Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пачӗ (тĕпĕ: пар) more information about the word form can be found here.
Вӑл алхапӑл Магаев ҫырнинчен аякрах шултра сас паллисемпе шарт хивре хурав турӗ: «Путсӗр», вара хут таткине каялла тавӑрса пачӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Вуласа пӗтерсен, директор хута мана пачӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Халӗ ӗнтӗ Павӑл хӑй курман ҫӗртен туса ирттернӗ «операци» ҫинчен амӑшне пӗр пытармасӑр, кукӑрӗ-макӑрӗпех сӳтсе пачӗ.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

«Таса! Таса! Таса! — ҫӳлтен-ҫӳлтен пил пачӗ Ҫӳлхуҫа.

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ашшӗ ирӗк пачӗ.

Отец разрешил.

Асамлӑ кетмен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1307

«Мускавра пурӑнакан хамӑр шкулти учительницӑн хӗрӗ Инга Анисимова 50 пин тенкӗ куҫарса пачӗ. 2005 ҫулсенче ку пысӑк сумма. Ял-йыш хутшӑннипе кӗҫех никӗс те хывӑнчӗ, стенисем те хӑпарчӗҫ», - аса илет пултаруллӑ хӗрарӑм.

Help to translate

Хастарлӑхӗпе тӗлӗнтерет // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Чи малтанах вӑл гаража сирпӗтме каварлашнисене тупса вӗсен сӑмси-ҫӑварне кӗселентерме, шӑмми-шаккинчен «катлет» тума сӑмах пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗр ӑна тимлӗн итлерӗ, тӗлӗнмеллипе тӗлӗнчӗ, шеле тивӗҫлине шеллерӗ, хут-хут ыйтусем те пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куҫ курнине курас мар тенӗ пек, сасартӑк вӑл палт ҫаврӑнчӗ те тӑвӑнчӑк, ютшӑнуллӑ, йӗксӳ хӑйма сӑнсӑрлатнӑ пек пит-куҫпа хыпалансах каялла уттара пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗрремӗш курс пӗтерсен, институт профкомӗ Ула Тимӗре сывлӑхне тӑнтӑнлатма санаторие кайма путевка уйӑрса пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл, пӑшлатса-йӑслатса, тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрлантаркаласа, каллех хӑйӗн «ҫамрӑклӑхне-яшлӑхне» аса илчӗ — яра пачӗ ташша, ҫӑт-ҫат ҫапӑнса, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр явӑнса, хоп-хоп ура хуҫса (савӑнса юлтӑрах ӗнтӗ вӑй-хал тапса тӑнӑ чух этемӗнни пекех кӗске ӗмӗрӗнче!).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапла вара, чиперех ҫаврӑнчӗ, ӑнӑҫлах вӗҫленчӗ ҫамрӑксен вӑрттӑн, каварлашса туса ирттернӗ ӗҫ укҫи ҫумне сӗтев хушакан «бесплат сахӑр операцийӗ», вӗсене студент ӗмӗрӗн пӗр мӑтӑк тапхӑрне те пулин пылак апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен юрлӑхран хӑтӑлса пурӑнма май туса пачӗ

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр вак таварсем сутакан киоскра 5 тенкине пӗррелӗх хут укҫасемпе вакларӗ те 3 тенкине Кӗҫтука пачӗ (паллах, кивҫенле).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр унпа пӗрлех пулма сӑмах пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Учительница вара (меллӗ самантпа усӑ курса-ши?) ачасене вӑйӑ культури ҫинчен пӗчӗк экспромтла «лекци» те вуласа пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗррехинче шӑнкӑрав уроксем хушшинчи пысӑк тӑхтава шӑнкӑравласанах Полина вӑр-вар парттӑ хушшинчен тухрӗ те хӑйӗн килӗнелле йӑк-як сиккелесе кустара пачӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Учительница Агафья Павловна, тулли ӳтлӗ, ҫырӑ ҫамрӑк хӗрарӑм, кӗлеткине ҫӑт ҫыпӑҫса тӑракан тӗксӗм кӑвак платье, урине хура туфли тӑхӑннӑскер, ӑшӑ кулӑпа ҫиҫкелесе, чи малтанах хӑйӗнпе паллаштарчӗ, унтан кашни ачапа уйрӑммӑн, ятран чӗнсе паллашрӗ, вӗсен тумтирне, хут-кӑранташне тӗрӗслесе тухрӗ, вӗсене парттӑ хушшинче кӗлеткене кирлӗ пек тытса ларма вӗрентрӗ, пӗлӳ пухмалли ӗҫсемпе мелсем ҫинчен ӑнлантарса пачӗ

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑрук вӑл, хашкине ернӗскер, ие чӑмланӑ пекех ӗшенсе суптӑрканӑскер, хӑйне хиврен чаркӑч пачӗ — умра, вунӑ-вун пилӗк утӑмра, шӑши куҫ пек мӗлт-мӗлт пӗчӗк ҫутӑ курӑнса кайрӗ!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑвӑ, ҫын ҫӳллӗшех ӳссе хӑпарнӑ упасариллӗ тӳремӗ те пулчӗ, анаталла сӗвекӗ те шӑмма-шакка пӑртак лӑш яма май пачӗ, лакӑмӗ-тӗкӗмӗ те ал-ура ҫирӗплӗхне тӗрӗслерӗ, чӑнкӑ сӑрчӗ те самаях хӑшкӑлтарчӗ, вӗлтӗренлӗхӗ те аллине ӗнтсех вӗтелерӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чӑнах, ҫак сасӑпа халӗ ӑна пурнӑҫ хӑй шанӑҫ кӑна мар, вӑй-хал та, ҫунат та, чун ӑшши те пачӗ тейӗн, анчах ӑс-пуҫӗ, хӑйӗн ҫирӗп, сивӗ тӑтӑрхине йӑштарса, тӑпӑртатсах савӑнма, тӑруках ҫаврӑнса кайма, янкарланма васкамасть-ха:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed