Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саня кирек хӑҫан та кофейникпа спиртовка хӑйпе пӗрле илсе ҫӳретчӗ — Ҫурҫӗрте пурӑннӑ чух вӑл кофе ӗҫме хӑнӑхнӑ.Саня всегда возил с собой кофейник и спиртовку — он на Севере пристрастился к кофе.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫаксем тахҫан пулса иртнӗ пек туйӑнаҫҫӗ, эп ӑна тӗлӗкри пек итлетӗп — унӑн виҫ-тӑват ҫӳҫ пӗрчи тӑрса юлнӑ кукша пуҫӗ те, пӗр евӗрлӗ илтӗнен сӑмахӗсем те ватӑ арҫын ҫапла макӑрнине курса хӑнӑхнӑ чухнехи сивлек туйӑм та — пурте ман кӑмӑла йывӑрлатрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хама ҫывӑх, тахҫантанпах хӑнӑхнӑ пӳлӗме кӗрсессӗн, уйрӑмӑнах тата вӗлернӗ комендантӑн дипломӗ, иртнӗ вӑхӑтӑн салхуллӑ эпитафийӗ пек, стена ҫинче ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, манӑн чӗре ыратса кайрӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Мӗнле чухламастӑн эсӗ — тискер вӑл, — терӗ Катя, — эсӗ хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа курмастӑн та.— Как ты не понимаешь — он просто страшный, — сказала она, — Ты привык, и поэтому не замечаешь.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ҫакна ӗнтӗ тахҫанах хӑнӑхнӑ, ҫавӑн пекех, хамӑр килте те манран хуйхине те курман, савӑнӑҫне те пӗлмен.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Хӑнӑхнӑ эпӗ, батюшка, — тесе хучӗ вӑл.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Тахҫантанпах салтакра тӑнисем каласа панӑ тӑрӑх та, хам та асӑрханӑ ӗнтӗ — ҫитес сехетсенче вилмелли ҫыннӑн пит-куҫӗнче темӗнле вилӗм шӑпи вӗҫне ҫитни палӑрать, хӑнӑхнӑ куҫ ҫавна асӑрхасан йӑнӑшма та пултараймасть.
Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Анчах эпӗ кӳреннипе мар-ҫке, хисепӗм мӑшкӑла юлассипе мар-ҫке, ҫав хам витӗр курма хӑнӑхнӑ халаплӑ чатӑра сирсе тӑкасшӑн тӑрӑшатӑп.
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Элле, тупӑнӗ-ши пӗр-пӗр йывӑра илмен ҫамрӑк ҫын, калӑпӑр, чипер хӗре тӗл пулса, хӑй вӑхӑтне вӑл кӑлӑхах ирттернӗ май, ун ҫине пӑхма та пуҫлать пулсан, анчах хӗрӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен урӑх качча, лешӗн пекех палламанскере, кӑмӑллать пулсан, кӳренме пӗлмен ҫамрӑк тупӑнӗ-ши, тетӗп эпӗ (паллах ӗнтӗ, пысӑк светри ҫамрӑксене илетпӗр-ха эпир, хӑйсен кӑмӑлӗсене вылянтарма хӑнӑхнӑ ҫамрӑксене).
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кавказра вӗсем номерлӗ тӳме айӗнче хӗрӳллӗ чӗре курма хӑнӑхнӑ, шурӑ карттус айӗнче вӗреннӗ ҫын ӑсне асӑрхама пӗлсе ҫитнӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Те айван ӗнтӗ эпӗ ытла та, те усал тӑвакан ҫын, пӗлейместӗп; анчах тӗрӗсси пӗрре: эпӗ те ҫавӑн вырӑнӗнчи ҫын пекех хӗрхенме тивӗҫлӗ ҫын, унтан ытларах та пулӗ, тен: ман чуна чаплӑ пурнӑҫ пӑснӑ, шухӑшӑм канӑҫсӑр, чӗрем тӑрана пӗлмен; мана пурте сахал пек; кулянассине те, савӑнӑҫа хӑнӑхнӑ пекех, час хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа вара пурнӑҫӑм та кунсерен пушанса пычӗ; манӑн халӗ ҫул ҫӳресси кӑна тӑрса юлчӗ ӗнтӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пыра киле эпӗ ӑна хам хӗрӗме хӑнӑхнӑ пекех хӑнӑхса ҫитрӗм, вӑл та мана кӑмӑл тӑватчӗ.Я к ней наконец так привык, как к дочери, и она меня любила.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Таврари пур япаласем те — ҫул хӗрринчех кӗпҫипе ҫӗр ӑшнелле тӑрӑнса выртакан ҫӗмрӗк тупӑ та, башни таранах армутипе мӑян ӑшне путса ларнӑ совет танкӗ те, авиабомба тӳррӗн лекнипе арканнӑ нимӗҫ танкӗ те, курӑк шӑтма пуҫланӑ снаряд воронки те, сапёрсем ҫӗнӗ кӗпер патӗнче ҫӗр айӗнчен кӑларса ҫул хӗррипе купаласа тухнӑ противатанковӑй минӑсем те, инҫетре, курӑк хушшинче курӑнакан нимӗҫ салтакӗсен масарӗ ҫинчи хурӑн хӗрессем те (ку ӗнтӗ кунта кӗрлесе иртнӗ хаяр ҫапӑҫусен паллисем пулнӑ, ун пек паллӑсене хӑнӑхнӑ фронтовик куҫӗ вӗсене асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ) — ҫаксем пурте ҫамрӑк йӗкӗте тӗлӗнтернӗ, пит те интереслӗ курӑнусем пек туйӑннӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Отручков ку шкула Алексейрен пӗр-икӗ эрне каярах пырса кӗнӗ, анчах вӑл шкул пурнӑҫне, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек мар ҫирӗп йӗркесене хӑвӑрт хӑнӑхнӑ та, пуриншӗн те «хамӑр ҫын» пулса тӑнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ӗнтӗ ӳт-пӗвӗ ыратнине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тренировка туса вӗрентекен шкулта госпитальсенчен тухнӑ лётчиксем вӗреннӗ, вӗсемсӗр пуҫне кунта тылран пынӑ пилотсем, ку таранччен граждански самолётсем ҫинче вӗҫнӗскерсем, ҫӗнӗ боевой машинасемпе вӗҫме хӑнӑхнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл, ялан вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен ҫар ҫынни, халӗ каллех ҫул ҫинче пулнӑ; ун пек ҫӳрессине вӑл тахҫанах вӗреннӗ, хӑнӑхнӑ, ҫакӑ ӑна хаваслантарнӑ.Он двигался, переезжал, этот вечный военный странник, он чувствовал себя в своей стихии.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кунта пур хӑнӑхнӑ япаласене те — шашкӑсене, шахмӑтсене, волейбола, фронтовиксем пурте питӗ юратакан «козёл» вӑййисене те пӑрахрӗҫ.Брошены были все привычные занятия: шашки, шахматы, волейбол, неизменный фронтовой «козел».
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950