Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтсен (тĕпĕ: илт) more information about the word form can be found here.
— И-и, тупата, илтсен кулса вилӗн…

— И-и, если бы ты услышал, что он сказал, умер бы со смеху!

XVII. Тунсӑхланӑ ҫуртра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ҫакӑн пеккине илтсен, ял халӑхӗ мӗн калӗ?

Да его люди засмеют, коль такое услышат!

XVI. Пӗртӑвансем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Шерккейӗн ҫавӑн пек хур пулнине илтсен, Шерпике ик аллипе пӗҫҫине шарт ҫапа-ҫапа тарӑхрӗ, куҫа курӑнман пӗтӗм усал-тӗселе ылханчӗ, ҫӗрле йыт-качкасемпе ҫуртсӑр кушак-кайӑксене тӗл пулман-и тесе ыйтрӗ.

Услышав от Шерккея рассказ о ворожбе, она всплеснула руками, послав проклятье всем невидимым злодеям, и спросила: не встречал ли Шерккей ночью каких- нибудь бездомных кошек-собак, других зверушек?

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Туллиех ҫакса тултарнӑ кӗмӗл шӑнкӑртатнине илтсен, суккӑр ҫын та ҫаврӑнса пӑхмасӑр чӑтаймасть.

Заслышав этот серебряный перезвон, даже слепой не удержится, обратит внимание на девушку.

IX. Ятлӑ ҫынсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

«Серёжа» тенӗ сӑмаха илтсен, майор кӑмӑлӗ тулнӑ пек сывласа илчӗ.

Услышав слово «Сережа», майор облегченно вздохнул.

9. Тетӗшӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Ҫак ыйтӑва илтсен йӗкӗтӗн куҫхаршийӗсем пӗрлешсе илчӗҫ, — майор ҫавна асӑрхамасӑр юлмарӗ.

При этом вопросе у парня брови сошлись, и это не ускользнуло от внимания майора.

8. Допрос // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Самолётсен ӳссех пыракан кӗрлевне илтсен, ҫуран утакансем вӑрманалла ыткӑннӑ, канавсене выртнӑ.

Услышав нарастающий гул самолетов, пешеходы шарахались в лес, ложились в канавы.

1. Вӑрттӑн вӗлерни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.

Анчах кунашкал ачаш сасӑпа ятланине илтсен, Тёма хӑйне кӳрентернӗ пек тытас тесе темле тӑрӑшсан та, тӳссе тӑраймарӗ, тутисене ейсе кӑмӑллӑн та айванӑн йӑл кулса илчӗ.

Но уж эта нотация была сделана таким ласкающим голосом, что Тёма, как ни желал изобразить из себя обиженного, не удержался и распустил губы в довольную, глупую улыбку.

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫак ачаш та малтанах каҫарса хуракан сасса илтсен, Тёмӑн мӗн пурри ҫинчен ним юлмичченех амӑшне каласа парасси килсе кайрӗ.

Этот ласковый, вперед прощающий голос охватил Тёму какою-то жгучей потребностью — все до последнего передать матери.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Директор таҫта аяккалла утса кайнине илтсен, уншӑн ҫав ҫыхӑну тупӑнчӗ.

Затихавшие в отдалении шаги директора дали ему эту связь.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Тёма амӑшӗн хӗрӳлӗхӗ директорӑн нервӑллӑ, ҫапах ҫиллесне пусарнӑ сассине илтсен йӑлтах сӳнчӗ.

Горячий пыл матери разбился о нервный, но сдержанный и сухой тон директора.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Унӑн сассине илтсен, Тёмӑна ҫак господин шӑлӗсене йӗрсе кӑшкӑрнӑнах туйӑнчӗ.

Таким голосом, что Тёме показалось, будто господин этот оскалил зубы.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫак темскере систерсе мӑшкӑлласа, каланӑ сӑмахсене илтсен Тёма чӗри ыратса чӑмӑртанчӗ.

Сердце Тёмы болезненно сжалось от этих туманных, насмешливых намеков.

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Кӑна илтсен, Тёма Абрумкӑна: — Эпӗ мансах кайнӑ, Абрумка, Таня мана тата вунӑ пус пама пулнӑччӗ, — терӗ.

Тогда Тёма сказал Абрумке: — Я забыл, Абрумка, мне Таня обещала еще десять копеек подарить.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫавна илтсен, Тёма чӗри асап чӑтнӑ пек ыратса илчӗ, хайхи вӑл темле ҫухӑрса янӑ сасӑпа ҫӗнӗрен, хыттӑн кӑшкӑрса чӗнчӗ:

От этого стона сердце Тёмы мучительно сжалось, и у него каким-то воплем вырвался новый, громкий оклик:

Кивӗ пусӑ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл сасса илтсен Жучка хирӗҫ сасӑ памаллах ӗнтӗ.

Жучка должна была отозваться на голос.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ӑна илтсен пурте васкаса ҫӑраҫҫисем илме пӳлӗмсене чупса кӗреҫҫӗ.

И все стремительно бросаются в комнаты за ключами.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ҫапла хӗрхенсе ачашшӑн каланине илтсен, ача тата ытларах тарӑхса кайрӗ пулас, вӑл тата хытӑрах йӗме пуҫларӗ.

Слово участия и ласковый тон вызвали в мальчике еще большую нервную вспышку плача.

V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Ҫапла пӗррехинче, хӑйне юханшыв хӗрринчи ҫӳллӗ тӗмеске ҫине илсе кайсан, таҫта аялта юхакан шыв шӑмпӑртатнине уйрӑмах тимлӗн итлесе тӑнӑ вӑл, анчах ура айӗнчи чулсем хӑйпӑнса аялалла кусса кайнине илтсен, чӗри тапма чарӑнаслах хӑраса, амӑшӗн платйинчен ҫатӑрласа тытнӑ.

Так, однажды, когда его свели на высокий утес над рекой, он с особенным выражением прислушивался к тихим всплескам реки далеко под ногами и с замиранием сердца хватался за платье матери, слушая, как катились вниз обрывавшиеся из-под ноги его камни.

I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Пысӑкскер-и? — ыйтатчӗ суккӑр, юпа ҫинче ларакан аист мӑраннӑн, параппан ҫапнӑ евӗр тӑнкӑртаттарнине илтсен.

Большой? — спрашивал он про аиста, отбивавшего на своем столбе ленивую барабанную дробь.

X // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed