Шырав
Шырав ĕçĕ:
Товия вара ҫул ҫине мӗн кирлине хатӗрлесе хунӑ.
Тов 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Килӗме таврӑнсан, Анна арӑмӑмпа Товия ывӑлӑм каллех хампа пӗрле чухне, аллӑмӗш кун уявӗнче, ҫичӗ эрненӗн чи таса эрнинче, килӗмре лайӑх апат хатӗрлесе лартнӑччӗ, эпӗ вара ҫиме лартӑм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унччен маларах вара Туррӑмӑр Ҫурчӗ ҫумӗнчи пӳлӗмсене пӑхса тӑма шаннӑ Елиашив священник, Товия хурӑнташӗ, 5. Товияна пысӑк пӳлӗм хатӗрлесе панӑ, унччен ҫав пӳлӗмре тырӑ-пулӑ парни, латӑн, савӑт-сапа тытнӑ пулнӑ, левитсене, юрӑҫсене тата хапха хуралҫисене саккун тӑрӑх тивӗҫекен вуннӑмӗш пая та — тырпулӑн, эрехӗн, ҫӑвӑн вуннӑмӗш пайне — ҫавӑнта хунӑ пулнӑ; священниксем валли илсе килнӗ пая та ҫавӑнтах хурса тӑнӑ.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Иерусалимра, хӑйӗн ашшӗне Давида кӑтартнӑ Мориа тӑвӗ ҫинче, Давид хатӗрлесе хунӑ вырӑнта — Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче — Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартма пуҫланӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫапла Давид хӑй виличчен нумай хатӗрлесе хӑварнӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид ҫапла каланӑ: Соломон ывӑлӑм ҫамрӑк та хевтесӗр-ха, Ҫӳлхуҫа валли тӑвакан Ҫурт вара капмар та чаплӑ пулмалла, ытти ҫӗрсен умӗнче илемӗпе те, мухтавӗпе те палӑрса тӑтӑр; ӗнтӗ ҫак Ҫурта тума мӗн кирлине хатӗрлесе хурӑп, тенӗ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид хапха алӑкӗсем валли пӑталӑх тата хытаркӑчсем валли темӗн чухлӗ тимӗр хатӗрленӗ, шутсӑр нумай пӑхӑр хатӗрлесе хунӑ, 4. кедр йывӑҫӗ те шутсӑр-сумсӑр пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн Сидонпа Тир ҫыннисем Давида кедр йывӑҫӗ нумай кӳрсе панӑ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Давид патӗнче вӗсем виҫӗ кун пулнӑ, ӗҫнӗ-ҫинӗ, мӗншӗн тесессӗн тӑванӗсем вӗсем валли пӗтӗмпех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ; 40. ҫавӑнта ҫывӑхра пурӑнакансем те — Иссахар, Завулон, Неффалим йӑхӗсем таранах — ашаксемпе те, тӗвесемпе те, ашакла лашасемпе те, вӑкӑрсемпе те темӗн чухлӗ ӗҫме-ҫиме: ҫӑнӑх, смоква, иҫӗм ҫырли, эрех, йывӑҫ ҫӑвӗ илсе килнӗ, шултӑра выльӑхӗпе вак выльӑхне те питӗ нумай илсе пынӑ, мӗншӗн тесессӗн Израильшӗн пысӑк савӑнӑҫ ҫитнӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Вӗсенӗн хӑш-пӗр тӑванӗсене, Кааф ывӑлӗсене, Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсем, кашни шӑматкун улӑштарса тӑмалли ҫӑкӑрсем, хатӗрлесе тӑма хушнӑ.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Израиль патши вӗсене тулӑх апат хатӗрлесе панӑ, вӗсем ҫинӗ те, ӗҫнӗ те.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Патша вара Фамарь патне ҫапла калама ҫын янӑ: Амнон пиччӳ килне кай та ӑна апат хатӗрлесе пар.7. И послал Давид к Фамари в дом сказать: пойди в дом Амнона, брата твоего, и приготовь ему кушанье.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Эсӗ, Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑвӑн чуруна: «санӑн килне туса ҫитерӗп» тесе пӗлтертӗн те, Санӑн чуру хӑйӗн чӗрине Сана кӗлтума, ҫакӑ кӗлӗпе кӗлтума, хатӗрлесе ҫитерчӗ.
2 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иессей ывӑлӗ кам-ха тата? хальхаҫҫӑн хӑйсен хуҫинчен тарса ҫӳрекен чурасем нумайланса кайрӗҫ; 11. эпӗ ку ҫынсем ӑҫтан килнине те пӗлместӗп, манӑн вара хамӑн ҫӑкӑра, хамӑн шыва, [хамӑн эрехе] тата сурӑх ҫӑмӗ илекенсем валли хатӗрлесе хунӑ аш-какая ҫак ҫынсене парас-и? тенӗ.
1 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫиелтен тӑхӑнмалли пӗчӗк тумтирне ун валли амӑшӗ хатӗрлесе тӑнӑ, вӑл упӑшкипе пӗрле тивӗҫлӗ парне кӳме ҫӳренӗ чухне ӑна ҫулсеренех илсе килсе панӑ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Акӑ сана ҫул ҫинче сыхласа пымашкӑн, сана [сан валли] Хам хатӗрлесе хунӑ вырӑна кӗртмешкӗн Эпӗ сан умӑнтан [Хамӑн] Ангела яратӑп; 21. Унӑн умӗнче хӑвна тӗрӗс тыт, Унӑн сӑмахне итле; Ӑна хирӗҫ ан тӳрменлен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл сирӗн ҫылӑхӑра каҫармӗ: Унра — Манӑн ятӑм.
Тух 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Египетран илсе тухнӑ чустаран вӗсем тутлӑлла пашалу пӗҫернӗ: чусти йӳҫсе те ӗлкӗреймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене Египетран хӑваласах кӑларса янӑ, вӗсем тӑхтаса тӑма пултарайман, ҫул ҫине хӑйсем валли апат та хатӗрлесе ӗлкӗреймен.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Кӑнтӑрла тӗлне, Иосиф килнӗ ҫӗре, вӗсем парнесем хатӗрлесе хунӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсем ҫавӑнта ҫӑкӑр ҫиессине илтнӗ.25. И они приготовили дары к приходу Иосифа в полдень, ибо слышали, что там будут есть хлеб.
Пулт 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ывӑлӑм, эсӗ халӗ эпӗ сана мӗн каланине, мӗн хушнине итле: 9. кӗтӳ патне кай та унтан мана икӗ [ҫамрӑк] качака путекки тытса килсе пар; эпӗ аҫу валли хӑй юратакан апатне хатӗрлесе парӑп, 10. эсӗ ӑна аҫу патне илсе кӗрӗн те, вӑл ҫийӗ, хӑй виличчен сана пиллесе хӑварӗ, тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Исав вара хире кайӑк тытма кайнӑ; 6. Ревекка хӑйӗн [кӗҫӗн] ывӑлне Иакова каланӑ: акӑ эпӗ аҫу санӑн Исав пиччӳне мӗн каланине илтрӗм: 7. ман валли кайӑк тытса кил, мана апат хатӗрлесе пар; эпӗ ҫием, вара хам виличчен сана Ҫӳлхуҫа умӗнче пиллем, терӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31. Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.