Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Ермонпа пӗтӗм тусӗ патшана ҫапла каласа ӑнлантарнӑ: эй патшамӑр! хӑв ҫине тӑрсах хушнипе сӑлансемпе ҫара хатӗрлесе тӑратнӑ ӗнтӗ, тенӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсӗ вара, патшамӑр, ҫакна пӗлӳҫӗн, хӑв пур ҫынна та юратнипе ҫӗршывшӑн тата пирӗн пусмӑр тӳсекен йӑхшӑн тӑрӑшсамччӗ: 10. ӗнтӗ Иуда пулнӑ чухне канлӗх пулмӗ, тенӗ.
2 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Иисус, аслӑ иерей, эсӗ хӑв та, сан умӑнта ларакан юлташусем те, паллӑ ҫынсем, итлесе пӗтерӗр-ха: акӑ Эпӗ Хамӑн чурана, ХУНАВА, илсе килӗп.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫав кун акӑ епле пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа: санӑн хушшунтан ҫар учӗсене пӗтерсе, ҫар ураписене ҫӗмӗрсе тухӑп, 11. санӑн ҫӗрӳнти хуласене аркатӑп, хӳме хӳсе ҫавӑрнӑ хӳтлӗхӳсене пурне те ишсе антарӑп, 12. санӑн аллунтан асам ӑсталӑхне туртса илӗп, пӗлӗтсене пӑхса юмӑҫ яраканӗсем те пулмӗҫ санӑн; 13. санӑн хушшунтан хӑв пуҫҫапакан суя турӑсен кӗлеткисене тата йӗрӗхсене пӗтерӗп, эсӗ вара текех хӑвӑн аллу тунӑ япаласене пуҫҫапмӑн.
Мих 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа акӑ мӗн калать: санӑн арӑмна хулара мӑшкӑл тӑвӗҫ, ывӑлусемпе хӗрӳсем хӗҫ айне пулса пӗтӗҫ, санӑн ҫӗрӳ чикӗ вӗренӗпе пайланӗ, хӑв эсӗ таса мар ҫӗр ҫинче вилӗн, Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен илсе тухаҫҫех, тет.
Ам 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Даниил каланӑ: чӑнах, хӑв пуҫна ҫимех суйрӑн эсӗ; акӑ Турӑ Ангелӗ, Турӑран ирӗк илсе, сана ҫурмалла касса татӗ, тенӗ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша, ҫав кӑтартӑва ҫирӗплет те хӑв хушса калани ҫине алӑ пус — Миди тата Перси саккунӗ пулса тӑнӑран ан улшӑнтӑрччӗ вӑл, ан пӑсчӑр ӑна, тенӗ ҫав ҫынсем.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсӗ те, унӑн ывӑлӗ Валтасар, ҫакна пӗтӗмпех пӗлетӗн пулин те, чӗрӳне йӑвашлантармарӑн, 23. Тӳпе Ҫӳлхуҫине хирӗҫ ҫӗклентӗн, сан патна Ун Ҫурчӗн савӑчӗсене илсе килчӗҫ, эсӗ хӑв та, санӑн улпутусем те, санӑн арӑмусемпе ҫум-арӑмусем те ҫав савӑтсенчен эрех ӗҫрӗҫ, эсӗ вара кӗмӗл, ылтӑн, пӑхӑр, тимӗр, йывӑҫ тата чул турӑсене — курма та, илтме те, шухӑшлама та пултарайман турӑсене — мухтатӑн; хӑвӑн пурӑнӑҫна, шӑпуна Тытса Тӑракан Турра мухтамастӑн.
Дан 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
55. Эсӗ Хӑв патшалӑхун аслӑ пуканӗ ҫинче мухтавлӑ ларатӑн, Сана ӗмӗр-ӗмӗрех мухтаса, аслӑласа тӑраҫҫӗ.55. Благословен Ты на престоле славы царства Твоего, и прехвальный и превозносимый во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хӑв юратнӑ Авраам ячӗшӗн, Хӑвӑн Исаак чуру ячӗшӗн, Хӑвӑн сӑваплӑ Израилӳ ячӗшӗн Хӑвӑн ырӑлӑхна пирӗн ҫинчен ан сирсемччӗ; 36. Эсӗ вӗсене каланӑ: сирӗн йӑхӑра тӳпери ҫӑлтӑрсем пек, тинӗс хӗрринчи хӑйӑр пек йышлӑ тӑвӑп, тенӗ.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, вӗсенчен ан хӑра, вӗсен сӑмахӗнчен те ан хӑра, вӗсем саншӑн йӗплӗ курӑксем, чикекен ҫум курӑкӗсем пулсан та, хӑв скорпионсем хушшинче пурӑнсан та, ан хӑра; эсӗ вӗсен сӑмахӗнчен ан хӑра, вӗсен сӑнӗнчен ан шиклен: мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Акӑ хӑв кӑларса янӑ ывӑлусем килеҫҫӗ, Святой сӑмахӗпе тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫити пуҫтарӑннӑскерсем, вӗсем Турӑ мухтавӗ ҫитнӗшӗн савӑнса килеҫҫӗ.
Вар 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Санӑн мӗнпур арӑмна, мӗнпур ачуна халдейсем патне илсе кайӗҫ, эсӗ хӑв та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, сана Вавилон патшийӗн аллине тытса парӗҫ, вара ҫак хулана вут-ҫулӑмпа ҫунтарса ямалла тӑвӑн.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иеремийӑна хурал картишӗнче тытнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: 2. [ҫӗре] пултарнӑ Ҫӳлхуҫа, ҫӗре йӗркелесе янӑ-ҫирӗплетнӗ Ҫӳлхуҫа, — Унӑн ячӗ Ҫӳлхуҫа, — ҫапла калать: 3. Мана чӗн — Эпӗ сана хуравлӑп, сана хӑв пӗлменнине, пӗлме те пултарайманнине пӗлтерӗп.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Иудея патшийӗн керменне кай та унта ҫак сӑмаха кала: 2. Давидӑн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Иудея патши, эсӗ хӑв та, санӑн тарҫусем те, ҫак хапха витӗр кӗрсе ҫӳрекен халӑху та Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтерӗр, те.
Иер 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пасхор, эсӗ хӑв та, сан ҫуртунта пурӑнакан пур ҫын та тыткӑна каятӑр; Вавилона ҫитсе ҫавӑнта вилӗн, сана хӑвна та, эсӗ суя пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ тусусене те ҫавӑнтах пытарӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпӗ сана еткерлӗхе панине эсӗ хӑвна пула ҫухатӑн, сана хӑв пӗлмен ҫӗршыва ярӑп, тӑшманусен чури тӑвӑп, мӗншӗн тесессӗн эсир Ман ҫиллӗмӗн ҫулӑмне чӗртсе ятӑр; ҫав вут-ҫулӑм ӗмӗр-ӗмӗрех ҫунса тӑрӗ.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене Хӑв тавӑрнине курмалла тусамччӗ мана: тавӑҫӑма Сана шанса патӑм.дай увидеть мне мщение Твое над ними, ибо Тебе вверил я дело мое.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑвӑн чурусемшӗн, Хӑв еткерӳн йӑхӗсемшӗн пирӗн енне ҫаврӑнсамччӗ.
Ис 63 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Алӑк хыҫӗнче, алӑк янаххи хыҫӗнче те хӑвӑн паллусене лартатӑн; Манран пӑрӑнса кайнӑскер, эсӗ ҫарамасланатӑн та улӑхатӑн; вырӑнна сарса аслӑлататӑн, вара хӑв кампа выртма юрататӑн, ҫавӑнпа килӗшсе татӑлатӑн — вырӑн шыратӑн.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.