Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Израиль халӑхӗ Египетран тухсассӑн иккӗмӗш ҫулхине, пӗрремӗш уйӑхра, Синай пушхирӗнче Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Пасха тума палӑртнӑ вӑхӑтра Израиль ывӑлӗсем Пасха туччӑр: 3. ӑна ҫак уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче каҫхине, палӑртса хунӑ вӑхӑтра, тӑвӑр, ӑна ун тӗлӗшӗнчен хунӑ пӗтӗм йӗрки тӑрӑх, пӗтӗм йӑли тӑрӑх тӑвӑр, тенӗ.
Йыш 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 24. левитсем тӗлӗшӗнчен хунӑ саккун ҫакӑ: пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене вӗсен ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пуҫласа унран аслӑраххисем туса тӑмалла, 25. аллӑ ҫула ҫитсессӗн вара ӗҫлесе тӑма чарӑнмалла, малалла ӗҫлемелле мар: 26. ун чухне вӗсем хӑйсен тӑванӗсене пуху чатӑрӗ патӗнче хурал тӑма пулӑшчӑр, ӗҫлессе ан ӗҫлеччӗр; ӗҫӗ-хӗлӗ тӗлӗшӗнчен эсӗ левитсене ҫапла тытса тӑр, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Левитсем тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, вӗсем ҫапла тунӑ та.Как повелел Господь Моисею о левитах, так и сделали они с ними.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вара Моисейпе Аарон тата Израиль ывӑлӗсен пур халӑхӗ левитсем тӗлӗшӗнчен ҫапла тунӑ: Ҫӳлхуҫа Моисее левитсем тӗлӗшӗнчен епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫапла тунӑ та.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсем хушшинчен левитсене ил те вӗсене тасат; 7. тасатасса вӗсене ҫапла тасат: вӗсене тасатмалли шывпа сирпӗт, вӗсем пӗтӗм ӳтне ҫӳҫ касмалли ҫӗҫӗпе хырччӑр, тумтирӗсене ҫуса тасатчӑр, вара таса пулӗҫ; 8. унтан пӑру илччӗр, унпа пӗрле тата тырӑ-пулӑ парни — йывӑҫ ҫӑвӗ хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ — илччӗр; ҫылӑх парни кӳме тата тепӗр пӑру ил; 9. вара левитсене пуху чатӑрӗ умне илсе пыр; Израиль ывӑлӗсен пӗтӗм халӑхне пуҫтар та 10. вӗсен левичӗсене Ҫӳлхуҫа умне тӑрат, Израиль ывӑлӗсем хӑйсен аллисене левитсем ҫине хуччӑр; 11. Аарон вара левитсене Ҫӳлхуҫана халаллатӑр: вӗсем Израиль ывӑлӗсем вырӑнне Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе тӑччӑр; 12. левитсем хӑйсен аллисене пӑрусен пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗр пӑрӑвне ҫылӑх парни кӳр, теприне левитсене тасатмашкӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса Ҫӳлхуҫана парне кӳр; 13. унтан левитсене Ааронпа унӑн ывӑлӗсем умне тӑрат, вӗсене Ҫӳлхуҫана халаллас йӗркене туса ҫитер.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Аарон ҫапла тунӑ та: Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӑл ҫутаткӑҫӑн мал енчи лампадисене ҫутса янӑ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Аарона пӗлтер, кала ӑна: эсӗ лампадӑсем ҫутсассӑн, ҫутаткӑҫӑн мал енче ҫичӗ лампада ҫунмалла, те, тенӗ.
Йыш 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
89. Моисей пуху чатӑрне Ҫӳлхуҫапа калаҫма кӗрсессӗн, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчийӗн икӗ херувим хушшинчи хупӑлчи ҫийӗнчен калаҫакан сасӑ илтӗннӗ, ҫав сасӑ Моисее каланӑ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: парне вырӑнне тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн кунсерен пӗрер пуҫлӑх парне кӳрсе тӑтӑр, тенӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 5. ил вӗсенчен; кусем пуху чатӑрӗнчи ӗҫсене туса тӑма юрӑхлӑ пулӗҫ; левитсем тумалли ӗҫсем мӗнлине кура ҫакна вӗсене пар, тенӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 23. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене кала: Израиль ывӑлӗсене ҫапла пиллӗр, вӗсене ҫапла калӑр, те: 24. Ҫӳлхуҫа сана пиллетӗр, сана сыхласа усратӑр!
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те арҫын е хӗрарӑм хӑйне Ҫӳлхуҫана халалласа назорей пулма сӑмах парас пулсассӑн, 3. унӑн вара эрех те, хӑватлӑ шӗвек те ӗҫмелле мар, эрехрен тунӑ сӗрхе те, ӗҫмелли шӗвекрен тунӑ сӗрхе те сыпса пӑхмалла мар, иҫӗм ҫырлинчен хатӗрленине нимӗн те ӗҫмелле мар, чӗрӗ иҫӗм ҫырли те, типӗтнӗ иҫӗм ҫырли те ҫимелле мар; 4. назорей пулса пурӑннӑ хушӑра унӑн нихӑҫан та иҫӗм ҫырлинчен мӗн тунине — вӑрринчен пуҫласа хуппи таранчченех — нимӗн те ҫиес те, [ӗҫес те] пулмасть.
Йыш 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 12. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те камӑн та пулин арӑмӗ тӗрӗс тӑмасассӑн, хӑйӗн упӑшкине улталасассӑн, 13. кам та пулин ҫав арӑмпа ҫывӑрса хӑйӗн вӑрлӑхне юхтарса кӑларсассӑн, арӑмӗ ҫакна упӑшки куҫӗнчен пытарса вӑрттӑн ирсӗрленсессӗн, ҫак ӗҫе куракан пулманнипе ҫав арӑма тӑрӑ шыв ҫине кӑлараймасассӑн, 14. упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, вӑл арӑмӗ ирсӗрленнӗ хыҫҫӑн кӗвӗҫе пуҫласассӑн е тата арӑмӗ ирсӗрленмен чухнех упӑшкине кӗвӗҫес шухӑш кӗрсессӗн, ҫапла арӑмне кӗвӗҫе пуҫласассӑн, 15. упӑшки хӑй арӑмне священник патне илсе пытӑр та арӑмӗшӗн ефан вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ урпа ҫӑнӑхӗ парне кӳтӗр, анчах вӑл ун ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ ан ятӑр, ливан та ан хутӑр, мӗншӗн тесессӗн ку кӗвӗҫнӗшӗн кӳрекен парне, йӗркесӗр ӗҫе астутарма асӑнса кӳрекен парне.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа Моисее татах ҫапла тесе каланӑ: 6. Израиль ывӑлӗсене кала: эхер те арҫын е хӗрарӑм ҫынна хирӗҫле ӗҫпе ҫылӑха кӗрсессӗн, ҫавӑн урлӑ Ҫӳлхуҫана хирӗҫ йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, ҫав чун айӑплӑ пулӗ, 7. ун пек ҫынсем хӑйсем тунӑ ҫылӑхне каласа кӑтартчӑр, илсе айӑпа кӗнӗ япалине пӗтӗмпе каялла тавӑрса паччӑр тата ун ҫумне ҫав япала хакӗн пиллӗкӗмӗш пайне хушчӑр та ӑна хӑйсем усал туса сиен кӳнӗ ҫынна тавӑрса паччӑр; 8. эхер те сиен курнӑ ҫыннӑн еткерҫи пулмасассӑн, айӑп тунӑшӑн тӳлемеллине Ҫӳлхуҫана халаллатӑр; ӑна священника памалла, вӑл айӑплӑ ҫын хӑйне тасатмашкӑн кӳнӗ сурӑх таки ҫумне хушса пани пултӑр; 9. Израиль ывӑлӗсем священник патне илсе пынӑ кирек мӗнле сӑваплӑ парне те ӑна пулать, 10. кам та пулин асӑнса пани те ӑна пулать; священника кам мӗн парать, ҫавӑ пурте ӑна пулать, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Израиль ывӑлӗсем вара ҫапла тунӑ, вӗсене тапӑртан кӑларса янӑ; Ҫӳлхуҫа Моисее епле хушнӑ, Израиль ывӑлӗсем ҫавӑн пек тунӑ та.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: вӗсем тилҫе ернӗ мӗнпур ҫынна, йӑх вӑрлӑхӗ юхакан мӗнпур ҫынна, вилӗпе ирсӗрленнӗ мӗнпур ҫынна тапӑртан кӑларса яччӑр, 3. арҫыннисене те, хӗрарӑмӗсене те кӑларса ярӑр, вӗсене тапӑр тулашнех кӑларса ярӑр, вӗсем хӑйсем пурӑнакан тапӑрне ан ирсӗрлетчӗр: Эпӗ вӗсем хушшинче пурӑнатӑп, тенӗ.
Йыш 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
46. Моисейпе Аарон тата Израиль пуҫлӑхӗсем левитсене пурне те шута илнӗ; вӗсене, 47. пуху чатӑрӗнче ӗҫлеме юрӑхлисене тата унӑн япалисене йӑтса ҫӳреме пултараканнисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх, хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх шутласа тухнӑ; 48. шута кӗнисем сакӑр пин те пилӗкҫӗр сакӑрвунӑ ҫын пулнӑ; 49. Ҫӳлхуҫа Моисей урлӑ хушнипе вӗсен кашнийӗн мӗн ӗҫ тумаллине, мӗн йӑтса ҫӳремеллине палӑртса хунӑ; вӗсене, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, шута илсе тухнӑ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа Моисее тата ҫапла тесе каланӑ: 22. Гирсон ывӑлӗсене те хӑйсен килӗ-йышӗ тӑрӑх, хӑйсен ӑрӑвӗсем тӑрӑх шутласа тух, 23. пуху чатӑрӗ таврашӗнчи ӗҫсене туса тӑмашкӑн ӗҫе юрӑхлисене пурне те, вӑтӑр ҫулхисенчен пуҫласа аллӑ ҫула ҫитнисем таран, шутласа тух.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Унтан Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 45. Израиль ывӑлӗсенчен илмелли малтан ҫуралнӑ мӗнпур арҫын ача вырӑнне эсӗ левитсене ил, вӗсен выльӑхӗ вырӑнне левитсен выльӑхне ил; левитсем Манӑн пулччӑр.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсем хушшинчен малтан ҫуралнисене, пӗр уйӑхрисенчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, пурне те шутласа тух, вӗсене ят тӑрӑх шутла; 41. Израилӗн малтан ҫуралнӑ пӗтӗм ывӑлӗ вырӑнне эсӗ Ман валли левитсене ил: Эпӗ Ҫӳлхуҫа.
Йыш 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.