Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Нумайӑшӗсем (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Малтанах эпӗ вӗсем атӑ ҫӗлекенсем пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах апла мар; вӗсенчен нумайӑшӗсем тӗрлӗрен департаментсенче ӗҫлеҫҫӗ, чылайӑшӗсем пӗр казеннӑй ҫуртран тепӗр казеннӑй ҫурта хут ҫырса яма та ӑста пултараҫҫӗ; теприсем вара уҫӑлса ҫӳрекенскерсем, е кондитерскисенче хаҫат вуласа ирттерекенскерсем, пӗр сӑмахпа каласан, йӗркеллӗ ҫынсемех ӗнтӗ.

Сначала я думал, что они сапожники, но, однако же, ничуть не бывало: они большею частию служат в разных департаментах, многие из них превосходным образом могут написать отношение из одного казенного места в другое; или же люди, занимающиеся прогулками, чтением газет по кондитерским, — словом, большею частию всё порядочные люди.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Нумайӑшӗсем сире хирӗҫ пулсан тӳрех эсир тӑхӑннӑ атӑсем ҫине пӑхса илеҫҫӗ, эсир иртсе кайсан, сире хыҫалтан курас тесе, каялла ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ.

Есть множество таких людей, которые, встретившись с вами, непременно посмотрят на сапоги ваши, и, если вы пройдете, они оборотятся назад, чтобы посмотреть на ваши фалды.

Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.

Нумайӑшӗсем хӑйсене хӑйсем ыттисемпе пӗрле вӑрмана тарманшӑн ылханчӗҫ.

Многие проклинали себя за нерешительность, за то, что по примеру других не сбежали в леса.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Казак арӑмӗсем уяв чухнехи пек шукӑль тумланнӑ, нумайӑшӗсем ачи-пӑчисене те пӗрле илнӗ.

Казачки вырядились, будто на праздник, многие вели с собой детей.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аяларахра хаклӑ йышши мушкетсем, хӗҫсем, пищальсем, сӑнӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; кусем ӗнтӗ тутарсемпе турккӑсенчен, ляхсенчен ирӗкпе е ирӗксӗр куҫса килнӗскерсем; нумайӑшӗсем ҫинче йӗр юлнӑ.

Ниже висят дорогие мушкеты, сабли, пищали, копья, волею и неволею перешли они от татар, турок и ляхов; немало зато и вызубрены.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Нумайӑшӗсем ҫӗрле ҫил-тӑман алхасасса кӗтрӗҫ, анчах вӑл пӗрмаях пӗр майлӑ, шӑхӑрмасӑр, хуллен вӗҫтерчӗ, — йывӑҫсем ҫинчен ытлашши юра силлесе тӑкса вӗтӗ тӗмесене витрӗ, типӗ варсенче юр хушӑкӗсем турӗ, ҫул-йӗрсене шӑлса лартрӗ, тискер кайӑк йӗрӗсене пытарчӗ…

Многие ожидали, что ночью вьюга разгуляется, но она все время играла ровно, без азарта, даже не подсвистывая себе, отряхивала лишний снег с деревьев, поплотнее засыпала им мелкие кусты, переделывала закутки в оврагах, пересыпала дорожки и тропы, заметала следы зверей…

XXII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шӑпах вилнисенчен тата аманнисенчен нумайӑшӗсем чӑн-чӑн геройсем вӗт!

Ведь многие из погибших и раненых — настоящие герои!

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Арми штабӗ ирхине илнӗ донесенисенчен нумайӑшӗсем паян пӗрремӗш хут гитлеровецсем активлӑн тапӑнма пуҫламанни ҫинчен, пуҫлама та хатӗрленменни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

… Многие из донесений, полученных штабом армии утром, свидетельствовали о том, что сегодня впервые гитлеровцы не начинали активно наступать и даже не готовились к наступлению.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Садки ҫине талпӑнса кӗрекен гитлеровецсенчен нумайӑшӗсем пирӗн контратака пуҫланнӑ самант тӗлне тикӗс те кӑшт тайлӑмрах хирте выртрӗҫ ӗнтӗ; темле майпа чӗрӗ юлнисем ниҫта кайса кӗреймесӗр лапамра ӑссӑррӑн чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, самантрах ҫил-тӑман шӑлса каякан вилесем хушшине кӗрсе пытанаҫҫӗ.

Большая часть гитлеровцев, атаковавших Садки, к моменту начала нашей контратаки уже полегла на ровном, слегка покатом поле; те, что еще каким-то чудом были живы, безумно метались по низине, не зная, куда деваться, с воплями ползали и прятались среди трупов, быстро заметаемых метелью…

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Комиссарсемпе политруксем вӑрҫӑра темиҫе уйӑх хушши опытлӑ командирсемпе ҫапӑҫса сахал мар пӗлӳ пухнине, вӗсенчен нумайӑшӗсем хӑйсем тӗллӗн пысӑк ҫапӑҫусене ертсе пыма пултарассине вӑл пӗлмен.

Он не знал, что за несколько месяцев войны комиссары и политруки, воюя рядом с опытными командирами, приобрели немало военных знаний, что многие из них уже могут самостоятельно вести большие бои.

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Степан Бояркин, тепӗр кун ирхине нумайӑшӗсем кӗтмен ҫӗртен лесник пӳртне ҫитсе, Лозневоя мӗнле вӗлернипе ҫав тери интересленчӗ.

Неожиданно для многих Степан Бояркин, появившись на следующее утро в избушке лесника, проявил очень большой интерес к обстоятельствам убийства Лозневого.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Тӳррипех каласан, нумайӑшӗсем ҫакна ӗненмеҫҫӗ те.

— Многие, сказать откровенно, даже не верят этим слухам.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нумайӑшӗсем шутларӗҫ ӗнтӗ вӑл малаллине манса кайнӑ тесе, анчах леш каллех юрласа ячӗ:

Многие уже решили было, что солдат забыл ее продолжение, но он вновь запел:

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унпа пӗрлех тата пултаракансем нумайӑшӗсем ҫар ӗҫне вӗренеҫҫӗ.

Вместе с тем, многие из тех, кто может, учатся военному делу.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӗлӗк Юргин васкамастчӗ, салху та хаяр ҫынччӗ; ун ҫине пӑхса нумайӑшӗсем темшӗн вара: Ҫӗпӗр тайгинче пурӑнакансене пурне те ҫавӑн евӗрлӗ тесе шутланӑ.

Раньше Юргин был нетороплив, угрюм и суров; глядя на него, многие почему-то именно такими и представляли себе всех жителей глухой сибирской тайги.

XIX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нумайӑшӗсем ют виле шӑтӑкӗсенче юлчӗҫ…

Многие остались в чужих могилах…

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӗрлӗ сӑрт ҫинчи партизансем десант анни ҫинчен пӗтӗмпех пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ (Крылатовпа пӗрле Грибкине кайнӑ партизансенчен нумайӑшӗсем кӑнтӑрла тӗлнелле каялла таврӑннӑ).

Партизаны с Красной горки всё знали о спуске десанта (многие из отправившихся с Крылатовым в Грибки партизан к полудну вернулись назад).

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Акӑ телефон трубкине илетӗн те: «огонь» тесе кӑшкӑратӑн, вара темиҫе ҫӗр, темиҫе пин ҫын ҫапӑҫӑва чупать, вӗсенчен нумайӑшӗсем

Вот берешь трубку, кричишь одно слово «огонь» — и сотни, тысячи людей идут в бой, и многие из них…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Нумайӑшӗсем хӑйсем шикленнине, аран-аран чарса, юлташӗсем хӑравҫӑ вырӑнне шутласран хӑраса пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ку пустуя кӑна: ку хӑраса ӳкни пулман, ҫапӑҫу умӗн салтаксен чӗри вӑркани пулнӑ, мӗншӗн тесен ун пек чух вӑхӑт сахаллипе пӗр самантрах мӗнпур ӗмӗр тӑршшӗнче татса памалли ыйтусене нумайӑшне татса памалла.

Многие с трудом сдерживали и скрывали от товарищей озноб, боясь, что его сочтут за выражение страха, но делали это напрасно: это был не страх, а то особое солдатское волнение перед боем, когда из-за недостатка времени враз обдумывается и решается многое из того, что должно бы обдумываться и решаться в течение всей жизни.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ротӑсенче ире хирӗҫ кӑларнӑ листовкӑсенче салтаксенчен нумайӑшӗсем васкавлӑн ҫырнӑ заметкисем урлӑ, боевой приказа пурнӑҫлассишӗн хӑйсен пурнӑҫне те пама хатӗрри ҫинчен командованине тата ҫапӑҫури юлташӗсене шантарчӗҫ.

В выпущенных перед утром листовках многие из солдат через написанные наскоро заметки заверяли командование и боевых товарищей, что ради выполнения боевого приказа готовы отдать свою жизнь.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed