Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Лайӑх ҫӗр ҫине ӳкни вара сӑмаха илтсе ӑнланса илекене пӗлтерет; вӑл ҫимӗҫлӗ пулать: пӗри ҫӗр хут, тепӗри утмӑл хут, тата тепӗри вӑтӑр хут ытла ҫимӗҫ кӳрет, тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ӳте вӗлерсен те, чуна вӗлерейменнисенчен ан хӑрӑр; пуринчен ытла чуна та, ӳте те тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Иисус Капернаума ҫитсен, Ун патне пӗр ҫӗрпӳ пынӑ та Ӑна йӑлӑнса каланӑ: 6. эй Ҫӳлхуҫа! ман килте шалкӑм ҫапнӑ тарҫӑм выртать, ытла та асапланать, тенӗ.
Мф 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Этемӗн тепӗр этеме курас килӗ, унӑн сассине илтес килӗ, 29. мӗншӗн тесессӗн хулара пурӑнакансенчен вунӑ ҫынран ытла мар тӑрса юлӗ, ялсенче пурӑнакансенчен пӗр иккӗн юлӗҫ, вӗсем чӑтлӑх катара, ту ҫурӑкӗнче пытанса пурӑнӗҫ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем хушшинче, вут-ҫулӑмпа шыв хушшипе ӗнтӗ, пӗртен-пӗр сукмак ҫеҫ тӑсӑлса выртать, сарлакӑшӗ этем ури лаппинчен ытла мар.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эпӗ: кала, хуҫамӑм, терӗм те, вӑл мана каларӗ: Израиль ҫинчен тинкерлӗ ӑсупа шухӑшласа эсӗ ытла та шала кӗрсе кайнӑ; ара, эсӗ Израиле ӑна Пултараканран та ытларах юрататӑн-им? терӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан ҫапла пулчӗ: иккӗмӗш каҫхине ман патӑма халӑха ертсе пыракан Фалтиил килчӗ те ҫапла ыйтрӗ: ӑҫта пулнӑ эсӗ, мӗншӗн сӑну ытла та хурлӑхлӑ санӑн?
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав кунхине вӗсем виҫҫӗр ҫын ытла вӗлернӗ, ирсӗр ҫынсене вӗлернӗшӗн савӑннӑ.13. В этот день они умертвили более трехсот мужей, и торжествовали с весельем, умерщвляя нечистых.
3 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эсӗ фараона, Египетӑн ӗлӗкхи патшине — темӗн чухлӗ ҫар урапиллӗ, хӑйӗн йӗркесӗр чӑрсӑрлӑхӗпе, мӑнкӑмӑллӑ сӑмахӗпе ытла та ҫӗкленсе кайнӑскере — мӑнаҫлӑ ҫарӗпе пӗрле тинӗсе путарса тӗп тунӑ, Израиль йӑхне вара ырӑлӑхун ҫутине кӑтартнӑ.
3 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӗрарӑмсемпе ачасемшӗн, тӑвансемпе хурӑнташсемшӗн кӗрешесси чи кирли пек туйӑнман вӗсене; пуринчен ытла Туррӑн сӑваплӑ Ҫурчӗшӗн хӑраса тӑнӑ.
2 Мак 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Никанор, иудейсене мӗн тери курайманнине кӑтартас тесе, ҫав ҫынна тытса килме пилӗкҫӗр ытла ҫар ҫынни янӑ: 40. вӑл ӗнтӗ ӑна тытса хупсассӑн иудейсене инкек кӳрӗп тесе шутланӑ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Маккавейпа пӗрле пулнӑ ҫулпуҫсем Досифей тата Сосипатр ҫавӑнта кайнӑ та Тимофей керемре хӑварнӑ ҫынсене, вунӑ пин ытла ҫынна, тӗп тунӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хула ҫыннисем, тӗреклӗ хӳмине тата апат-ҫимӗҫ нумаййине шанса, ытла та чӑрсӑр хӑтланнӑ: Иуда ҫыннисене усаллӑн хӑртнӑ, Турра хурланӑ, киревсӗр сӑмахпа вӑрҫнӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Аллинчи кӑралӗ унӑн яланах ӑнӑҫлӑ пулнӑ, вӑл ҫак тӗреклӗлетнӗ икӗ вырӑнта ҫирӗм пин ҫын ытла пӗтернӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫак ҫынна, нумай пулмасть ҫеҫ тӳпери ҫӑлтӑрсене тытма ӗмӗтленнӗскерне, ытла та усал шӑршӑ кӗнипе никам та ҫӗклесе пырайман.
2 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вара Тимофейпа Вакхид вӗсем ҫине пӗрле тапӑнсассӑн, кусем вӗсенӗн ҫирӗм пин ытла ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ та ҫӳллӗ керемсене ҫӑмӑллӑнах ярса илнӗ; пухса илнӗ питех те пысӑк тупӑша хӑйсем хушшинче, аманнисем, тӑлӑх ачасем, тӑлӑх арӑмсем тата аслӑ ҫынсем хушшинче пӗр тан пайласа валеҫнӗ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Пурне те Пултаракан пулӑшса тӑнипе вӗсем тӑхӑр пин ытла тӑшмана пӗтерсе тӑкнӑ, Никанор ҫарӗн тата пысӑкрах пайне амантса-суранлатса пӗтернӗ, пурне те хӑваласа янӑ.
2 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Анчах вӑл, хӑйӗн кунне-ҫулне, хисеплӗ ватлӑхне, сумлӑ шурӑ ҫӳҫне тивӗҫлӗ ырӑ шухӑшсемпе пурӑнаканскер, ачаран Турра хисеплесе ӳснӗскер, унтан та ытла — Турӑ панӑ саккун умӗнче тасаскер — ҫакӑнпа килӗшӳллӗн хуравласа ҫапла каланӑ: «халех вилӗм аллине парӑр: 24. пирӗн ҫулхи ҫын икӗпитленни хитре мар, ҫамрӑксем, тӑхӑрвуннӑри Елеазар суя тӗне куҫнине пӗлсессӗн, 25. эпӗ икӗпитленнипе, мана пула кӗске те ниме тӑман пурӑнӑҫшӑн аташса ан кайччӑр, ҫапла эпӗ ватлӑхӑма чыссӑра кӑларӑп, варалӑп. 26. Эхер те хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫын кӳрекен асапран хӑтӑлсассӑн та, ку пурӑнӑҫра та, вилсессӗн те Пурне те Пултаракан Турӑ аллинчен вӗҫерӗнеймӗп. 27. Ҫавӑнпа та халӗ пурӑнӑҫран хӑюллӑн уйӑрӑлса кайса, эпӗ хам ырӑ ватлӑха тивӗҫӗп, 28. ҫамрӑксем валли вара ырӑ тӗслӗх хӑварӑп — хисепе тивӗҫлӗ, сӑваплӑ саккунсемшӗн вилӗме пӗр иккӗленмесӗр, хӑюллӑн йышӑнма вӗрентӗп» тенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Анчах лешӗсен ҫарӗ калама ҫук йышлӑн тӑнине курсассӑн, вӗсем питех те хӑраса ӳкнӗ, вара нумайӑшӗ ун тапӑрӗнчен пӑрахса тарнӑ, пӗр сакӑрҫӗр ҫынран ытла та юлман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ниневие, аслӑ хулана, сылтӑм аллине сулахаййинчен уйӑрма пӗлмен ҫӗр ҫирӗм пин ҫын ытла пурӑнакан хулана, йышлӑ выльӑх-чӗрлӗхлӗ хулана, Манӑн епле хӗрхенмелле марччӗ-ха? тенӗ.
Иона 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.