Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тен the word is in our database.
тен (тĕпĕ: тен) more information about the word form can be found here.
Атте чӗрӗ пулсан, эпӗ ним ҫинчен те шутламан пулӑттӑм, эпӗ халӗ, тен, икӗ сыпӑклӑ шкул пӗтернӗ пулӑттӑм…

Был бы отец живой, я и не задумывалась бы ни о чем, я бы теперь, может, уже школу второй ступени кончала…

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, мана хамӑр калинкке патне ҫитиччен ӑсатса ярӑр?

Может, проводите меня до нашей калитки?

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пурте йӗркеллех иртсе каятчӗ-и тен, анчах Ефим шӳтлесе кӑшкӑрни пӗтӗм ӗҫе пӑсса хучӗ, вара Ефимшӑн пачах кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ: хӗрарӑмсем, ахӑлтатса ҫухӑрашса, ӑна парта ҫинчен туртса антарчӗҫ, тахӑшӗн тӗксӗм алли Ефимӑн сарӑ сухалне ҫатӑрласа илчӗ, ун ҫийӗнчи саттин кӗпе ҫӗввисем тӑрӑх та, ҫӗвӗсӗр вырӑнтан та ҫатӑртатса ҫурӑлма пуҫларӗ.

Может быть, все и обошлось бы чинно-мирно, но шутливый выкрик Ефима послужил как бы сигналом к разрядке напряженности, и дело приняло совсем неожиданный для Ефима оборот: с хохотом и визгом женщины стащили его с парты, чья-то смуглая рука зажала в кулаке каштановую бороду Ефима, и звучно затрещала на нем по всем швам и помимо швов новая сатиновая рубаха.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафона кӳпкеме ӗлкӗреймерӗм эпӗ, эсир ӑна ҫавах пирӗн партине илнӗ, тен, ку лайӑх та пулӗ, тен, эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп те-и.

Агафону отлуп дать я опоздал, все одно вы его приняли в нашу партию, да, может, этак оно и к лучшему, может, я даже с вами и согласный.

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп, апла пулсан, мана тӳрлет эсӗ, тӳрлет мана!

А может, я ошибку несу, так ты меня поправь, поправь меня!

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Карчӑкпа паянах канашласа пӑхмалла пулать, вара хӗллене, тен, укҫа ӗҫлесе тупма тухса кайӑп.

Нынче же мне надо посоветоваться со старухой, а там, может, в зиму я и тронусь на заработки.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, эпӗ тахҫанах унта вырӑна кӗнӗ пулӑттӑм?

Я, может, уже давным-давно там на должность устроился бы?

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Эпӗ тахҫанах партире чечекленнӗ, тен, хул хушшине портфель те хӗстерсе ҫӳренӗ пулӑттӑм, анчах, хаклӑ граждансемпе хаклӑ карчӑксем, хоспоти турӑ умӗнче тӑнӑ пек калатӑп: халлӗхе хамӑр партире пулма тивӗҫ илеймерӗм-ха эпӗ…

И я бы давно уже в партии процветал и, гляди, уже ходил бы с портфелью под мышкой, но, дорогие гражданы и дорогие старушки, скажу, как перед господом богом, пока ишо неудостоенный и я нашей партии…

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, эсӗ астумастӑн, Кондратушка?

— Может, ты не помнишь, Кондратушка?

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Агафон та, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен сӗт ӗҫме нӳхрепе шӑвӑнса кӗресшӗн пулнӑ пек, партие хӗсӗнсе кӗресшӗн, анчах эпӗ ӑна паян Кондратран та ытларах кӳпкетӗп, эпӗ ун ҫинчен те чылай япала пӗлетӗп, эсир ӑна пӗлсен тӗлӗнсе кайӑр, хӑш-пӗри, тен, тӑнран та кайса ӳкӗ.

Агафон тоже норовит в партию пролезть, как ужака в погреб, чтобы молока напиться, но я ему отлуп нынче дам похлеще, чем Кондрату, я и про него знаю кое-что такое, что все вы ахнете, когда узнаете, а может, кое-кого и омороком шибнет.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, сана тата Ростовран вунӑ штукатур илсе килсе памалла? — бритвине айккинелле пӑрса, Майданникова енне, кашкӑр пӗк, пӗтӗм пӗвӗпе ҫаврӑнса, йӗкӗлтесе ыйтрӗ Макар.

— Может, тебе ишо десяток штукатуров из Ростова представить? — с ехидцей вопросил Макар, далеко отводя бритву, поворачиваясь к Майданниковой, как волк, всем корпусом.

XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пирӗн пата ҫак вырӑна, тен, эсӗ кӗретӗн?

Может, ты наймешься к нам на эту должность?

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӗсем мӗнле йӑхран пулнине ҫавӑнпа пӗлесшӗн эпӗ: вертунсем-и е дутышсем-и, тен, манахсем е карликсем пулӗ?

Потому-то мне и интересно знать, какой породы голуби: вертуны или дутыши, а может быть, монахи или чайки.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, ҫапла та пулӗ.

А быть может, и так.

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Купӑста яшки анмасть пулсан, тен, турӑхпа пӑтӑ парас?

— Щи не хочешь, так, может, каши с кислым молоком положить?

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Вӑл ӑна пурнӑҫран та ытларах юрататчӗ пулмалла, анчах юратса ҫитереймерӗ, унтан ӑна тискер вилӗм вуникӗ ҫул каярах, тен, ҫакнашкалах ҫурхи ҫутӑпа ялкӑшакан кун уйӑрса кайрӗ…

Любил, кажется, больше самой жизни, да так и недолюбил, с которой разлучила его черная смерть двенадцать лет назад, наверное, вот в такой же блистающий весною день…

XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тен, хӗлле — ун чухне урӑх шут, анчах халлӗхе кайӑк-кӗшӗке илместпӗр.

Может быть, зимой — тогда другое дело, а пока птицу не берем.

XX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан мучи хӑйӗн вӗҫӗмсӗр юмахне татах та нумая тӑснӑ пулӗччӗ-и, тен, анчах кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем саланма пуҫларӗҫ.

Дед Щукарь еще долго продолжал бы свое нескончаемое повествование, но усталые после рабочего дня слушатели стали расходиться.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Ват супнӑ, темле услапсене ертсе килнӗ», — терӗҫ пулӗ, тен, тата мӗн те пулсан япӑхраххине каларӗҫ-тӗр…

Небось скажут: «Привел, старый черт, каких-то вахлаков», — а может, и кое-что похуже скажут…

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Хӗрарӑм ҫине эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫаврӑнса пӑхмастӑп, ҫаврӑнса пӑхнӑ пулсан, тен, ҫакнашкал сӗм ватлӑха ҫитиччен ниепле те пурӑнаймастӑмччӗ пулӗ, — ҫирӗппӗн тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи.

— Я на этих баб всею жизню не обращаю никакого внимания, а обращал бы — может, я бы до таких древних годов ни хрена не дожил, — уверенно ответил Щукарь.

XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed