Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

турӗ (тĕпĕ: тура) more information about the word form can be found here.
Вӑл кил хуҫисемпе тепӗр хут сыв пуллашрӗ, хӗр ачана чуп турӗ те вокзала ҫул тытрӗ…

Потом он еще раз попрощался с хозяевами, поцеловал девочку и ушел.

Гленац няньки // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 387–391 с.

Арҫын хӗрарӑма асӑрхануллӑн — ҫав вӑхӑтра сывлама та хӑраса тӑтӑм, — шутсӑр асӑрхануллӑн пуҫӗнчен тытрӗ те тутинчен ҫепӗҫҫӗн-ҫепӗҫҫӗн чуп турӗ.

Мужчина взял голову женщины— осторожно, так осторожно, что я боялся дохнуть, и поцеловал в губы.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Вӑл пӗр сыпкӑм турӗ; сигара чӗртрӗ, хӑйне пусахласах кулса ячӗ.

Он отпил глоток; закурил, насильственно рассмеялся.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл Режи урисене хуллен ҫеҫ чуп турӗ те урама тухрӗ; чунӗнче — ҫыхса хунӑ кӑшкӑрӑвӗ…

Битт-Бой тихо поцеловал ноги Режи и вышел, со скрученным в душе воплем, на улицу.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл шӑпланчӗ, — кӑмӑл-туйӑмӗпе те, ӳчӗпе те, — чарӑнчӗ те куҫӗсенчен вӑйпах хӑйпӑтса сирнӗ пӗчӗк алӑсене чуп турӗ.

Он умолк, разбитый нравственно и физически, — умолк и поцеловал маленькие, насильно отнятые от глаз ладони.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Эпӗ санран пӗр утӑм та хӑпмастӑп, — Гнор хӗре куҫ харшинчен чуп турӗ; вӗсем йӗпе, кӑмӑллӑ тата тӑварлӑ.

Я не отойду от тебя на шаг, — Гнор поцеловал ресницы девушки; они были мокрые, милые и соленые.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Гнор хӗре йӑтса ҫӳле-ҫӳле ҫӗклерӗ, хыттӑн пӑчӑртаса куҫӗсенчен тата тутинчен чуп турӗ; Карменӑн ҫинҫе, вӑйлӑ аллисем Гнор пуҫне ыталанӑ, хӗр Гнора хӑйӗн хура куҫӗсемпе ачашшӑн, шӑтарасла пӑхса сӑнать.

Гнор поднял девушку высоко на руках, прижимая к себе, целуя в глаза и губы; тонкие сильные руки ее держали его голову, не отрываясь, притягивая к темным глазам.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Шавлӑ вилӗмпе пӗтме тӗв турӗ те — ҫывхаракан ушкӑнра пуринчен те нумайрах шакӑртма ҫакса тултарнӑ шур сухала куҫӗсемпе шыраса тупрӗ.

Решив умереть шумно, он быстро отыскал глазами наиболее почтенного, увешанного погремушками старика.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Тумлансан ҫак ҫын мана алӑран тытрӗ те… ҫамкаран чуп турӗ, унтан — Кента.

Тогда этот человек взял меня за руку и поцеловал, а потом Кента.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Ҫил татки?! — Аллигу вӑранма кӑмӑл турӗ те — тепӗр хут ыйха путнӑ май ҫирӗппӗн каласа хучӗ.

— Бриз! — Аллигу удостоил проснуться и, засыпая, снова сказал:

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Вӑл виҫӗ карамболь турӗ, Энниок шарне тепӗр енчи кӗтесе ӑсатрӗ те Энниока вырӑн пачӗ.

Он сделал три карамболя, отведя шар противника в противоположный угол, и уступил место Энниоку.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Гелли тытӑнкӑллӑн тав турӗ, анчах шӑппӑн та лӑпкӑн; сиес тата мӗн те пулин ӗҫес килнине хирӗҫленине пӗр чӗптӗм те кӑтартмарӗ.

Гелли поблагодарила очень сдержанно, но так тихо и ровно, что трудно было усомниться в ее желании съесть и выпить чего-нибудь.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Тӑватӑ ҫул каялла вилсе выртман тӑк эпӗ сире хамӑн аннепе паллаштараттӑм», — Гелли чутах ҫапла каласа хуратчӗ, анчах чӗлхине ҫыртса ӗлкӗрчӗ; хӑйӗншӗн хаклӑ ҫын сӑнарне «амапа» танлаштарнӑ вӗчӗллӗ ярлӑкран ҫӑлса хӑварнӑшӑн ӑраскалне тав турӗ.

Гелли прикусила язык, она чуть было не сказала: «я познакомила бы вас с мамой, не умри она четыре года назад», и теперь благодарила судьбу, что злобный ярлык «самок» миновал дорогой образ.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫынсене (хӗрарӑмсене вара уйрӑмах) питӗ лайӑх пӗлсе ҫитнӗ тесе пӗтӗмлетсе — Нок хӗремесленсе кайрӗ, ҫиелтен — ҫынсемпе пӗрлех юлма, ӑшӗнче вара вӗсемпе пӗрлешсе каймасӑр пурӑнма шак хучӗ, ҫапла, чӗрине яланлӑхах шарламасӑр тӑма хушса, юлашки кунӗсене ҫӗр ҫинчи мӗн пур харамлӑха пӗлекен ӑсчахӑн ҫӗкленӳллӗ салхулӑхӗпе кӗтсе илме тупа турӗ.

Думая, что прекрасно изучил людей (а женщин в особенности), Нок, разгорячившись, решил, внешне оставаясь с людьми, внутренно не сливаться с ними, и так, приказав сердцу молчать всегда, встретить конец дней возвышенной грустью мудреца, знающего все земные тщеты.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок чӑтӑмлӑ пулма тӗв турӗ.

Нок решил быть терпимым.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Полладиу шкипер, комплимент ӑсти, хӗр пахалӑхӗсене сасӑпах мухтама пикенчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн чиперкке палӑрмаллах хӑюлланчӗ, шкипер ҫине мӑйӑр пек хуп-хура, эрнери чӑх чӗппи пек айван пӗр куҫӗпе пӑхса илме кӑмӑл турӗ.

Шкипер Полладиу, мастер на комплименты, стал громко восхвалять ее качества, отчего она заметно приободрилась и соблаговолила посмотреть на него одним глазом, черным, как орех, и наивным, как недельный цыпленок.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Хӑй хисеплекен ҫыннӑн килӗшӳсӗр ӗҫне курнӑран вӑл самантлӑха салхуланчӗ, анчах вӑхӑтсӑр айӑплавран сыхланма тӗв турӗ те — Варнава малалла мӗн тӑвасса кӗтрӗ.

На миг стало грустно ему видеть от уважаемой личности неблаговидный поступок, но, опасаясь судить преждевременно, решил он подождать, что будет делать Варнава дальше.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Пистолетпа унӑн кукамӑшӗ пекех паллӑ, — ешчӗке ҫепӗҫҫӗн чуп турӗ Сигби.

— Ясно, как пистолет и его бабушка, — проговорил он, нежно целуя ящик.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Чик! турӗ — япӑх патрон, мӗскӗн.

Чикнуло — попался плохой патрон, бедняк.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Мӑн кӑмӑллӑнрах, куларах пӑхакан куҫ харшисем ҫеҫ кӑштах ҫӗкленсе туртӑнчӗҫ: унӑн аллине арҫын чуп турӗ.

Только слегка поднялись брови над снисходительно улыбнувшимися глазами: руку поцеловал мужчина.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed