Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйсене мӗн хушнӑ, ҫавна вӗсем вӗри хӗвеллӗ кӑнтӑрла та, ҫумӑрлӑ, йӑпӑлка каҫсенче те, пысӑк станоксемпе вӗҫӗмсӗр йышлӑ снарядсен йывӑрлӑхӗ айӗнче хашкаса тиенӗ.
4. // Леонид Агаков. Фадеев, А. А. Амгуньски полк: повесть; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 40 с.
Иксӗр пӗрле калинкке хуралланӑ каҫсенче те ҫаллах чӑлтӑртаттарса пӑхнӑ пулӗ-ха?.. — Ельккашӑн тӗксе илнипе парӑмне каялла тӳлелесех лӑстӑртаттарчӗ Матви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн шухӑшӗсем икӗ йӗркепе пыни палӑратчӗ: кӑнтӑрла ӗҫ хушшинче, ҫын ҫинче, унӑн вичкӗн, простой шухӑшӗсем ӗҫлетчӗҫ те ӑнланмалларахчӗ, каннӑ вӑхӑтра каҫсенче вӑл манпа пӗрле хулана, икерчӗсем сутакан кумми патне пынӑ чухне, тата ҫӗрлесенче, ыйхи килмен чухне, пырса кӗрекен шухӑшӗсем ун пек марччӗ.
XVIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑн пек каҫсенче — кӗнекесем пулӑшмастчӗҫ, вара эпир Павӑлпа иксӗмӗр ҫынсене хамӑр майсемпе йӑпатса савӑнтарма тӑрӑшаттӑмӑр: хамӑр питсене хӑрӑмпа, сӑрсемпе сӗреттӗмӗр, сӳспе капӑрлататтӑмӑр та, хамӑр шухӑшласа кӑларнӑ тӗрлӗ комедисем выляса, ҫынсене култарса, кичемлӗхпе паттӑррӑн кӗрешеттӗмӗр.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫсенче эпӗ пушахчӗ, ҫынсене эпӗ пароход ҫинчи пурӑнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартаттӑм, кӗнекесенчи тӗрлӗ историсене каласа параттӑм, вара хам сисмесӗрех мастерскойра темле ӑрасна вырӑн йышӑнса тӑтӑм — каласа та вуласа паракан пултӑм.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
— Кунсем халӗ кӗске, каҫсем вӑрӑм, ҫавӑнпа эсӗ ирпе лавкана ҫӳрӗн, лавкара мальчикра тӑрӑн, каҫсенче вара вӗрен! — терӗ.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл укҫалла картла питӗ мастер вылятчӗ тата хӑй пит нумай ҫинипе тӗлӗнтеретчӗ; выҫӑ йытӑ пек, вӑл яланах кухня тавра сӗтӗрӗнсе ҫӳретчӗ, аш татӑккисем, шӑмӑсем ыйтатчӗ, каҫсенче вара Упа ҫурипе пӗрле чей ӗҫетчӗ, хӑй ҫинчен тӗлӗнмелле историсем каласа кӑтартатчӗ.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫавӑншӑн пуриншӗн те вара мана, хуҫасем каҫсенче хӑнана кайсассӑн, вӗсене алӑк патӗнчи крыльцара кӗтсе ларма ирӗк пачӗҫ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун йӗри-тавра яланах хулара тӑракан дивизири офицерсем сырӑнса ҫӳретчӗҫ, каҫсенче ун патӗнче пианинопа скрипка тата гитарӑсемпе калатчӗҫ, ташлатчӗҫ, юрлатчӗҫ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуса «Русский Курьер» хаҫат ҫырӑнса илетчӗ, каҫсенче ӑна вуланӑ чух вара ятлаҫатчӗ:Хозяин выписывал газету «Русский курьер» и вечерами, читая её, ругался:
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫсенче, лашасене тасатсассӑн, вӗсем витесем патне пӗр ҫаврӑмӑн пуҫтарӑнса тӑратчӗҫ те, хӗрлӗ пуҫлӑ пӗчӗк казак тӑрткаланса тӑракан ҫӳҫне силлесе илсе ҫинҫе сасӑпа пӑхӑр труба пек юрлама тытӑнатчӗ; хӑйне-хӑй хытарса, тӑсӑлса тӑрса, хуллен лӑпкӑ Дон ҫинчен, кӑвак Дунай ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑ пуҫласа яратчӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӑрӑх каҫсенче, кун каҫа хӗрсе ларнӑ тимӗр тент айӗнче — пӑчӑ: пассажирсем таракансем пек пӗтӗм палуба тӑрӑх саланса каяҫҫӗ, ӑҫта килнӗ унта кайса выртаҫҫӗ; пристане ҫитес умӗн матроссем вӗсене тапа-тапа тӑратаҫҫӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Лӑпкӑ каҫсенче хула тӑрӑх, урамран урама утса, таҫти кӗтессене те ҫитсе ҫӳресси мана ытларах кӑмӑла каятчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫсенче, праҫниксенче вӑл кӑвак кӗпе, плис шӑлаварӗ тата ҫап-ҫутӑ ҫутатса лартнӑ атӑ тӑхӑнса, хапха патне тухать, ҫурӑмӗ хыҫнелле чӗнпе пысӑк хуткупӑсне ҫакса ярать, салтак «караула» тӑнӑ пек, тухса тӑрать вара.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тепӗр тесен тата, вӗсем каҫсенче лӑпланаҫҫӗ-ха, ун пек чух вара музыкант ташӑ кӗвви каламасть, ҫынсем ӗлӗкрех илтнӗ тӗрлӗрен кӗвӗ калать.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Тармалла-мӗн килсе тухсан усӑ курма вӑл питех те чаплӑ маршрут хатӗрленӗ: малтан ҫӳлӗ тусем ҫинчи сӗм вӑрмансенче, Румыни Альписен ҫывӑхӗнче, пытанса пурӑнмалла, пӗр-пӗр уйрӑммӑнах тӗтреллӗ каҫсенче вара чикӗ урлӑ каҫса каймалла.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Тӗтреллӗ сӗм тӗттӗм каҫсенче вӑл чикӗ урлӑ каҫнӑ.
12 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл, хӗл сиввипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илемленнӗрен телейлӗскер, хӑнаран таврӑннӑ хыҫҫӑн, шлепкине хывса, хӑй ҫине пӑхма тӗкӗр умне пынӑ чух е балсене ҫӳремелли ҫара мӑйлӑ кӗпине чӑштӑртаттарса, тарҫӑсенчен вӑтанарах, ҫакӑнпа пӗрлех мӑнаҫланарах та, каретӑна ларма тухнӑ чух, е хамӑр килти пӗчӗк вечерсенче, тӑп-тӑп ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса тата ҫепӗҫ мӑйне темле чаплӑ чӗнтӗрпе капӑрлатса, хӑйӗн ялан пӗр евӗрлӗ курӑнакан илемлӗ сӑнӗпе унталла та кунталла пӑхкаласа кулнӑ чух эпӗ ун ҫине пӑхуҫӑн час-часах ҫапла шухӑшларӑм; ӑна тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм вырӑнне хуракансем вӑл мӗнлине эп курнӑ пек курас-тӑк, киле тӑрса юлнӑ каҫсенче, вуникӗ сехет хыҫҫӑн упӑшки клубран таврӑнасса кӗтсе, вӑл пӗр-пӗр шалпар кӗпепе, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, тӗттӗм пӳлӗмсем тӑрӑх мӗлке пек ҫӳренине курас-тӑк, мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши?
ХLII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унашкал шутлас пулсан, пукансем ҫинче те ниҫта та кайма ҫук; хамӑр хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кресло ҫине тутарсем витнине, унтан кӳмеллӗ урапа тунине, пери лавҫӑ, тепри тарҫӑ пулнине, хӗрсем варрине ларнине, виҫе пукана виҫ лаша вырӑнне шутланине, вара эпир ҫула тухса кайнине, ман шутпа, Володя хӑй те астӑвать.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Уча хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ялти шкул килкартин калинккине хуралҫӑ хупма маннипе ҫӗрӗпех чӗриклетнине, юпа ҫумне перӗне-перӗне уҫӑлса хупӑннине аса илет.
1 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.