Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унта the word is in our database.
унта (тĕпĕ: унт) more information about the word form can be found here.
Унта пирӗн ӗҫ килтинчен сахалтарах пулчӗ, ҫанталӑк пирки пушӑ кунсем те килкелерӗҫ.

Работы в поездке было меньше, чем дома, попадались пустые дни из-за плохой погоды.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кам унта?

Кто идет?

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ унта юри кайса килтӗм, тин ҫеҫ унтан.

Я туда нарочно ездила сегодня и нарвала.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ариша, кам унта?

— Ариша, вы с кем там?

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта халь акӑш-макӑш атака пырать…

У них сейчас там хорошая атака идет…

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хирте акӑш-макӑш тытӑҫу пырать, ҫӑра тӗтӗм упаленсе хӑпарать; унта та кунта ҫулӑм сике-сике тухса, куҫа хупласа илет.

На поле шел рукопашный бой, медленно поднимался густой дым; здесь и там возникали слепящие красные вспышки остроугольного пламени.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл каллех тапранать, малалла каять, аслӑ хирпе вӗҫтерсе ҫӳрет, унта та кунта хӑй тавра Ҫынсем пуҫтарать.

Машина трогалась дальше, неслась по полю, собирала вокруг себя следующую группу.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хирте юри тунӑ редутсем, флешсем нумай, тӗрлӗ ҫӗртен лашасем кӗҫенни илтӗнет, унта та кунта — ҫынсем, Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи француз тата вырӑс салтакӗсем пек тумланнӑскерсем ҫерем ҫинче пинӗ-пинӗпе лараҫҫӗ.

На поле были построены редуты и флеши, в разных концах его уже ржали лошади, сидели на земле тысячи людей, одетые в форму французских и русских солдат времен Отечественной войны.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Бородино ҫапӑҫӑвӗ ӳмӗнхи ире ӳкернӗ чух эпӗ унта пулнӑ, Наполеон, хӑйӗн чатӑрӗнчен тухса, салтакӗсене вырӑссем ҫине хускалма приказ парать: «Мала, Мускавӑн хапхине уҫӑр!»

Я была, когда Александр Дмитриевич снимал утро Бородинского сражения: Наполеон выходит из шатра и отдает приказ своей армии двигаться на русских: «Вперед, откроем ворота Москвы!»

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Тухмасть, тухмасть, ун пек мар — кӗтмен ҫӗртен чӗрене сиктерсе пӑшӑлтатса илет вӑл, унтан чипер пыракан репетициех чарса лартса, салхуллӑн хӑй пӳлӗмне каять, унта чылайччен пӗр пӗччен, икӗ чӑмӑрӗпе икӗ енчен тӑнлавне хӗстерсе, шухӑша кайса ларать, вара сасартӑк сиксе тӑрать, каялла: «Пушӑт-мунчала, атьӑр ҫӗнӗрен!» тесе кӑшкӑрса килет.

— Не выходит, не получается, не так это все! — бормотал он и внезапно останавливал репетицию, уходил мрачный к себе, сидел один, стиснув виски кулаками, потом вдруг вскакивал: — Лыко-мочало, снова!

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эрнере иккӗ манежра пулмалла, унта эпир Расщепейпе ҫӳретпӗр.

Два раза в неделю я обязана была посещать с Расщепеем манеж.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Симочка, калаҫса пӑх-ха унта, фабрикӑра, пӗрер сӑмах та пулин.

— Симочка, ты бы поговорила там, на фабрике, замолвила словечко.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унта планетарий.

Это Планетарий.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Йывӑҫ пахчинче музыка кӗрлет — пӗве патӗнче выляҫҫӗ, унта халь гуляни тата иллюминаци пырать.

Из парка доносится музыка — это играют у пруда, где устроено гулянье и иллюминация.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл хӑйӗн именинче пысӑк театр туса лартнӑ, унта крепостной артистсем вылянӑ.

У себя в имении он построил театр, где играли крепостные артисты.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ыран куҫ курӗ унта.

Завтра видно будет.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Куртӑм эп унта Павлуша кама ӳкернине, — чашкӑрать Причалин.

— Но я видел, там Павлуша снимает сейчас! — шипел Причалин за дверью.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мана пӗчӗкрех пӳлӗме илсе кӗчӗҫ, унта пысӑк тӗкӗрсем, прожекторсем.

Меня провели в небольшую комнату, где стояли большие зеркала и прожекторы.

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Лӑпкӑ та мирлӗ чух Давыдов ҫинчен сас-хура та ҫук, вӑл ҫутӑ тӗнчере пулман пекех; анчах вӑрҫӑ шӑрши ҫеҫ тухтӑр — Давыдов унта, ӑна урӑх тӗлте ан шырӑр, вӑл хӗҫсен хушшинче казак сӑнни пек хаяррӑн ыткӑнать. Акӑ кам вӑл — Давыдов».

«Мир и спокойствие — и о Давыдове нет слуха, его как бы нет на свете; но повеет войною — и он уже тут, торчит среди битв, как казачья пика. Вот Давыдов!»

5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Ну, кайӑпӑр, сире кӗтеҫҫӗ унта.

— Ну, идемте со мной, вас ждут.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed