Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫапнӑ (тĕпĕ: ҫап) more information about the word form can be found here.
Тусем хушшинче пӑшал сассисем кӗрлесе иртнӗ хыҫҫӑн, тайга сӗмлӗхӗнче партизансен кӑвайчӗсем ялкӑшма пӑрахсан, Иван Пробатов, тарпа тӗтӗм шӑрши ҫапнӑ шинель тата ҫӳлӗ буденновкӑ тӑхӑннӑскер, тӑван ялне таврӑннӑ.

Когда отгремели выстрелы в горах, отполыхали в таежной глуши партизанские костры, Иван Пробатов, в пропахшей потом и дымом шинели, в высокой буденовке, вернулся в родную деревню.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку вӑл кивӗ, ҫапах та ҫирӗп, тул енчен чус хӑма ҫапнӑ, тимӗр витнӗ уйрӑм ҫурт; касса, тӗрлесе эрешленӗ чӳречисем пысӑк та ҫутӑ, урамалла крыльца тухать, тахҫантанпах сыхланса юлнӑ шурӑ кӗленче хӑлӑпран шӑнкӑрав патне ҫинҫе пралук тӑсӑлать.

Это был старый, еще добротный особняк, обшитый тесом, крытый железом, просторный, с большими светлыми окнами, украшенными узорной резьбой, с парадным крылечком и даже сохранившейся с давних времен белой стеклянной ручкой, от которой тянулась к звонку тонкая проволока.

14 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ара, вӑрланӑ какай пулнине ӑҫтан пӗлнӗ-ха эпӗ ун чухне? — ҫапнӑ пек, каялла сулӑнса, аран хирӗҫлерӗ Черкашина.

— Да откуда ж я тогда знала, что мясо ворованное? — отшатываясь, как от удара, слабо возразила Черкашина.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫынсем хушшинчен пӗр ватӑ ҫын тухнӑ та, чиновника пуҫ ҫапнӑ:

Вышел старик и поклонился чиновнику.

II // Михаил Акимов. Николай Телешов. Нуша. Михаил Акимов куҫарнӑ. Хусан, 1906. — 19 с.

Ентешӗ ҫинелле пӑр пек сивӗ кӑвак куҫӗсемпе тӗллесе пӑхрӗ те кӗскен ыйтрӗ: «Ҫапӑҫса тӑрантӑн-и совет влаҫӗпе?» — унтан, вӑл мӗн каласса кӗтмесӗр, тыткӑна лекнӗ казакӑн виле сӑнӗ ҫапнӑ пичӗ ҫинелле пӑхмасӑр, тӳрех хӗҫӗпе туртса касрӗ.

Голубыми и холодными, как лед, глазами смотрел на станичника, спрашивал: «Поборолся с Советской властью?» — и, не дожидаясь ответа, не глядя на мертвеющее лицо пленного, рубил.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫамрӑк, анчах тусан ларса тулнипе ватӑ тӗс ҫапнӑ хӑмӑртарах симӗс ҫулҫӑсене ҫумӑр часах ҫӗнетсе ячӗ.

Дождь обновил молодую, но старчески серую от пыли листву.

LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Сӑмсана кӳ пырса ҫапнӑ сӑмакунпа тӑвар каснӑ пулӑн хӗрӳ шӑршине туйса, выҫса ҫитнӗ Прохор ирӗксӗр ҫӗртен чарӑнса тӑчӗ.

Резкий запах самогона и солонцеватый душок просоленной рыбы заставили проголодавшегося Прохора остановиться.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрарӑм кӑвакӑр тӗсӗ ҫапнӑ тап-таса тутӑрне куҫ таранах антарса ҫыхнӑ.

Баба была по самые глаза закутана свежевыстиранным, голубым от синьки головным платком.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унта шыв вӑкӑрӗсем хулӑннӑн сӗрлеҫҫӗ, юшкӑн шӑрши ҫапнӑ нӳрӗ сывлӑшра, хӗвел тухнӑ пулин те, ӳпре-шӑна пӗлӗчӗ пӗтӗрӗнсе явӑнать.

Басовито гудели водяные быки и в сыром, пронизанном запахом ила и тины воздухе, несмотря на то что солнце уже взошло, густо кишела мошкара.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Дарья конвоирсем ҫывӑхнерех хӗсӗнкелесе тухрӗ те хӑйӗнчен темиҫе утӑмра, конвоир лашин лачкам йӗпе купарчи хыҫӗнче, Иван Алексеевичӑн чугун тӗсӗ ҫапнӑ питне асӑрхарӗ.

Дарья пробилась к конвойным и в нескольких шагах от себя, за мокрым крупом лошади конвоира увидела зачугуневшее от побоев лицо Ивана Алексеевича.

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫак сӑмахсене каланӑ чух унӑн сивлекрех сӑн ҫапнӑ пичӗ ҫинче пӗр шӑнӑр ҫиппи те туртӑнса илмерӗ.

На похолодевшем лице ее уже не дрогнул ни единый мускул, когда она отвечала.

L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кашниех ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, ҫурхи хӗвел шӑрши ҫапнӑ типӗ тӑпрана алла илсе, ватса пӑхрӗ, хуйхӑллӑн хаш-хаш сывлас мар тесе тӑрӑшрӗ.

И каждый нагибался, брал сухой, пахнувший вешним солнцем комочек земли, растирал его в ладонях, давил вздох.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ унта хырӑмпа шуса ҫитнӗ-ҫке-ха, сывлӑмпа ҫире мӗн пурри йӑлтах пӑрсан шыв тухмалла йӗпеннӗ, шӑрпӑк пуҫӗсене те нӳрӗ ҫапнӑ.

Я ведь на брюхе полз, мокрый от росы был — хоть выжми, головки отсырели.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн пичӗпе сӑмсине те ҫав шурчах сӑнах ҫапнӑ, янахӗ тӑрӑх шуса аннӑ.

Бледность покрыла щеки, нос, поползла по подбородку.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Букановски, Слащевски тата Федосеевски станицӑсенче пӑтрашӑнма тытӑннӑ та ӗнтӗ; Алексеевски станицӑн Вешенски ҫӗрӗсемпе чикӗленекен хуторӗсене те пӑлхав хумӗ пырса ҫапнӑ

Уже начиналось брожение в Букановской, Слащевской и Федосеевской станицах; волновались окраинные к Вешенской хутора Алексеевской станицы…

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унсӑр пуҫне анис улма шӑрши ҫапнӑ подвалта тӑхӑр старикпе тепӗр хисеплӗ судья ларчӗҫ.

Кроме него, в подвале, густо пропахшем анисовыми яблоками, сидели еще девять стариков и один почетный судья.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӳртре ӳлесе макӑрнӑ сасӑсем шӑплансан тин ҫурӑмӗ сивӗ ҫапнӑ пек сӑрӑлтатса чӗтрекен Петро кухньӑна кӗчӗ.

В курене умолкли воющие голоса, и Петро, неся на спине неприятный озноб, вошел в кухню.

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑмӑр тӗс ҫапнӑ ҫул хыттипе утрӗҫ.

Шагали по коричневому настилу дороги.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑл, эхлетсе илсе, ӑна ҫатӑрах ал сыппинчен лӑчӑртаса тытрӗ, хӑрушла вӑйпа хулпуҫҫийӗ ҫине ывӑтрӗ, пӗшкӗнчӗ те, тахҫантанпах пӗлнӗ ӑслайпа йывӑр кӗлеткене хӑй урлӑ ҫӗклесе ҫапнӑ май, унӑн аллине картах аялалла туртрӗ, чавса тӗлӗнсе шӑмӑ сыппи сикнине нӑтӑрт! тунӑ сасӑран туйрӗ.

Крякнув, он сжал ее в запястье, со страшной силой кинул себе на правое плечо, нагнулся и, перебрасывая издавна знакомым приемом тяжелое тело через себя, рванул руку книзу, ощущая по хрустящему звуку, как в локте ломаются суставы.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Лаша тарӗпе шӑк шӑрши ҫапнӑ Петро пӳрте кӗчӗ.

Петро вошел, пропитанный запахами конского пота и мочи.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed