Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чунне (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
Эсӗ ӑнланмасран хӑраттӑм, — чунне уҫрӗ Антон.

Help to translate

Упӑшкана савакан хӗр кашни утӑма йӗрлет // Галина. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.09.29, 38 (6131) №

«Питӗ нумай конкурс. Юморӑн тӗрлӗ формачӗпе ӗҫлеме тӳр килнӗренех КВН ҫав тери кӑсӑклӑ: юрӑ-и вӑл, текстлӑ шӳт-и е музыка номерӗ-и — пурпӗрех. Эсир тӗрӗсех калатӑр: КВН хастарӗн лайӑх актер пулмалла», — чунне уҫать Иван.

"Очень много конкурсов. КВН очень интересен тем, что приходится работать с разными формами юмора: песня ли, текстовая шутка ли е музыкальный номер - без разницы. Вы правильно говорите: активист КВНа должен быть хорошим актером", - открывает душу Иван.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Тарӑн шухӑшлӑ, вулакан чунне илӗртекен, сулӑмлӑ произведенисем ҫырма тӑрӑшатчӗ.

Старался писать произведения глубокомысленные, привлекающие душу читателей, весомые.

Асран кайми Юрий Скворцов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2006.01.18

Вара чунне лӑплантарса пӳрте кӗрсе чей вӗретме лартать.

Успокоив душу зайдет в дом и поставит кипятить чай.

Ахӑрсамана // Валентина Тарават. http://chuvash.org/lib/haylav/3970.html

Хушӑран ҫӑмӑлрах сӑнарсем парса артистӑн чунне уҫӑлтармаллах.

Иногда предлагая образы полегче душу артиста надо проветрить.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Ҫапла, поэт чӑнахах та чӑваш литературинче пӗтӗм чунне, пӗтӗм пултарулӑхне парса ӗҫлерӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Чунне хытарса ывӑлӗшӗн мӑнаҫланчӗ.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Тен, юррӑмпа кӑна вӑратрӑм Хӗрсен чунне, хӗрӳ чунне.

Help to translate

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Эх, кӗвӗҫӳ мӗнешкел чӗрмелерӗ унӑн чунне.

Эх, как царапала ревность её душу!

Ют арҫын ӑшши // Екатерина ЦВЕТКОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Унашкаллисен чунне те ӑшӑтма пултармалла ыйтӑм ирттерекенсен.

Help to translate

Патшалӑх ҫӗр ӗҫченне пулӑшасшӑн // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Чи малтан эпир ҫыннӑн ӑс-тӑнне, кӑмӑлне тата чунне курса хаклатпӑр.

Прежде всего мы оцениваем в человеке ум, характер и душу.

Чунпа илемлӗ педагог // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Ҫыннӑн чунне ыраттараканни пирки ҫырма тӑрӑшмастӑп пулин те...

Хоть и стараюсь не писать о том, что причиняет боль человеческой душе…

«Сурӑх касӑвӗнче ҫуралчӗҫ сӑвӑ йӗркисем» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Хуравӗ тивӗҫтерменнине кура ҫынпа ҫын пек пулмаллине, унӑн чунне витермелле ӑнлантарни хуҫалӑх тытакан хӑй ҫыруҫа шырама хавхалантармаллине аса илтерчӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Макӑрма та пӗлместӗп, — чунне уҫрӗ Укахви аппа.

И плакать не умею, - открыла душу тетя Агафья.

Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Вӗренекен чунне ӑнланасси, тӗрӗс ҫул ҫине тӑма, пурнӑҫри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшасси – тӗп тӗллевсем тесе ҫирӗплетет вӑл.

Help to translate

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Тепӗр самантран ял ҫыннин чунне яланах ҫывӑх пулнӑ ҫава сасси илтӗнме те тытӑнчӗ: вӑшт! вӑшт! 4 ҫынран тӑракан команда пӗр-пӗринпе улшӑнса пурӗ 40 метр тӑршшӗ курӑк лаптӑкне ҫулса тухрӗ.

Help to translate

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

«Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ачасен 70 процентне хушма пӗлӳ тытӑмне явӑҫтарма хушать. Анчах ку тӗллеве шкулсенчи 2-мӗш тата 3-мӗш сменӑсен йывӑрлӑхне татса памасӑр чӑна ҫавӑрма май килмест», — чунне уҫрӗ парламентари.

Help to translate

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Сцена ҫине пысӑк йышпа, пурин чунне пырса тивмелле — чӑн пурнӑҫа сӑнлакан — пуян сценарипе тухрӗҫ вӗсем.

Они вышли на сцену большой семьей, с богатым сценарием, задевающим душу всех — освещением настоящей жизни.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Сулахай хул айне ҫӗлӗке хӗстерни (вӑл ҫӑкӑнни-пуҫ тайнин символӗ пулнӑ) чӑваша пусмӑрҫӑсенчен хӑтӑлса юлма, чунне чул хушшинче те пулсан усрама май туса панӑ.

Help to translate

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Апла пулин те, ӑмӑртусен сывлӑшӗ, илемлӗхӗ, хас-тарлӑхӗ, палатка пурнӑҫӑн романтики, вучах хуранӗн яшка-пӑтӑ техӗмӗ кашни ҫарҫӑ чунне ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлӗ.

Help to translate

Паян — вӗренӳри, спортри хастарсем, ыран — ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed