Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑпах the word is in our database.
шӑпах (тĕпĕ: шӑпах) more information about the word form can be found here.
Сӑмах май каласан, шӑпах ҫак ҫулсенче пуҫланчӗ те ӗнтӗ Ҫтаппан колхозра ӗҫлесе пайталанма, ниепле те пурнӑҫа ӗнкӗртсе-йӳнеҫтерсе яма ҫуккине кура халӑхран татӑлса сулахай укҫа еннелле сулӑнасси.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Шӑпах хӗсметре тӑнӑ ҫулсенче Иван килӗнчен чӑтма ҫук йывӑр хыпар илет: унӑн пурнӑҫенчи тӗп тӗревӗ, пайтахранпах хӗн курса пурӑннӑ амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ…

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

«Олекс» шӑпах выльӑх-чӗрлӗх пуҫ-урине, ӳпке-пӗверне хатӗрлес, вӗсенчен тата ялхуҫалӑх каяшӗсенчен сиплев препарачӗсем тӑвас, ҫав япаласене ҫӗршыв тулашӗнчи пасарсенче сутас енӗпе ӗҫлет…

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Мана шӑпах Магаев Альберт сочиненине тӗрӗслеме тӳр килчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Шӑпах тахӑшӗ-пӗри ҫак эрӗм-ыйтӑва тӳррӗн, ыттисем те илтмелле парасран шикленсе ларатчӗ Магаев.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Шӑпах ҫав куҫа кӑтартма илсе кайрӑм та эпӗ ӑна паҫӑр хулари ветеринари станцине.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Килен-каякансен ҫуртне таврӑннӑ вӑхӑтра шӑпах ҫӗршыв гимнӗ янӑратчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Шӑпах ӗнер иккӗшне типсе кушӑрканӑ аврисене шӳтерме шетнике чиксе хунӑччӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шӑпах халӗ пӑрӑхсем хума, электричество кӗртме е улӑштарма сӗнеҫҫӗ ҫӑлтӑрсем.

Именно сейчас займитесь трубопроводом и электричеством.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тахҫанах улӑшунсем пирки шутланӑ вӗт эсир, халӗ ҫакна пурнӑҫлама шӑпах лайӑх вӑхӑт.

Все перемены, которые вы давно хотели произвести, сейчас легко осуществляться.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шӑпах халӗ ача ҫуратасси пирки шутламалла.

Именно сейчас пора задуматься о будущих детях.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахӑртнех, шӑпах халӗ эсир ыттисемпе пӗр чӗлхе тупатӑр, чунра лӑпкӑлӑх хуҫаланма тытӑнӗ.

Скорее всего, именно сейчас вы придёте к согласию с окружающими, обретёте душевное равновесие.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тен, лайӑх пӗлӗш е тантӑш шӑпах шӑпа ҫырни пулса тӑрӗ те.

Возможно, хорошо знакомый сосед или одноклассник и есть тот самый суженый.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тӗнчене шӑпах эсир, хӗрарӑмсем, лайӑхрах та ырӑрах тӑватӑр, килӗшӳлӗх кӳретӗр.

Именно женщины делают мир лучше и добрее, создают гармонию.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/03/08/ole ... nim-zhensk

Шӑпах вӗсем ӗнтӗ ҫивӗчлӗхпе тӑрӑшулӑхне кура 2021 ҫулта Елена Голубцована хӑйсен командирӗ пулма суйланӑ.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

«Эсӗ вӑр-вар, ҫынсемпе пӗр чӗлхе тупма пӗлетӗн, шӑпах ҫамрӑксемпе ӗҫлемелли ҫын», ӗнентерчӗ вӑл, эп хирӗҫлеме пӑхсан.

Help to translate

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫапла тумлӑччӗ Полина туй умӗн хӑйӗнпе, Ула Тимӗрпе, венчете тӑнӑ кун.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑл, вупкӑн, халӗ шӑпах сирӗн ҫӗнӗ мунчара ҫынсен пуҫӗ ҫине инкек-синкек те хура шӑпа кӳрсе, йӑвантарса, вӗсен пурнӑҫне татса, чунӗсене тамӑкалла ӑсатса пурӑнать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ку вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: шӑпах ҫавӑн чухне ҫынсем хӑйсене пачах йӳле яраҫҫӗ, вӗсен ырри те, усалли те самантрах тан тапса, е сенкер куҫлӑ тӳпери ылтӑн-кӗмӗл хӗвеллӗн, е ырӑ шӑршлӑн, е вун икӗ пуҫлӑ аҫтахан пек пӗтермӗшле хаяр сӑнлӑн, е усал газ пек пӗрхӗнсе тухать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed