Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туйӑнать (тĕпĕ: туйӑн) more information about the word form can be found here.
Сӗм ҫӗрле; борт хӗрринче океан шӑппӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна выртать, пӗлӗтсене пула хуралнӑ тӳпе нӳхреп маччилле лутра туйӑнать.

Была ночь, океан тихо ворочался у бортов, темное от туч небо казалось низким, как потолок погреба.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Тата вӑл ыйтасса та усал шухӑшпа мар, тархасласа ыйтнӑн туйӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн нӑкӑ питҫӑмарти кӗрхи анис евӗр кӗренленнӗ, чакӑр куҫӗ пӳлӗм тӗксӗмӗнче тарӑнраххӑн, темле шалти ачашлӑхпа ӑшшӑн илӗртнӗн туйӑнать, кӑшт мӑкӑрӑларах тӑракан тути вара, тупата, майрасен сӑрланӑ тутисенчен хӗрлӗрех.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шап-шурӑ ӳтлӗскер, сарӑ ҫӳҫлӗскер, темле пырса тӗкӗнме хӑяйми таса пирӗшти пек туйӑнать вӑл.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, йӑпшӑнмасан та юратчӗ: тӗттӗм ӗнтӗ, ҫитменнине, ҫумӑр ҫаплипех чашлаттарса ҫӑвать, йӗри-тавра пин-пин ҫипрен тӑракан чаршав карса хунӑн туйӑнать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, шухӑшлатӑп-шухӑшлатӑп та, хамӑр касри пӗр путсӗр хӗрарӑм мана сутса пурӑннӑн туйӑнать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата хушӑран хушӑ таҫта темскер ҫӑтӑр-ҫатӑр туса илет, ыррипе пӗрлех усалли те пур кунта, тесе аса илтернӗн туйӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ара, палланӑ пек те туйӑнать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӑшт каҫӑртарах сӑмси кӑна ҫынни ку хамӑр пекскерех, чӑваш ялӗнченех тухнӑскер, пулнине аса илтернӗн туйӑнать

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗртыррисене вырса пӗтернӗ ӗнтӗ кунта, ҫул хӗрринчи ҫӗмелсене те турттарса кайнӑ, уй пичӗ шакла кастарнӑ пуҫ тӳпи пек туйӑнать.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун патне хӑнана ҫӳрекенсем Калюковпа тусӗсемсӗр те чылай пек туйӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ӑна-кӑна ӑнланман ҫынна ҫех ҫапла туйӑнать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑна пуринчен ытла кунта тытма май пур пек туйӑнать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫиелтен пӑхсан, ҫемҫе кӑмӑллӑ пек туйӑнать Васильев.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Куҫ тавра вӗтӗ-вӗтӗ пӗркеленчӗксем пайӑркаланса тӑнинчен ҫапла туйӑнать пулас.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Темскер, тӗрмере ӗҫлекенсем хушшинче те шанчӑксӑр ҫынсем пур пек туйӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Етӗрнери пек те туйӑнать вӑл, унран вуншар хут пысӑкраххи пек те…

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анлӑ, хӑватлӑ юханшыв Енисей, Антуна вӑл сиввӗн, ҫӗленле чашлатса кӗтсе илнӗн туйӑнать.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑнран та, ытлашши калаҫманнинчен те ҫынни кирек мӗнле ӗҫе те пит иккӗленсе тӑмасӑр, хӑп-хап кӑна туса хума пултарассӑн туйӑнать.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем хурахсемпе ҫыхӑннах пек туйӑнать.

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed