун иртмен санӑн, хам ывӑл пек пӗлсе, хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, нихӑҫан кӑмӑлсӑр юмах-сӑмах пулманччӗ… анчах сӑлтавӗсем халӗ… Чӑннипе кала, ывӑлӑм Кӗркури, чӑннипе. Чӑнлӑх ҫиеле тухатех. Эпӗ мар, халӑх суд тутӑр, — терӗ юлашкинчен.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чӑннипе, Лукарье чӗри пӗрре те вырӑнта мар.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗншӗн мана чӑннипе каламарӑн?

Help to translate

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑннипе каласан, ӑна-кӑна пӑхса тӑмӗ, пиҫиххине салтӗ те ӑшалама пуҫлӗ.

Help to translate

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑннипе вара, тӗрле сӑлтавсене пула, чи малтан воеводӑсемпе вырӑс тӳре-шарин, кунта капланса килнӗ ҫӗр улпучӗсен, чиркӳпе мӑнастир ҫыннисен ӗмӗтсӗрлӗхне, тискерлӗхне пула пӑлхавсем чылай ҫӗрте сике-сике тухрӗҫ, ҫӗнӗ йышши пусмӑра тӳсеймесӗр ку тӑрӑхри халӑх тата нумай ҫул хушши сенӗкпе чукмара алӑран вӗҫертмерӗ.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑннипе, хӑй вырӑнне вӑл хӑй йышӑнчӗ, ун чи ҫывӑх ҫынни Ахматек ҫӗрпӳ пулса тӑчӗ.

Help to translate

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑннипе вара ӗҫ урӑхларах пулса тухрӗ.

Help to translate

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑннипе илсен, эсир таркӑнсем ҫеҫ.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӑхма тӗреклӗ хӑй, пӗр пичке ӗҫсе ямалла пек, чӑннипе илсен, ҫемҫешкерех, хӑвӑлрах.

Help to translate

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл кам иккенне чӑннипе пӑлхав пуҫлӑхӗсем Янчурапа Элӗк те пӗлеймерӗҫ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑннипе, пӗр ял ҫӗрӗ те мар, темиҫе ял ҫӗрӗ.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑннипе, ку ята сире тутарсемех панӑ.

Help to translate

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл Пинеҫ итлесе пӗтереймесӗрех сиксе тӑрса тулхӑрса каять, тем те пӗр каласа тӑкать тесе шутланӑччӗ, чӑннипе вара пачах урӑхла пулса тухрӗ.

Help to translate

11. Ват ҫын хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑннипе пӗлместӗп — те ҫармӑс, те тутар.

Help to translate

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку вӑл чӑннипе Шигалей хӑйне престолран хӑтарма ыйтни пулать.

Help to translate

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑннипе калатӑп: вӗлеретпӗр.

Help to translate

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed