Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хаҫат the word is in our database.
хаҫат (тĕпĕ: хаҫат) more information about the word form can be found here.
Вӑл хаҫат хутӗнчен ҫавӑрнӑ тачка чикаркка ӗмсе ларать.

Он курил огромную из газетной бумаги цыгарку.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

«Окопная правда» хаҫат редакторӗнче ӗҫленӗрен вӑрах хӑйне аван пӗлекен Сиверс патӗнче, штабра икӗ кун ӗҫлесе пурӑнчӗ вӑл; ревкома кӗркелесе тухрӗ, анчах унта Абрамсон та, Анна та пулмарӗ.

Два дня работал в штабе у Сиверса, который знал его, еще будучи редактором «Окопной правды», — наведывался в ревком — ни Абрамсона, ни Анны там не было.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сергей шинель кӗсйинчен «Правда» хаҫат кӑларчӗ.

— Сергей вынул из кармана шинели «Правду».

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Никита Артамашова хаҫат кӑтартрӗ.

Никита показал Артамашову газету.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Ну, Несмашная, вуларӑн-и? — ыйтрӗ Сергей, хаҫат кӑтартса.

— Ну, Несмашная, читала? — сказал Сергей, показывая на газету.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Петро кӗсйинчен типтерлӗ хутлатса хунӑ хаҫат кӑларчӗ.

Петро вынул из кармана аккуратно сложенную газету.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кондратьев, ним чӗнмесӗр, пӗр Сергей ҫине пӑхса, пӗр хаҫат кӗтессине кӑранташпа тем ӳкерсе ларчӗ.

Кондратьев слушал молча, лишь смотрел на Сергея и что-то рисовал карандашом на одном газетных углов.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗнекесемпе, ҫӗлесе хунӑ «Правдӑпа» «Известия» хаҫат куписемпе юнашар пӗр ещӗк хура ҫӗр ларнӑ — унта ҫурхи тулӑ ешерет.

Рядом с книгами и комплектами «Правды» и «Известий» Сергей увидел ящики с черноземом — в них кустилась яровая пшеница.

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кӗлетсем умӗнче вӑл хаҫат, журнал тытса тӑракан Еременкӑна тӗл пулчӗ.

Возле амбаров он встретил Еременко с газетами и журналами.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Парторг Еременко ӑна ӗҫсем хушнӑ — е бригадӑра доклад, е кӗтӳҫӗсемпе калаҫу ирттермелле, е хӗрлӗ кӗтесре хаҫат вуласа памалла.

Парторг Еременко давал ему важные поручения — то доклад в бригаде, то беседу с чабанами, то громкую читку в красном уголке.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Кунтах хаҫат вуланӑ, ҫӗвӗ хыпарсем пӗлтернӗ, хуҫалӑх ҫинчен, ҫуркунне ҫинчен, суйлав ирттересси ҫинчен калаҫнӑ.

Тут же читали газеты, делились текущими новостями, возникали разговоры о хозяйстве, о весне, о выборах.

XIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче хула пурнӑҫӗнчен ютшӑнма ӗлкӗрнӗ Листницкий кулнӑ сасӑсене, автомобильсем кӑшкӑртнине, хаҫат сутакансем ҫухӑрашнине — хулара пин-пин сасӑллӑн янлакан мӗн пур шӑв-шава савӑнӑҫлӑн итлесе утрӗ, ҫав яка тумланнӑ ҫынсен ушкӑнне хӑйӗншӗн ҫывӑха хунӑ ҫӗртенех иккӗленчӗк шухӑшсен чӑлханчӑк ҫиппине салтса яма пикенчӗ:

Листницкий, отвыкшей за годы войны от города, с радостным удовлетворением впитывал в себя разноголосый гул, перевитый смехом, автомобильными гудками, криком газетчиков, и, чувствуя себя в этой толпе прилично одетых, сытых людей своим, близким, все же думал:

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӑвӑнса тасалнипе кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ Листницкий алла хаҫат тытнӑччӗ ҫеҫ — ӑна полк командирӗ патне чӗнтерчӗҫ.

Повеселевший после умывания Листницкий взялся было за газету, но его пригласили к командиру полка.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

 — Пӗр эрне ӗнтӗ хаҫат илейместпӗр.

— Газет не получаем уже неделю.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Бунчук шинель кӗсйинчен пӗр тӗрке хут туртса кӑларчӗ те, Листницкий еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса, вӑрахчен темӗн ухтарчӗ, унтан, сӗтел патне пырса, кивелсе сарӑхса кайнӑ хаҫат листине тачка шӑнӑрлӑ сарлака аллаппипе сӑтӑрса тӳрлетрӗ.

Бунчук вынул из бокового кармана шинели большой сверток бумаг, долго рылся в нем, стоя спиной к Листницкому, и, подойдя к столу, разгладил широкой, пухложилой ладонью пожелтевший от старости газетный лист.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Афанасий, васкамасӑр енчӗк кӑларса, хаҫат ҫурса илчӗ те Ҫемене табак пачӗ, унтан енчӗкне Никитӑна сӗнчӗ.

Афанасий вынул кисет, оторвал полоску газетной бумаги, угостил табаком Семена и протянул кисет Никите.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хаҫат ҫине вӗттӗн касса хунӑ сало ҫисе ларакан Сергей шухӑша кайса Ирина ҫине пӑхать: «Вӑкӑрсене тыткалама пултарать вӑл».

Сергей ел мелко нарезанное сало, выложенное на газете и задумчиво смотрел на Ирину: «Она может удерживать быков».

XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Ман биографие пурте пӗлеҫҫӗ, атте, — ерипен мӑкӑртатрӗ вӑл. — Хаҫат ҫине те тухнӑ».

— Моя биография, батя, всем известна, — пробормотал Сергей. — Даже в газетах была напечатана.

II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

«Лӑпкӑ Донӑн» пӗрремӗш томӗ пичетленсе тухсанах, 1928 ҫулта, «Правда» хаҫат А. С. Серафимович статьине пичетленӗ.

После публикации первого тома «Тихого Дона», в 1928 году, газета «Правда» опубликовала статью С. Серафимовича.

М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.

Залран тӑваткалласа хуҫлатнӑ хаҫат тытнӑ ҫамрӑк офицер тухрӗ, хӑй симӗс китель тӑхӑннӑ, сотник пакунӗсемпе.

Из зала вышел со сложенной вчетверо газетой молодой офицер в зеленом кителе, с погонами сотника.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed