Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тен the word is in our database.
тен (тĕпĕ: тен) more information about the word form can be found here.
Ирпе вӑрансан, Викентай тияккан вӑрӑ пулать, ҫаратакан, тен, вӗлерекен те пӳлӗ!

Наутро дьякон Викентий проснется вором, грабителем, может быть, даже убийцей!

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Пӗлместӗп те, тен, кирлӗ пулӗ.

— Кто знает, может, и понадобится.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Хамӑр ыйтӑпӑр унран, тен, хӑех парӗ вӑл ҫав ӗҫ валли.

— Лучше попросим его, может быть, он сам даст.

XI. Викентий // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тен, ҫак телейсӗр ҫын ҫывӑх ҫыннисене йӗрлесе кӑна ӑна ҫав ҫул ҫине кӑларнӑ пулмалла.

Очевидно, несчастный не был создан для слежки за ближними, но какие-то неблагоприятные обстоятельства толкнули его на этот грязный путь.

X. 1876-Мӗш ҫулхи шпион // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пуҫа килсе ҫакланнӑ хуйхӑран ӑна чарӑна пӗлмен ҫумӑр кӑна йӑпатать, ҫумӑр ӑна ҫакӑнта чарса тӑрать, тен, конакри полицейскисене те ҫумӑрах чарса тӑрать пуль; халлӗхе Соколова тытса хупманнине Лалка чунӗпе туйса тӑратчӗ-ха, эппин кӑштах шанчакӗ те пур.

Только одно утешало Лалку в ее горе: проливной дождь, который удерживал ее здесь, наверное, задерживал и полицейских в конаке; она была уверена, что Соколов еще не арестован, и надежда в ней еще теплилась.

VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑй кӑмӑллӑнах пӑхса илчӗ; эппин вӑл кунта чирленипе мар, мӗнле те пулин урӑх сӑлтавпа килсе кӗчӗ пуль-ха, тен, сӑлтавӗ те пӗчӗккех мар пуль.

Взгляд его внезапно оживился; по-видимому, его привела сюда не болезнь, а какая-то другая причина, и немаловажная.

II. Соколов тухтӑрӑн чирлӗ ҫыннисем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек ӑнланмалла пулса тухрӗҫ ӗнтӗ унӑн темле кӑшкӑрашса каланӑ сӑмахӗсем, аллисемпе тем кӑтартма хӑтланнисене, тепӗр тесен ҫавсемех пулӑшрӗҫ те пуль, тен, Огнянова тытса парас ӗҫре, анчах ҫавӑн пирки хӑҫан та, кама пӗлтерме пултарнӑ-ши — ҫавна тӗплӗн пӗлсе пулмарӗ.

Так объяснились теперь его загадочные жесты и восклицания, которые в конце концов, очевидно, и выдали Огнянова, но когда и кому, осталось невыясненным.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тӗрӗксем калаҫмарӗҫ-и вара, тен, вӗсене пӑлхарсем вӗлернӗ пуль?

А турки не говорили, что, может быть, это болгары их убили?

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эс ху патӑнта пӑлхавҫӑсене пуҫтаратӑн, тен ҫав кӗтӳҫе те хӑвах пытартӑн пуль-ха.

Ты у себя бунтовщиков собираешь, и пастуха, должно быть, спрятал ты.

XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тен, вӑл халь те ҫакӑнтах ларать пуль-ха, кофейньӑра хамӑр хушӑрах пуль, эпир сисместпӗр те пуль.

Может, он и сейчас сидит здесь, среди нас, в кофейне, а нам и невдомек.

XXIX. Канӑҫсӑр канӑҫ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хӑш-пӗрисем тарӑхрӗҫ те пулӗ, тен, влаҫсем те ҫилленчӗҫ пуль.

На нее, конечно, обрушилось возмущение общества, а может быть, и ярость властей.

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Суранӗ сурман пулсан, Огнянов хӑйне калама ҫук телейлӗ туйнӑ пулӗччӗ, тен, вара «Ешӗлех те вӑрманӑм, ешӗл вӑрман» тенӗ юрра та шӑратса янӑ пулӗччӗ…

Если бы не боль, Огнянов чувствовал бы себя совершенно счастливым и, пожалуй, даже запел бы: «Лес ты мой, лес зеленый…»

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ыран-и, тен, паянах та пулӗ, ӑна шкултан та хӑваласа кӑларӗҫ, пӗр-пӗччен юлать вара вӑл кӑвак тӳпе айӗнче, ҫимелли ҫӑкӑрӗ те ҫук.

Завтра, а может быть, и сегодня ее, вероятно, выгонят из школы, и она останется одна, под открытым небом и без куска хлеба.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кам пӗтет тата, тен, ҫак самантрах Бойчо патне хайхи ача мӗнле те пулин хӗсӗнкелесе ҫитӗ те, Бойчо хӑйне тытасса сисмесӗрех ун хыҫҫӑн пыма пултарӗ.

А кто знает, может быть, в эту самую минуту мальчик каким-то образом добрался до Бойчо, и тот идет за ним, не подозревая о ловушке.

XXV. Ҫӑмӑл ӗҫ мар // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Мунчо, тен, мӗнле те пулин йӑнӑшла ӑна сутма пултарнӑ пулинех?

Но, может быть, Мунчо нечаянно выдал его?

ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чимӗр-ха, йӗркеллӗрех пӗлер: тен, Милка ӑна юри ҫакӑнта илӗртсе кӗртнӗ пуль?

— Постойте, надо узнать толком: может, она его нарочно заманила?

ХХIII. Таппа урӑххи ҫакланнӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Тен, пачӑшка та кирлӗ пулать пуль унта.

Может, и батюшка там понадобится.

XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Унта, тен, мӗн те пулин шухӑшласа та кӑларӑпӑр.

Там, быть может, и придумаем что-нибудь.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кам пӗлет пӑлхав хӑҫан хуҫкаласса, шет тата икӗ ҫул кӗтмелле пулӗ е ыранах-и, тен?

Быть может, оно вспыхнет только через два года, но, может быть, и завтра, кто знает.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак икӗ ҫынна пӗрле мӗн те пулин ҫыхӑнтарать-и, тен, анчах мӗн ҫыхӑнтарать-ши, ҫавна татса калама кансӗр.

Этих двух людей, вероятно, что-то связывает, но что именно?

XIX. Ламри сӑмах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed