Шырав
Шырав ĕçĕ:
Апат кашӑк аврипе тӗксен те анмасть.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Кунӗн-ҫӗрӗн ун ҫинчен шутлатӑп: апат хушшинче те ӑна аса илетӗп, автобуспа ҫӳренӗ чух вӑл ҫук-ши тесе пӑхатӑп, пуҫа минтер ҫине хурсан, тӗлӗкӗмре курӑнмӗ-ши тетӗп.
Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.
Пӗрре ҫапла апат ҫиме лартӑмӑр.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Иккӗмӗш талӑк пӗр хӗлхем апат ӑшна илместӗн-ҫке, ҫӑварна карсан, ӳпкӳ-чӗрӳ курӑнать.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Мункун та, юнкун та пӗрех маншӑн: ялан пӗр апат…
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Спартанец пек пурӑнатӑн, иптешӗм, — терӗ Тӑхти, сӗтел ҫинчен апат юлашкисене, савӑт-сапасене плита ҫине илсе лартса.
VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Халӗ вӑл ачисене хӑех шыва кӗртет, апат пӗҫерсе ҫитерет, кӗпи-йӗмне ҫӑвать…
XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Канмалли кун уншӑн заводра ӗҫленӗ кунсенчен те кансӗртерех: ирех тӑрса пӳлӗмсене тирпейлемелле, урай шӑлмалла, апат пӗҫермелле, кӗпе-йӗм ҫумалла, якатмалла, пасара кайса килмелле, ачасене шыва кӗртмелле — сахал-им хӗрарӑм ӗҫӗ!..
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Натюш вӗсем хыҫҫӑн пӳлӗме тирпейлесе, урайне ҫуса тухрӗ, кухньӑра апат хатӗрлеме пикенчӗ, ҫав хушӑрах ваннӑйра кӗпе-йӗм ҫума шыв ӑшӑтма газ чӗртрӗ.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тарават Натюш никама та апат лартмасӑр ямасть, ҫавӑнпа вӗсен ӗҫ укҫинчен кашни пусӗ шутра.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
— Ӑш пӑтранать ман, Лаврушенька, апат анмасть, темскер уҫӑ ҫимӗҫ ҫиес килнӗ пек, час-часах ыйӑх пусать, кӑкӑрӑмсем кӑтӑкланма пуҫларӗҫ, — терӗ пӗррехинче Поля.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Майӗпен вӑл янтӑ япалана юратса пӑрахрӗ: кирек хӑш вӑхӑтра хваттере таврӑн — пӳрте хутса ӑшӑтнӑ, тирпейленӗ, апат хатӗр, ҫи-пуҫа ялан ҫуса тасатнӑ, якатнӑ; Поля хӑйӗн тусне юратма та, ачаш пӑхма та пултарать.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Пӗр кӗтесре плита евӗрлӗ кӑмака ларать, унта студентсем апат пӗҫереҫҫӗ.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫак тайкаланса чӗриклетекен, хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗрӗнче темӗн те пӗр курнӑ сӗтеле тӗрлӗ тӗслӗ чернилпа, сӑрсемпе, апат юлашкисемпе вараласа пӗтернӗ; ӑна кӗл тӑррипе ҫусан та тасатаймӑн, тасатасах тесен, тепӗр хут савалас пулать.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Эпӗ Баймашкинпа кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче калаҫса илтӗм.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ак ҫакӑнта (вӑл хӑйӗн анкартине кӑтартрӗ) ҫур гектара яхӑн ҫӗр, ӑна апат сахал кирлӗ мар.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ытти апат та ҫителӗклех.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Выльӑх пӑхакансене тиркемелли ҫук, тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, апат ҫителӗксӗрри ҫеҫ хуплать пире…
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ял ҫывӑхӗнче икӗ трактор ӗҫлеҫҫӗ: вӗсем виҫшер сӳре кӑкарса янӑ та тулӑ калчине апат панӑ хыҫҫӑн сӳрелеҫҫӗ иккен.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Апат хыҫҫӑн ҫамрӑксем канмарӗҫ, почтальон илсе килнӗ ҫӗнӗ хаҫатсене пӑхса тухрӗҫ те каллех ӗҫлеме тытӑнчӗҫ.
ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.