Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Йышлӑн the word is in our database.
Йышлӑн (тĕпĕ: йышлӑн) more information about the word form can be found here.
Спорт уявне ӗҫ коллективӗсемпе ветерансем, шкул ачисемпе студентсем тата ҫӑмӑл атлетикӑна кӑмӑллакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Эстафета спортсменсен пысӑк йышне пуҫтарчӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8d%d1% ... 83c%d1%82/

Шупашкарта Юрий Гагаринпа Андриян Николаев палӑкӗсем умне халӑх яланхиллех йышлӑн пуҫтарӑнчӗ.

Help to translate

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Ҫулсеренех районта патриотла акцисене йышлӑн ирттереҫҫӗ.

Help to translate

Ҫитӗнӳсем килӗшӳре ҫуралаҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/25/c%d0%b8%d1% ... %d0%b0cce/

Ҫавӑнпа та 17 — 18-мӗш ӗмӗрсенче вырӑс чӗлхине Европа чӗлхисенчен сӑмахсем йышлӑн кӗнинчен те, вырӑс чӑлхинче французсенчи евӗр конструкцисем пулса кайнинчен те тӗлӗнмелли ҫук.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

17-мӗш ӗмӗртен пуҫласа вырӑс чӗлхине Хӗвеланӑҫ Европӑри чӗлхесенчен сӑмах йышлӑн кӗрсе пынӑ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Вӗсем ҫапла килӗштерсе ӗҫленин пархатарӗ, музыка театрен культурине халӑх йышлӑн хутшӑннине шута илмесӗр пуҫне, ак ҫакӑнтан та курӑнать.

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кунта Шупашкара тата район центрне кайма тухнӑ ҫынсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗтӳ кӑларса янӑранпа нумай та вӑхӑт иртмерӗ, сасартӑк вӑрман енчен утлӑ ҫарҫыннисем йышлӑн курӑнса кайрӗҫ.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ав, епле йышлӑн тухрӗҫ валтиелсем чиркӳшӗн ӗҫлеме.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аякри-инҫетри ҫӗрсенче пурнакан чӑвашсем йышлӑн килнӗ тени Пӑкачава самаях савӑнтарчӗ.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла ӗнтӗ, хальхи саманара хӑшместӗрсем йышлӑн тӗл пулаҫҫӗ.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта та ҫынсем харап пулассин, вӑрҫӑ пуҫланассин, ҫынсем йышлӑн вилессин палли пулни ҫинчен вӗҫӗмсӗр калаҫрӗҫ.

Help to translate

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем хыҫҫӑн тата темиҫе машина умлӑ-хыҫлӑ кӗрлесе иртрӗ, анчах ачасем кусем ҫине те тапӑнма пултараймарӗҫ: вӗсем йышлӑн, вӗсемпе кӗрешме майлӑ мар.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Журналистикӑра, литературӑра тата радиора палӑрнӑ Надежда Силпи пултарулӑхне хисепе хурса ҫакнашкал сумлӑ ҫынсемпе ушкӑнсем йышлӑн пуҫтарӑнни — пысӑк чыс.

Help to translate

Ялсем ҫӗнелсе аталанни // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Палӑк тенӗрен, эпӗ хаяр вӑрҫӑ кӗрлесе иртнӗ Тверь облаҫӗнчи Ржев районӗнчи Сухуша ял администрацийӗпе ҫыхӑну тытса ҫав тӑрӑхра йышлӑн пытарнӑ салтаксен вилтӑприсене мӗнле пӑхса тӑни ҫинчен ыйтса пӗлтӗм.

Help to translate

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Унта Афган вӑрҫине хутшӑннисем, вӗсен ҫывӑх ҫыннисем тата ыттисем те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Аса илӳсенче – Афган вӑрҫи // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%b0%d1%8 ... %ab%d0%b8/

Унта округри вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ парассипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ, ку енӗпе пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ утӑмсем тунӑ ҫамрӑк специалистсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Help to translate

Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/

Пӗр кунхине ӗҫ пӗтнӗ ҫӗре ман пата комсомолецсем йышлӑн пычӗҫ.

Help to translate

Усал пулсан та хамӑн // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 45–51 с.

Михаил Кондратыч тавра ҫамрӑксем, уйрӑмах шкул ачисем, йышлӑн явӑҫаҫҫӗ, вӗсенчен пӗрисем ытлашши ӳссе кайнӑ акаци турачӗсене касса тикӗслеҫҫӗ, теприсем улмуҫҫисем хушшинчи тислӗк куписене салатаҫҫӗ.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл вӑхӑтра ялти клуба халӑх йышлӑн ҫӳренӗ, хӑшӗ-пӗри ҫемйипех тӗрлӗ мероприятисене хутшӑннӑ.

Help to translate

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed