Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каҫ пулсанах ҫынсем, пӗр-пӗринчен хӑранипе, кил-ҫуртсем ҫумнелле тӗршӗнеҫҫӗ, тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксем ҫеҫ вара, ҫынран хӑрамасӑр, ҫак пушӑ хир тӑрӑх ирӗккӗн яртлатса ҫӳреҫҫӗ.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
— Пурте ҫакнашкал акӑ вӗсем, чи-чи аван, чи ҫепӗҫ тесе тӑраканнисем таранчченех, питӗ лайӑх аттесемпе тимлӗ-кӑмӑллӑ упӑшкасем, — службӑра вӗсем пуртех те ирсӗр, хӑравҫӑ, хаяр, айван тискер кайӑксем пула-пула тӑраҫҫӗ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Тискер кайӑксем куртӑр? — пуҫ пӳрнипе Рафальский ҫурчӗ ҫинелле хулпуҫҫи урлӑ кӑтартса, вӑлтарах ыйтрӗ Веткин.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Икӗ пӳлӗмре лӑс туратлӑ йывӑҫсем тӑратчӗҫ — пӗри вӗҫен кайӑксем валли те тепри сӑсарсемпе пакшасемшӗн, хайсем ятарласа хатӗрленӗ хӑвӑлсемпе те йӑвасемпе.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
«Иван Антоныч, ҫӗнӗ кайӑксем ҫук-и-ха?
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Полк дамисем, лешӗ хӑйсем ҫине пӑхсах кайманнипе чунӗсенче тарӑхнӑскерсем, йӗрӗнсерех калаҫатчӗҫ вара, Рафальский патӗнче пулакансене ӑнланмаҫҫӗ-мӑн, унта пулма май та ҫук: «Ах, мӗнешкел ирсӗрлӗх вӑл, ҫав тискер кайӑксем!
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун чухне хама тискер кайӑксем турткаласа ҫурса тӑкӗҫ тесе хӑранӑччӗ, йывӑҫ тӑррине хӑпарнӑччӗ те унта ҫӗрӗпех ларнӑччӗ.Я был уверен тогда, что меня растерзают хищные звери, вскарабкался на дерево и провел там всю ночь.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Сӑрт ҫинчен чупса антӑм та: ҫав юнӗҫен тискер кайӑксем ҫине халех тапӑнса, вӗсене пӗтерсе тӑкмалла, терӗм эпӗ Эрнене.Я сбежал с горы и сказал Пятнице, что необходимо возможно скорее напасть на этих кровожадных людей.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ӑҫта та пулин пытанса ларса, тискер ҫынсене эпӗ сӑнама пултарнӑ пулӑттӑм, анчах вӗсем ҫине манӑн пачах та пӑхас килмест — ҫав ирсӗр юнӗҫенсем, пӗр-пӗрне тискер кайӑксем пек ҫисе яраканскерсем, мана йӗрӗнтереҫҫӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Качакасем, кайӑксем тытма мӗнпе ҫӳрӗп-ши?
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Кайӑксем ҫывӑхри йывӑҫсем ҫине пытанса ларчӗҫ, эпӗ каясса ҫеҫ кӗтсе лараҫҫӗ.Птицы притаились на ближайших деревьях: они ждали, чтобы я ушел.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӗҫен кайӑксем тырра мӗн чухлӗ сиен кӳнине пӗлес тесе, эпӗ уй-хире пӑхса ҫаврӑнтӑм.Раньше всего я обошел все поле, чтобы установить, много ли вреда причинили мне птицы.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Анчах уйра тутӑ пучахсем курӑнсанах, ҫӗнӗ тӑшмансем сиксе тухрӗҫ: ҫӑткӑн кайӑксем пӗлӗт пек хупӑрласа вӗҫсе килеҫҫӗ те, эпӗ аяккалла кайсан, тырра тапӑнмалли самант кӗтсе, тӳпере ҫаврӑнса тӑма пуҫлаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав тӑшмансем — качакасем, мулкач евӗрлӗ пӗчӗк тискер кайӑксем.Этими врагами были козы и те дикие зверьки, которых я назвал зайцами.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Халиччен эпӗ нихҫан та курман, ячӗсене те пӗлмен кайӑксем пур.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫав улӑхра юрӑхлӑ вырӑн тупмалла, ӑна тискер кайӑксем тапӑнасран хӳтӗлемелле, терӗм хама хам.Нужно было подыскать в этой долине подходящее место и оградить его от нападения хищников.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Тискер кайӑксем тапӑнасран шикленсе, эпӗ ку ҫӗре, ҫак утрав ҫинче пирвайхи каҫа ирттернӗ пекех, йывӑҫ ҫинче ларса ирттертӗм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Ҫӗрпӳртре пурӑнма май ҫук, кунта пурӑнма питӗ хӑрушӑ: утрав ҫинче ҫӗр чӗтрет пулсан, хӑҫан та пулин ту ишӗлсе анатех, эпӗ вара чӗрӗллех тӑпра айне пулса вилӗп; апла пулсан, палаткӑна уҫӑ вырӑна куҫармалла пулать, тискер этемсемпе тискер кайӑксем тапӑннинчен хама хӳтӗлес тесен, манӑн каллех ҫӳллӗ стена тӑвас пулать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Хӑш вӑхӑтра мӗн-мӗн тумаллине палӑртса хутӑм: кайӑксем тытма сунара хӑҫан каймаллине, хӑш вӑхӑтра ӗҫлемеллине, ҫывӑрмаллине, канмаллине палӑртрӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Умра вилӗм кӑна: е мана тискер кайӑксем тытса ҫурӗҫ, е тискер ҫынсем вӗлерӗҫ, е эпӗ выҫӑхса ҫитнипе вилсе выртӑп.