Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗттӗмре the word is in our database.
тӗттӗмре (тĕпĕ: тӗттӗмре) more information about the word form can be found here.
Ольга чӗнмерӗ, анчах каллех темле канӑҫсӑррӑн хускалса илчӗ, тӗттӗмре вӑл хускални курӑнмарӗ, пурҫӑн платье чӑштӑртатни ҫеҫ илтӗнчӗ.

Она молчала, только опять сделала какое-то нервное движение, которого нельзя было разглядеть в темноте, лишь слышно было, как шаркнуло ее шелковое платье.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун таврашӗнчи япаласем йӑлтах тӗттӗмре курӑнми пулчӗҫ, ҫывӑрнӑ пек туйӑнчӗҫ.

Все погрузилось в сон и мрак около него.

XII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов тӗттӗмре Ольга мӗнле йывӑррӑн сывланине итлерӗ, унӑн вӗри куҫҫулӗ хӑйӗн алли ҫине тумланине, вӑл унӑн аллине хыттӑн чӑмӑртанине туйрӗ.

Он слушал в темноте, как тяжело дышит она, чувствовал, как каплют ему на руку ее горячие слезы, как судорожно пожимает она ему руку.

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Эсӗ курмастӑн-и, тӗттӗмре такам мӗлтлетсе иртрӗ…

 — Ты не видишь, мелькает в темноте кто-то?..

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чир-чӗрсем ҫинчен Обломов килӗнче те, ялта та калаҫни илтӗнмен тесен те юрать; тӗттӗмре кам та пулсан мӗнле те пулин шалча ҫине пырса тӑрӑнать е аслӑк ҫинчен йӑванса анать, е хуралтӑ тӑрӗнчен хӑма ӳксе пуҫран ҫапать.

Других болезней почти и не слыхать было в дому и деревне; разве кто-нибудь напорется на какой-нибудь кол в темноте, или свернется с сеновала, или с крыши свалится доска да ударит по голове.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тӗттӗмре пурӑннӑ пирӗн мӗскӗн тӗп асаттесем; вӗсен хӑйсен кӑмӑлӗсене ҫӗклентерме те, тытса чарма та пултарайман, кайран вара майсӑр та усал ӗҫсенчен айваннӑн тӗлӗннӗ, вӗсен сӑлтавӗсене ҫутҫанталӑкӑн уҫӑмсӑр паллисем тӑрӑх тӗпчесе пӗлме тӑрӑшнӑ.

Ощупью жили бедные предки наши; не окрыляли и не сдерживали они своей воли, а потом наивно дивились или ужасались неудобству, злу и допрашивались причин у немых, неясных иероглифов природы.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Е тата сасартӑк ҫӳлтен янӑ асапсем, ҫулӑм юпасемпе ҫӑмхасем килсе тухаҫҫӗ; лере вара, тин виле пытарнӑ шӑтӑк ҫинче, ҫутӑ курӑнса каять, е вӑрманта такам уткаласа ҫӳрет; вӑл, аллине хунар тытнӑ пекех, ҫитменнине тата хӑрушшӑн ахӑлтатать, тӗттӗмре куҫӗсене йӑлтӑртаттарать.

А то вдруг явятся знамения небесные, огненные столпы да шары; а там, над свежей могилой, вспыхнет огонек, или в лесу кто-то прогуливается, будто с фонарем, да страшно хохочет и сверкает глазами в темноте.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Мӗн пулса иртнине тӗттӗмре никам та нимӗн те ӑнланман.

В кромешной тьме ничего нельзя было понять.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Тӗттӗмре ӗҫлеме пушшех кансӗр ӗнтӗ, нимӗн те курӑнман чухне шывра ура тупанӗпе хыпашласа утма тивет.

Тогда это особенно тяжело, потому что темно, приходится идти на ощупь.

Улттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Акӑ тӗттӗмре тӑшман карапӗсем хуран курӑнса каяҫҫӗ, часовоӑсем пӗр-пӗрне кӑшкӑрса сас пани илтӗнет.

Вот в ночной тьме вырисовываются очертания вражеских кораблей, слышен бой склянок, перекличка часовых.

Иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ҫурма тӗттӗмре ун хыҫҫӑнах пыракан Маргаритӑпа Федор тӗртнӗрен вӑл ура ҫинче тытӑнса тӑраймарӗ, пукан урлӑ ывтӑнса кайрӗ.

сзади в нее толкнулась Маргарита, в нее Федор. Женя не удержалась на ногах и полетела через стул вперед.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Вӑл хӑранипе шурса кайни, ун асаплӑ сӑн-пичӗ тӗттӗмре те аванах палӑрчӗ.

Даже в темноте зала видно было, какая она бледная, испуганная и измученная.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Тӗттӗмре, пысӑк пӳлӗме хӑйӗн пӗтӗм хапипе пусса, тӗрлӗ тӗслӗ хутсенчен тунӑ сӑнчӑрсем ҫакса янӑ темӗскерле питӗ пысӑк япала тӑнӑ, унран чӑрӑш шӑрши кӗнӗ.

Там впотьмах, наполняя всю комнату сильным запахом хвои, стояло посредине нечто громадное, смутное, до самого паркета опустившее темные лапы в провисших бумажных цепях.

XLI. Ёлка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Нӳрлӗ тӗттӗмре, вутӑ сарайӗсем ҫумӗпе нумайччен утса пычӗҫ.

Долго шли в сырой темноте мимо дровяных сараев.

XXXVII. Бомба // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Стой! — кӑшкӑрчӗ тӗттӗмре халиччен илтмен сасӑ.

— Стой! — закричал в темноте незнакомый голос.

XXVI. Йӗрлеҫҫӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Чӳречесем ҫине ӳксе йӑлтӑртатать, тӗттӗмре чупакан салтаксен мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, хӗрлӗ ялав татӑкӗсем, заряд ещӗкӗсем, лафетсем, урам урлӑ йӑвантарса вырттарнӑ конка вагонӗсем курӑнаҫҫӗ.

Вспыхивал в стеклах, выдергивал из темноты бегущих солдат, красные лоскутья флагов, зарядные ящики, лафеты, поваленные поперек улицы конки.

XVI. «Башеннӑй, пер!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Тулта ҫутӑ, яр уҫӑ кӑнтӑрла чухне ҫав сарайсенче вутӑсем, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр япаласем хушшинче, питӗ тусанлӑ тӗттӗмре пытанса ларасси калама ҫук савӑнӑҫлӑ.

Прятаться в этих сараях среди дров и различной рухляди, в пыльной сухой тьме, в то время как на дворе яркий день, было неописуемым блаженством.

XIV. «Кӗҫӗн чинсем» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Пурнӑҫ унталла та кунталла та ҫавӑрать, тӗттӗмре хӑйне ҫул уҫакан ҫӗр айӗнчи шыв пек, ӗмӗрхи шӑплӑх ҫӗр варринче сиксе вӗресе сасартӑк ирӗке, хӗвел ҫине персе тухать, ҫавӑн евӗр манӑн машина та халӗ пӗлӗт хушшинчен сиксе тухрӗ акӑ — эппин, чӑнласах нимӗн те ахаль ҫухалмасть иккен!

Жизнь поворачивает туда и сюда и падает, пробиваясь, как подземная река в темноте, в тишине вечной ночи, и вдруг выходит на простор, к солнцу и свету, как вышла сейчас моя машина из облачной каши, — выходит, и оказывается, что ничто не пропадает даром!

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗн те пӗлместӗмччӗ ун ҫинчен, вӑл та ман ҫинчен ним те пӗлместчӗ — анчах эпир тӗттӗмре пӗр-пӗрин пирусӗн вутне пӑхса, чӗнмесӗр пӗр пекех шухӑшлаттӑмӑр.

Ничего я не знал о нём, он — ничего обо мне, но мы молчали и думали об одном, глядя на красные огоньки наших папирос в темноте.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ленти айӗнче тӗттӗмре ҫутатакан тӳмме пур.

под ленточкой — пуговица, светящаяся в темноте.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed