Шырав
Шырав ĕçĕ:
18. Ҫавӑнта пухӑннӑ священниксенчен ют халӑх хӗрӗсене качча илнисем ҫаксем тупӑннӑ: 19. Иоседек ывӑлӗ Иисус ывӑлӗсенчен, унӑн тӑванӗсенчен — Мафилас, Елеазар, Иориф тата Иоадан, 20. вӗсем хӑйсен арӑмӗсене уйӑрса яма сӑмах панӑ, ҫылӑхӗсене каҫарттарма сурӑх такисем парне кӳнӗ; 21. Еммир ывӑлӗсенчен — Анания, Завдей, Манис, Самей, Иереил тата Азария; 22. Фесур ывӑлӗсенчен — Елионаис, Массия, Исмаил, Нафанаил, Окодил, Салоя; 23. левитсенчен — Иозавад, Семеис, Колий, вӑлах Калита та, Пафей, Иуда, Иона, 24. юрӑҫсенчен — Елиасав, Вакхур, 25. хапха хуралҫисенчен — Салум, Толван, 26. Израиль халӑхӗнчен вара, Форос ывӑлӗсенчен — Иерма, Иезия, Мелхия, Маил, Елеазар, Асевия, Ванея; 27. Ил ывӑлӗсенчен — Матфания, Захария, Иезриил, Иоавдий, Иеремоф, Аидия; 28. Замаф ывӑлӗсенчен — Елиада, Елеасим, Офония, Иаримоф, Сават, Зералия; 29. Виваий ывӑлӗсенчен — Иоанн, Анания, Иозавад, Амафия; 30. Маня ывӑлӗсенчен — Олам, Мамух, Иедей, Иасув, Иасаил, Иеремоф; 31. Адди ывӑлӗсенчен — Нааф, Моосия, Лаккун, Наид, Матфания, Сесфил, Валнуй, Манассия; 32. Анан ывӑлӗсенчен — Елиона, Асаия, Мелхия, Саввей, Симон Хосамей; 33. Асом ывӑлӗсенчен — Алтаней, Маттафия, Саванней, Елифалат, Манассия, Семей; 34. Вааний ывӑлӗсенчен — Иеремия, Момдий, Исмаир, Иуил, Мафдай, Педия, Анос, Равасион, Енасив, Мамнитанем, Елиасис, Ваннус, Елиали, Сомей, Селемия, Нафания; Езор ывӑлӗсенчен — Сесис, Езрил, Азаил, Самат, Замри, Иосиф; 35. Ефм ывӑлӗсенчен — Мазития, Завадей, Идей, Иуил, Ванея.
2 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, Артаксеркс патшаран ҫыру урлӑ янӑ ҫакӑн пек хушу ҫитнӗ: 9. «Артаксеркс патша Ездра священника, Ҫӳлхуҫа саккунне вӗрентекене, савӑнӑҫ сунать. 10. Шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ҫынсене юратнипе эпӗ ҫапла тума хушрӑм: пирӗн патшалӑхра пурӑнакан Иудея халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем, хӑйсен ирӗкӗпе каяс теекенсем, санпа пӗрле Иерусалима кайччӑр. 11. Эпӗ хамӑн чи ҫывӑх ҫичӗ канашҫӑпа ҫакӑн пек шухӑшларӑм: кайма кӑмӑл тунисем ӗнтӗ пуҫтарӑнччӑр та кайччӑр; 12. Иудейӑпа Иерусалимра Ҫӳлхуҫа саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑннипе пурӑнманнине курччӑр, 13. эпӗ тата манӑн ҫывӑх ҫыннӑмсем Израиль Ҫӳлхуҫине пама пулнӑ парнесене, Иерусалимри Ҫӳлхуҫа валли Вавилон ҫӗршывӗнче тупӑнакан ылтӑн-кӗмӗле, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн Ҫурчӗ валли халӑх мӗн панипе пӗрле Иерусалима илсе кайччӑр; 14. ылтӑн-кӗмӗлӗ вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем туянма, ӗнтӗ мӗн кирлине туянма кайтӑр, 15. ҫакӑ вӗсен Иерусалимри Ҫӳлхуҫа Туррийӗн парне вырӑнӗ ҫинче Ҫӳлхуҫана парне кӳме пултӑр. 16. Ҫак ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑн Турру ирӗкӗпе ҫавна ту. 17. Сана Иерусалимри хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче тыткалама панӑ Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсене Ҫӳлхуҫа Турру умне ларт. 18. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли мӗн кирлине патша хыснинчен парса тӑр. 19. Акӑ эпӗ, Артаксеркс патша, Сирипе Финикия хысни хуҫисене Ездра священника, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекене, мӗн ыйтнине пӗр тӑхтаса тӑмасӑр, ҫӗр талант кӗмӗл таранах, пама хушрӑм, 20. ҫавӑн пекех ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр виҫе таран эрех пама хушрӑм. 21. Патшанӑн патшалӑхӗпе унӑн ывӑлӗсене Ҫӳлти Турӑ ан ҫиллентӗр, ҫавӑнпа та, Турӑ саккунӗ тӑрӑх, Ҫӳлти Турӑ валли мӗн тумаллине тимлӗн, тӑрӑшса тӑвӑр. 22. Ҫакна та калатӑп сире: священниксемпе левитсене, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене, Турӑ Ҫурчӗ таврашӗнче ӗҫлекенсемпе Турӑ Ҫурчӗн ҫыруҫисене нимӗнле хырҫӑ та, куланай та хумалла мар, никамӑн та ҫакна тума ирӗк ан пултӑр. 23. Эсӗ вара, Ездра, Турӑ панӑ ӑсупа Сирипе Финикия ҫӗрӗнче хӑвӑн Туррун саккунне пӗлекенсене пуҫлӑх пулма, тӳре пулма лартса тух, пӗлменнисене вӗрент; 24. сан Туррун саккунне е патша саккунне пӑхӑнманнисене пурне те айӑпламалла, вӗлермелле е хӗнемелле, укҫан шыраса илмелле е хӑваласа ямалла» тенӗ Артаксеркс ҫырӑвӗнче.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара тыткӑнран таврӑннӑ Израиль ывӑлӗсем, ҫӗр ҫинчи халӑхсен ирсӗрлӗхӗнчен хӑпса Турра шыраса тупнӑскерсем, пурте ҫинӗ, 14. Ҫӳлхуҫа умӗнче савӑнса ҫичӗ кун хушши тутлӑлла ҫӑкӑр уявне уявланӑ, 15. Турӑ хӑйсен аллине Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррин, ӗҫӗсене тума тӗреклӗлетсе Ассири патшийӗн чӗрине хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑшӑн хӗпӗртенӗ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тыткӑнра пулнӑ пӗтӗм ывӑл ятӗнчен, хӑйсен тӑванӗсен, священниксен ятӗнчен, хӑйсен ятӗнчен пасха путекӗсем пуснӑ.
2 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вара Дарий патша Вавилонра кӗнекесем упранакан ҫӗрте шыраса пӑхма хушнӑ, Миди ҫӗрӗнчи Екбатан хулинче асра тытма ҫырса пынӑ кӗнекере пӗр тӗлте ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: 24. «хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Кир Иерусалимра, сӳнмен вут-ҫулӑм ҫинче парне кӳрекен ҫӗрте, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне туса лартма хушнӑ. 25. Ҫурт ҫӳллӗшӗ утмӑл чике, сарлакӑшӗ утмӑл чике пулмалла, чутласа якатнӑ чулран тунӑ виҫӗ ҫуртран, вырӑнти йывӑҫран тунӑ пӗр ҫӗнӗ ҫуртран тӑмалла, тӑкакне Кир патша килӗнчен парса тӑмалла, 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн таса савӑчӗсене — Навуходоносор Иерусалим Ҫуртӗнчен Вавилона илсе кайнӑ ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — каялла Иерусалимри Ҫурта тавӑрса памалла, вӗсене хӑйсен вырӑнне лартса хумалла. 27. Эпӗ тата Сирипе Финикия аслӑ пуҫлӑхне Сисинние, Сафравузана, Сирипе Финикия пуҫлӑхӗсене лартнӑ вӗсен юлташӗсене ку вырӑнтан аяккарах пулма, Зоровавеле — Ҫӳлхуҫа чурине, Иудея пуҫлӑхне — тата Иудейӑн аслӑ ҫыннисене Ҫӳлхуҫа Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех лартнӑ чухне чӑрмантармасӑр тӑма хушрӑм. 28. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех туса пӗтерме, тыткӑнран таврӑннӑ иудейсене Турӑ Ҫуртне пӗтӗмпех туса ҫитерме пулӑшу панине пӑхсах тӑма хушрӑм, 29. Келе-Сирипе Финикийӑна тӳлекен хырҫӑран ҫак ҫынсем валли, Зоровавель пуҫлӑх валли Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн пӑрусем, сурӑхсем, путексем туянма ҫителӗклӗ таранах парса тӑмалла. 30. Кулленхи тӑкака шута илсе, Иерусалимри священниксем каланӑ тӑрӑх, ҫулсерен яланах пӗр хирӗҫлемесӗр тулӑ, тӑвар, эрех, ҫу парса тӑмалла; 31. вӗсем ҫапла патшашӑн, унӑн ачисемшӗн Ҫӳлти Турра парне кӳме, вӗсен пурӑнӑҫӗшӗн кӗлтума пултарччӑр. 32. Ҫакна та пӗлтермелле: кам та кам эпӗ ҫырнинчен пӑрӑнать е ӑна пӑсать, ун харпӑрлӑхӗнчи пӗр йывӑҫа илмелле те ӑна ҫавӑнтан ҫакмалла, ҫав ҫын пурлӑхӗ патша пурлӑхӗ пулса тӑмалла. 33. Иерусалимри ҫак Турӑ Ҫуртне тума чӑрмантарас е ӑна усал тӑвас тесе аллине тӑснӑ кирек мӗнле патшана та, кирек мӗнле халӑха та Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн ятне асӑнакан ҫӗрте пӗтерсе пӑрахтӑр. 34. Эпӗ, Дарий патша, ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама хушатӑп».
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем пире хирӗҫ ҫапла хуравларӗҫ: «эпир — тӳпепе ҫӗре пултарнӑ Ҫӳлхуҫанӑн чурисем. 14. Ку Ҫурта нумай ҫул ӗлӗкрех Израилӗн аслӑ та вӑйлӑ патши тунӑ, туса лартнӑ. 15. Анчах та пирӗн аттемӗрсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе Израилӗн Тӳпери Ҫӳлхуҫине ҫиллентернӗрен Вӑл вӗсене Навуходоносор аллине — Вавилон патшийӗн, халдейсен патшийӗн аллине — панӑ. 16. Халдейсем вара ҫак Ҫурта аркатса тӑкнӑ, ҫунтарса янӑ, халӑха Вавилона тыткӑна илсе кайнӑ. 17. Вавилон ҫӗршывӗнче Кир патшана ларсассӑн пӗрремӗш ҫулхине вара Кир патша ҫак Ҫурта тума ирӗк панӑ. 18. Турӑ Ҫурчӗн савӑчӗсене те — Навуходоносор Иерусалимри Ҫуртран илсе тухса Вавилона, хӑйсен туррисен ҫуртне кайса лартнӑ ылтӑн-кӗмӗл таса савӑтсене — Кир патша Вавилон туррисен ҫуртӗнчен каялла илсе тухнӑ та вӗсене Саманассар пуҫлӑхпа Зоровавеле панӑ. 19. Ҫак савӑтсене пурне те Иерусалимри Турӑ Ҫуртне кайса хума, Турӑ Ҫуртне хӑйӗн вырӑнӗнчех туса лартма хушнӑ. 20. Вара Саманассар килнӗ те Иерусалимра Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, ҫавӑнтанпах ҫав Ҫурта тӑвас ӗҫ пырать, вӑл вӗҫленмен-ха» терӗҫ пире.
2 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
54. Иерусалимри Турӑ Ҫурчӗ патне таврӑнни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхра, Салафиил ывӑлӗ Зоровавель, Иоседек ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем, священниксем, левитсем, — Иерусалима тыткӑнран таврӑннӑ пӗтӗм халӑх, — 55. Иудейӑпа Иерусалима таврӑнни иккӗмӗш ҫула кайсассӑн, иккӗмӗш уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 56. левитсене, ҫирӗм ҫулхинчен пуҫласа унтан аслӑраххисене, Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвас ӗҫе пӑхса тӑма лартнӑ: вара Иисус тата унӑн ывӑлӗсемпе тӑванӗсем, унӑн Кадмиил тӑванӗ, Имадавун ывӑлӗсем, Илиадуд ывӑлӗн Иодӑн ывӑлӗсем, хӑйсен ывӑлӗсемпе тата тӑванӗсемпе, — ӗнтӗ мӗнпур левит, — пӗр шухӑшлӑн пулса Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тӑвакансен ӗҫне ертсе пырса хавхалантарса тӑнӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Священниксемпе левитсем, халӑхран хӑшӗ-пӗри Иерусалимпа ун таврашӗнчи ҫӗре вырӑнаҫнӑ, юрӑҫсемпе хапха хуралҫисем тата пӗтӗм Израиль хӑйсен ялӗсене пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Анчах вӗсем хӑйсен йӑхӗ-кӑкӗ Израильрен пулнипе пулманнине кӑтартса пама пултарайман: Ваенан ывӑлӗн Даланӑн ывӑлӗсем, Некодан ывӑлӗсем — ултҫӗр аллӑ иккӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Халӑх йышӗ хӑйсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле: Форос ывӑлӗсем — икӗ пин те ҫӗр ҫитмӗл иккӗн; Сафат ывӑлӗсем — тӑватҫӗр ҫитмӗл иккӗн; 10. Арес ывӑлӗсем — ҫичҫӗр аллӑ улттӑн; 11. Фааф-Моав ывӑлӗсем Иисуспа Иоав ывӑлӗсемпе пӗрле — икӗ пин те сакӑрҫӗр вуниккӗн; 12. Илам ывӑлӗсем — пин те икҫӗр аллӑ тӑваттӑн; Зафуя ывӑлӗсем — тӑхӑрҫӗр ҫитмӗл пиллӗкӗн; Хорве ывӑлӗсем — ҫичҫӗр пиллӗкӗн; Ванний ывӑлӗсем — ултҫӗр хӗрӗх саккӑрӑн; 13. Вивай ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр виҫҫӗн; Арге ывӑлӗсем — пин те виҫҫӗр ҫирӗм иккӗн; 14. Адоникам ывӑлӗсем — ултҫӗр вӑтӑр ҫиччӗн; Вагой ывӑлӗсем — икӗ пин те ултҫӗр улттӑн; Адин ывӑлӗсем — тӑватҫӗр аллӑ тӑваттӑн; 15. Езекия ӑрӑвӗнчи Атир ывӑлӗсем — тӑхӑрвун иккӗн; Килан тата Азинан ывӑлӗсем — утмӑл ҫиччӗн; Азар ывӑлӗсем — тӑватҫӗр вӑтӑр иккӗн; 16. Аннис ывӑлӗсем — ҫӗр пӗррӗн; Аром ывӑлӗсем — вӑтӑр иккӗн; Вассай ывӑлӗсем — виҫҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; Арсифуриф ывӑлӗсем — ҫӗр иккӗн; 17. Ветирус ывӑлӗсем — виҫӗ пин те пиллӗкӗн; Вефломон ывӑлӗсем — ҫӗр ҫирӗм виҫҫӗн; 18. Нетофа ҫыннисем — аллӑ пиллӗкӗн; Анафоф ҫыннисем — аллӑ саккӑрӑн; Вефасмон ҫыннисем — хӗрӗх иккӗн; 19. Кариафири ҫыннисем — ҫирӗм пиллӗкӗн; Кафирпа Вирог ҫыннисем — ҫичҫӗр хӗрӗх виҫҫӗн; 20. хадиасейсемпе аммидейсем — тӑватҫӗр ҫирӗм иккӗн; Кирампа Гаввис ҫыннисем — ултҫӗр ҫирӗм пӗррӗн; 21. Макалон ҫыннисем — ҫӗр ҫирӗм иккӗн; Ветолий ҫыннисем — аллӑ иккӗн; Нифис ывӑлӗсем — ҫӗр аллӑ улттӑн; 22. Каламолал тата Онус ывӑлӗсем — ҫичҫӗр ҫирӗм пиллӗкӗн; Иерех ывӑлӗсем — икҫӗр хӗрӗх пиллӗкӗн; 23. Санаас ывӑлӗсем — виҫӗ пин те виҫҫӗр пӗррӗн.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ Вавилон тыткӑнӗнчен тухнӑ иудейсем, вӗсене унта Навуходоносор, Вавилон патши, куҫарса кайнӑ пулнӑ, 8. вӗсене хӑйсен пуҫлӑхӗсем Зоровавель, Иисус, Неемия, Зарей, Риссей, Ениней, Мардохей, Веельсар, Асфарас, Реелий, Роим, Ваана ертсе килнӗ, вӗсем ӗнтӗ Иерусалима тата Иудейӑн ытти ҫӗрне, кашнийӗ хӑйӗн хулине, таврӑннӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ хӑйсен йӑхӗпе ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пынӑ ҫынсен аслӑраххине кура кӑтартнӑ ячӗсем: 5. священниксем, Финеес ывӑлӗсем, Аарон ывӑлӗсем, Сарей ывӑлӗн Иоседекӑн ывӑлӗ Иисус тата Зоровавель ывӑлӗ Иоаким; Зоровавель вӑл Иуда йӑхӗнчи Фарес ӑрӑвӗн Давид килӗнчен тухнӑ Салафиил ывӑлӗ пулнӑ, 6. вӑл Перси патши Дарий иккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне пӗрремӗш уйӑхра, нисан уйӑхӗнче, ун умӗнче ӑслӑ сӑмах каланӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Хӑй патшалӑхӗнчен Иудейӑна тухса каякан иудейсен ирӗклӗхӗ ҫинчен ҫырнӑ: йӗрке тытса тӑракансенчен никам та — ҫӗр пуҫлӑхӗ те, пысӑк ирӗклӗ пуҫлӑх та, пӑхса тӑраканӗ те — вӗсен алӑкӗ патне пымалла мар, 50. вӗсем тытса тӑракан пӗтӗм ҫӗршыва хырҫӑран хӑтармалла, иудейсен ялӗсене йышӑннӑ идумейсен унтан тухса каймалла; 51. ҫавӑн пекех Турӑ Ҫуртне тума, ӑна туса пӗтеричченех, ҫулсерен ҫирӗм талант парса тӑмалла; 52. парне вырӑнӗ ҫинче кунсерен пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмешкӗн малтан уйӑрнӑ вунҫичӗ талант ҫумне ҫулсерен вуншар талант хушса памалла; 53. Вавилонран каякансен пурин те — вӗсен хӑйсен те, вӗсен ачисен те — вӗсемпе пӗрле каякан священниксен те хула тума ирӗклӗх пулмалла.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Эрех тӳрӗ мар, патша тӳрӗ мар, хӗрарӑмсем тӳрӗ мар, этем ывӑлӗсем пурте тӳрӗ мар, вӗсен ӗҫӗсем те пурте ҫавӑн пек, вӗсенче чӑнлӑх ҫук, вӗсем хӑйсен тӗрӗсмарлӑхӗпех пӗтӗҫ; 38. чӑнлӑх вара ӗмӗрех пур, ӗмӗрех вӑйлӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗр хуҫа пулса пурӑнать.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патша каланӑ: чӗнсе кӗртӗр ҫав яш ачасене, хӑйсен сӑмахӗсене ӑнлантарса паччӑр, тенӗ.16. И сказал: призовите этих юношей, пусть они объяснят слова свои.
2 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫапла ӗнтӗ, сирӗн хушшӑрта Ун халӑхӗн ҫыннисем пулсассӑн, — ӗнтӗ хӑйсен Ҫӳлхуҫи вӗсемпе пӗрле пултӑр! — Иудейӑри Иерусалим хулине Израиль Ҫӳлхуҫин Ҫуртне лартма кайччӑр.
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Ҫавӑн пекех халӑх пуҫлӑхӗсем те, священниксен пуҫлӑхӗсем те, хӑйсен тасамарлӑхӗпе пур суя тӗнлӗ халӑхсенчен те ирттерсе, ытла усалланса пурӑннӑ, Иерусалимри тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ирсӗрлетнӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хӑш-пӗр таса савӑтсене Навуходоносор Вавилона илсе кайса хӑйсен туррин ҫуртне вырӑнаҫтарса лартнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кашни хапха патӗнче тӑракан хуралҫӑсен те хӑйсен черетне пӑрахса кайма юраман: вӗсем валли хӑйсен тӑванӗсем, левитсем, пӗҫерсе хатӗрленӗ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.